Çу кунĕсенче Муркаш муниципалитет округĕн территорийĕнче пушар тĕлĕшпе уйрăм хăрушсăрлăх сезонĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çапла вара вут-кăварпа усă курнă чух асăрханулăх правилисене пăхăнманнисем тĕлĕшпе саккунпа палăртнă административлă яваплăх татах çирĕпрех ĕçлеме пуçланине палăртатăп. Асăрхаттаратăп, ку вăхăтри тĕп хăрушлăх вăл – типĕ курăка вут тивертни тата мунча кĕнĕ чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни. Çак тĕслĕхсемпе çăва тухнăранпа кăна республикăра темиçе пушар та пулчĕ. Кашнинчех çăлавçăсем инкек вырăнне вăхăтра çитнипе «хĕрлĕ автана» анлă сарăлма, вăй илнĕ çулăма шала кĕрсе кайма, çынсене пысăк шар курма паман. Халĕ палăртнине хамăрăн муниципалитет округĕнчи лару-тăрăва хакласа та калама пулать.
Хуçасăр кил-çуртри, улăх-çаранти типĕ курăка е çулса типĕтнĕ, анчах никама та кирлĕ мар утăна пĕр çĕре пухса çунтарнипе республикăра сиксе тухнă инкексене пĕтĕмлетсе çапла калатăп: типĕ курăкпа пурин те питĕ асăрхануллă пулмалла. Ку тĕллевпе типĕ çанталăкра çуртсемпе производство объекчĕсем çывăхĕнче, ял патĕнчи пурте усă куракан çĕрсем çинче, çум айне пулнă пушă хирсемпе улăх-çаранта, пурăнмалли çурт-йĕр таврашĕнче, коллективлă садсенче типĕ курăкран тасалма ăна çиччĕ виçмесĕр вут тивертессинчен пурин те асăрханмалла. Халĕ вăрмансенче е вĕсем çывăхĕнче, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче, электропередача линийĕсемпе электроподстанцисем патĕнче типĕ курăкран тасалма вут тивертме тата тĕрлĕ çÿп-çапа пĕр çĕре пухса кăвайт чĕртсе çунтарма пачах та юрамасть.
ПУШАРСЕМ. Вут-кăвар алхаснă тĕслĕхсем округра кунсерен хушăнса пыраççĕ. Паянхи куна илсен округ территорийĕнче тĕрлĕ сăлтавпа «хĕрлĕ автан» вăй илнĕ 25 тĕслĕхе регистрацилерĕмĕр. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 2 тĕслĕх сахалрах. Ирĕке кайнă вут-кăварта пĕлтĕр 2 çын пурнăçран уйрăлнăччĕ пулсан, кăçал унашкал тĕслĕх пулмарĕ. Çав вăхăтрах пĕлтĕр çак вăхăта вут-кăвар тыткăнĕнче пĕр çын та аманман пулсан, кăçал кунашкалли пĕр тĕслĕх пулчĕ те. «Хĕрлĕ автан» кăларса тăратакан хăрушлăха туйса кăçал кашни тĕрĕслеврех çăлавçăсемпе пушар хурал инспекторĕсем тĕпчев тата асăрхаттару ĕçĕсене туллин ирттерчĕç. Çакă пушар хăрушлăхне ÿстерсе ярасран чарма май пачĕ. Каласа хăвармалла, асăннă тапхăрта республикăра иртнĕ çул 697 пушар пулнă пулсан, кăçал инкексен шайĕ 710 тĕслĕхе çитрĕ. Ирĕке кайнă çулăмра пĕлтĕр 34 çын пурнăçран уйрăлнă пулсан, кăçал кунашкал тĕслĕхсем 27 пулчĕç. Пушарта суранланнисем те кăçал пĕлтĕрхинчен 3 тĕслĕх сахалрах (2024 çулта 38 çын инкек тÿснĕччĕ). Çÿлерех палăртнă йĕркене пăхăнманнипе пушар кăларнă граждансен РФ саккунĕпе килĕшÿллĕн çирĕп явап тытмалла пулассине ялан асра тытмалла. Çак йĕркене пушар тĕлĕшпе уйрăм хăрушсăрлăх сезонĕ ĕçленĕ вăхăтра пăссан, айăплав виçи пурин тĕлĕшпе те курăмлă ÿсет. Йĕркене пăсакансене саккунпа килĕшÿллĕн явап тытарассипе кăçал та унчченхи çулсенчи пекех алă усмасăр ĕçлетпĕр. Муниципалитет округĕн административлă явап тыттаракан комиссийĕ пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăсакан уйрăм граждансем тĕлĕшпе кăçал пĕрре мар протокол çырчĕ, асăрхаттару калаçăвĕсем ирттерчĕ. Ирĕклĕ пушар хуралĕ те ялсенче йĕркене пăхăнассине тĕрĕслесех тăрать. Юлашки вăхăтри пушар тĕслĕхĕсем пирки калас пулсан, кунта вут-кăварпа çирĕп йĕрке тытмалли куç умĕнчен каймасть. Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Москакасси территори пайĕнчи Çĕлеменкассинче, çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Йÿçкасси территори пайĕнчи Çĕмĕрткассинче, çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Москакасси территори пайĕнчи Уйкас Хачăкра мунчасене «хĕрлĕ автан» иленчĕ. Кил хуçисем çаврăнăçуллă пулнипе кăна нихăшĕнче те вут-çулăма анлă сарăлма паман. Çав вăхăтрах пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе тата вĕсене сĕмсĕр пăснипе юлашки уйăхра çеç Мăн Токшикра, Торинкассинче, «Дружба» сад юлташлăхĕнче вăйлă пушарсем пулчĕç, хуçисем пысăк тăкак тÿсрĕç. Пулса иртнĕ пушарсем ыттисемшĕн те асăрхаттару тĕслĕхĕ пуласса шанатпăр. Çавăнпа та ялта пурăнакансен пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине яланах тĕп вырăнта тытасчĕ.
Алексей СОРОКИН, патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Август 2026 |
