Чăваш Енри хаклă, юратнă, çепĕç кăмăллă амăшĕсем!
Сире Амăшĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Çак уяв — кашниншĕн чăннипех те çутă тата хумхануллă уяв. Анне — чи çывăх çын. Ку эпир калакан пĕрремĕш сăмах. «Анне» сăмахра ăшăлăх, çепĕçлĕх тата вĕçĕ-хĕррисĕр юрату янăрать. Пирĕн ентеш Василий Давыдов-Анатри поэт «Юратнă анне» сăвăра çапла çырнă:
Ылтăн пек ырă çыннăм, анне,
Çук санран кăмăлли тĕнчере.
Çĕклемешкĕн çĕршыв хăватне
Ăраскал пехиллетĕн пире.
Эсир ывăлăрсемпе хĕрĕрсене ĕненни вĕсемшĕн шанчăклă тĕрев тата çул кăтартакан çăлтăр пулса тăрать, хăюллăн малалла утма, çĕнĕлĕхсем уçса пуласлăха тĕллевлĕн йĕркелеме пулăшать. Эсир ачăрсене чи хăюллă шухăшсене пурнăçа кĕртме çунат парнелетĕр, тăван çĕре юратма хăнăхтаратăр. Ашшĕ-амăшĕн юратăвне туйса çитĕнекенсенчен Аслă Раççей мăнаçлăхĕшĕн тăрăшакан ăру çуралать.
Патшалăх амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене пур енлĕн пулăшма тăрăшать. Чăваш Республикинче пулăшу мерисем анлă: регионăн амăшĕн капиталне çирĕплетнĕ, професси пĕлĕвĕ паракан заведенисенче вĕренекенсене, çамрăк çемьесене виççĕмĕш ача çуралсан пĕр хутчен укçа параççĕ, кÿмесемпе краватьсене, пепкене кирлĕ ытти япалана проката илме пулать, шкулта апат тăкакĕсене саплаштараççĕ, ЭКОн хатĕрленÿ тапхăрĕ тÿлевсĕр, нумай ачаллă çемьесем валли çĕр лаптăкĕ уйăраççĕ. Пулас амăшĕсем валли «Амăшлăх культури: юрă-кĕвĕ, сăпка юрри, тĕрĕ» проект пурнăçланать. Вăл ачапа тĕл пулма психологи тĕлĕшĕнчен хатĕрленме, йăх вăйне, мăн асаттесен тĕрекне, ăруран ăрăва куçакан юратупа ăслăлăха туйма пулăшать.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура çапла каланă: «Ачаллă çемьесене пулăшасси — пирĕн кăмăл-сипет туртăмĕ. Нумай ачаллă пысăк çемье общество пурнăçĕн философийĕн йĕрки, патшалăх стратегийĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăмалла».
Пирĕн мăн асаттесемшĕн пысăк çемье тĕп пуянлăх, Турă пиллĕхĕн палли тата йăх аталанăвĕн никĕсĕ шутланнă. Паян эпир аваллăха таврăнатпăр: нумай ача ĕмĕрсем каяллахи пекех хисеплĕ, килти çичĕ-вунă пепке савăнăç пулса тăтăр.
Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесен шучĕ ÿсни савăнтарать, мăнаçлантарать. Эсир пысăк, туслă çемьесем çавăратăр, унта вара юрату хушăнса пырать. Пирĕн республикăра ултă хĕрарăм «Амăшĕ героиня» ята тивĕçнĕ, 60-не республикăри «Анне» паллăпа чысланă. Эсир — йăла-йĕркене упракансем, пĕтĕм çĕршывăн тĕрекĕ. Ку вăл эсир çемьене çирĕплетес тата халăх шутне ÿстерес ĕçе тÿпе хывнине пысăка хурса хаклани.
Паян ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва чыслăн та тивĕçлĕн хÿтĕлекенсен амăшĕсене уйрăммăн тав тăватăп. Эсир куллен кĕлĕ вулани, сирĕн юратăвăр ывăлăрсемпе хĕрĕрсене йывăр вăхăтра сыхлать. Эсир çирĕп кăмăллă хÿтĕлевçĕсене çитĕнтернĕ. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр. Республика яланах сирĕнпе юнашар. Эпир хамăрăн паттăрсене асра тытатпăр, вĕсене хаклатпăр, çĕнтерÿпе таврăнасса кĕтетпĕр!
