Ку инкекпе пĕрле кĕрешмелле

Категория: Общество Опубликовано: 04.07.2025, 10:14 Просмотров: 183

Пирĕн пурнăçăн тĕп пуянлăхĕ – сывлăх. Вăл е ку çыннăн кĕлетке тата психика çирĕ­плĕхĕ ăнăçлă пурнăçăн çирĕп никĕсĕ пулса тăрать. Çакна пурте пĕлетпĕр пулсан та, пирĕн сывлăхăн тăшманĕсем те пур-ха. Вăл шутра малти вырăнта психоактивлă япа­ласем тăраççĕ. Наркотик алла тытакансен пурнăçĕнче паян питех те пысăк хăрушлăх пур: пĕрре тутаннă наркотик çийĕнчех вĕсене ĕмĕрлĕх тыткăна илес хăрушлăх пур. Вăл кĕске хушăрах пурнăç илемне туйма манăçтарать, этем аллинчен çынлăха туртса илет. Наркотик тутанса пăхнă çын хăйне робот пек туйма пуçлать. Вăл хăйĕн таврашĕнче мĕн пулса иртнине курми, çывăх çынсене асăрхайми пулать. Психоактивлă япаласем тутанакан çын вĕсемсĕр пурăнаймасть, хăйĕн концентрацине çухатать, унччен юратнă çыннисемшĕн пурнăçа пăлханупа ырату илсе кĕртет.

Çыннăн астăвăмĕ хăйне евĕр шкаф пек. Наркотикпа туслашнă çыншăн унти япаласем хутăшса кайнă евĕр пулса тухаççĕ. Вĕсене тĕрĕс суйлама вăхăт нумай иртет. Çавăнпа та нарко­тикпа туслашнă çынсен шухăшлавĕ вăраххăн пулса иртет. Кулленхи пурнăçра çынсен ăс-тăнĕ вĕр çĕнĕ компьютер евĕрлĕ пулсан, ăна нар­котикпа çыхăнтарсан вăл юрăхсăра тухнă кивĕ тата вируслă машинăна аса илтерекен пулать. Вăл машина кирлĕ хуравсене е йăнăш парать е пачах аса илтермест. Сывлăхпа психика наркотикпа сиенленсен, çын нихăçан та телейлĕ пулаймасть. Чи лайăх реабилитаци витĕр тухсан та, çыннăн эмоций­ĕсем пĕтĕмпех унчченхи шайра упранса юлай­маççĕ. Çавăнпа та пирĕн общество умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл – наркотик хатĕрĕсемпе усă курма чарасси тата çак енпе профилактика ĕçĕсем анлă ирттересси. Паян Раççей Федерацийĕнчи профилак­тика мероприятийĕсем наркотикпа кĕрешес Стратегин положенийĕпе килĕшÿллĕн иртеççĕ. 2024 çулхи раштав уйăхĕнченпе профилактика ĕçĕсем ирттермелли база инструменчĕ шайĕнче наркотикпа кĕрешме патшалăх комитечĕ сĕннĕ ведомствăсем хушшинчи ĕç стандарчĕ пулса тăрать. Чăваш Республикинчи тĕрлĕ профилак­тика мероприятийĕсен координаторĕ наркотикпа кĕрешекен комисси шутланать. Наркологи тĕлĕшпе патшалăх мониторингĕ ирттерни ку ыйтупа тĕллевлĕ ĕçленĕрен ре­спубликăри лару-тăрăва паян вăтам хак пама май парать. Чăваш Республикинче халĕ «Сту­пени к самопознанию», «Осознай свой выбор» профилактика программисем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. 2025 çулта асăннă проектсемпе про­граммăсене пурнăçа кĕртсе 7650 ачапа вĕсен 4185 ашшĕ-амăшне явăçтарса пурĕ 306 заняти ирттернĕ. Паян пур модельлĕ библиотекăсен­ че те «Наркотиксăр ачалăх» программăна пурнăçа кĕртессипе ведомствăсем хушшинчи ĕç пырать. Профилактика ĕçне обществăлла организацисем те активлă хутшăнаççĕ. Вĕсем тăтăшах «Сообщи, где торгуют смертью» акци ирттерни халăха наркотик сиенĕ пирки тата унран хÿтĕленмелли çул-йĕрпе паллаштарсах тăрать. Ку вăл хальхи çамрăксемшĕн пысăк усă. Республикăра наркомани ыйтăвĕпе тĕл пулнисене малтанхи медицина пулăшăвĕ па­рассине, вĕсемпе вăхăтра социаллă реабили­таци ирттерессине пăхса хăварнă. Уйрăм тимлĕхре ачасемпе çамрăксем хушшинче наркотикпа усă курассине асăрхаттарасси тăрать. Ăна вăхăтра сирсе тăрасси пирĕн обществăшăн пĕлтерĕшлĕ ыйту. Кĕскен статистика пирки. Наркотикпа усă ку­ракансем обществăра, шел пулин те, йышлан­са пыраççĕ. Çак сиенрен талăксерен Раççейре 80 çын пурнăçран уйрăлать. Çак усал йĕркепе туслашнисен 90 проценчĕ – гепатитпа, 45 проценчĕ ВИЧ-инфекципе чирлĕ пулни паллă. Çак инкеке пурте пĕр çыхăра пулсан çеç çĕн­терме пулĕ.

Татьяна РЫБНИКОВА,  психиатр-нарколог.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6