Хаклă амăшĕсем! Сире пĕтĕм чĕререн çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал тата хĕрарăм телейне сунатăп. Сирĕн кил-çуртра яланах тăнăçлăх, хăтлăх хуçалантăр, ачасем çитĕнÿсемпе савăнтарччăр, час-часах шăнкăравлаччăр, тăван киле килсех çÿреччĕр. Сирĕн чĕрĕр вĕсемшĕн яланах лăпкă пултăр, чунăр пурнăç парнеленĕ çынсемпе мăнаçлантăр.
Уявпа, хаклă çыннăмăрсем! Амăшĕн кунĕ ячĕпе!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев
Дорогие, любимые, нежные мамы Чувашии!
Примите искренние поздравления с Днем матери!
Этот праздник – поистине светлый и трепетный для каждого из нас. Мама – самый близкий человек. Это первое слово, которое мы произносим. В слове «мама» звучит тепло, нежность и бесконечная любовь, которые не знают границ. В стихотворении «Юратнӑ анне» наш земляк, поэт Василий Давыдов-Анатри писал:
Ылтӑн пек ырӑ ҫыннӑм, анне,
Ҫук санран кӑмӑлли тӗнчере.
Ҫӗклемешкӗн Ҫӗршыв хӑватне
Ӑраскал пехиллетӗн пире.
Ваша безусловная вера в своих сыновей и дочерей становится для них надёжной опорой и путеводной звездой, которая помогает смело идти вперед, открывать новые горизонты и целеустремленно строить свое будущее. Вы дарите детям крылья для покорения самых смелых высот, зажигаете в сердцах огонь любви к своей земле. Именно из такой ежедневной родительской любви рождаются достойные поколения, которые строят сильную, великую Россию.
Осознавая всю важность и сложность выбора в пользу материнства, государство выстроило и постоянно расширяет комплекс мер поддержки, опираясь на живой отклик наших женщин. В Чувашии работает целая система реальной помощи: региональный материнский капитал, единовременная выплата мамам-студенткам, молодым семьям при рождении третьего ребенка, бесплатный прокат детских колясок и кроваток, компенсация расходов на питание, бесплатный подготовительный этап ЭКО, предоставление земельных участков многодетным семьям. С недавнего времени для будущих мам реализуется проект «Культура материнства: музыка, колыбельная, вышивка», который помогает психологически подготовиться ко встрече с ребенком, почувствовать силу и поддержку рода, опору предков – ту любовь и мудрость, которые передаются из поколения в поколение.
В Послании Федеральному Собранию Президент России Владимир Владимирович Путин говорил: «Поддержка семей с детьми – наш фундаментальный нравственный выбор. Большая многодетная семья должна стать нормой философии жизни общества, ориентиром всей государственной стратегии».
Издревле у наших предков большая семья всегда считалась главным богатством, знаком Божьего благословения и залогом процветания рода. Сегодня мы возвращаемся к истокам: к тому, чтобы многодетность вновь стала такой же естественной и почётной, как веками было в нашей истории, когда семь–десять ребятишек в доме были не редкостью, а радостью.
Нас искренне восхищает и наполняет гордостью то, что число многодетных семей в Чувашии растёт. Вы создаёте большие, дружные миры, где любовь только умножается. В нашей республике 6 женщин удостоены звания «Мать-героиня», а 60 мам награждены республиканским знаком «Анне». Вы – хранительницы наших традиций и настоящая опора всей страны. Это высокое признание вашего великого вклада в укрепление семьи и приумножение нашего народа.
Особые слова благодарности – матерям, чьи сыновья и дочери сегодня с оружием в руках, с честью и достоинством защищают наше Отечество в зоне специальной военной операции. Ваша материнская молитва и безусловная любовь, словно невидимый щит, оберегают ребят в трудных испытаниях. Вы воспитали настоящих защитников, людей с несгибаемым стержнем, и мы бесконечно гордимся вами. Знайте: республика всегда рядом с вами. Мы помним, мы ценим и мы вместе с вами ждем возвращения наших героев с Победой!
Дорогие наши мамы! От всего сердца желаю вам крепкого здоровья, неиссякаемой энергии и того самого глубокого женского счастья, когда душа поет. Пусть в ваших домах всегда царят мир, уют и радость, а дети радуют успехами, чаще звонят и приезжают в родной дом. Пусть ваше сердце всегда будет спокойно за них, а душа – наполнена светом и гордостью за тех, кому вы подарили жизнь.
С праздником, наши родные! С Днем матери! Анне кунӗ ячӗпе!
Глава Чувашской Республики Олег Николаев
Ноябрь 2026 |
