Çапла каларĕ Москакасси тăрăхĕнчи тăхăр ача амăшĕ Раиса Михайловна Яковлева. Вăл ачисене пурне те вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Май пур таран мăнукĕсене пулăшма тăрăшать, хăй те çамрăксен кулленхи тимлĕхĕнче. «Турă панă кашни ачана кун çути панă, пĕрин кун-çулне те татман», – терĕ вăл.
Раиса Яковлева Етĕрне районĕнче Антонинăпа Михаил Феоктистовсен çемйинче 1958 çулхи февраль уйăхĕнче çуралнă. Михаил ятлă пиччĕшĕпе тата Антонина йăмăкĕпе мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçса туслăн ÿснĕ вăл. Шкулта ытти ача пекех тăрăшса вĕреннĕ, пултарулăх ĕçĕсене хутшăннă. Акă вăл – сывпуллашу каçĕ, умра – пурнăçăн анлă çулĕ. Раиса повар профессине алла илсен Нискассинчи столовăйра поварта ĕçлеме пуçланă. Çак ялта паллашнă та вăл хăйĕн пулас мăшăрĕпе, Çĕн Чемей каччипе Михаил Яковлевпа. Вăл вăхăтра каччă çар ретĕнчен тин кăна таврăннă пулнă, МСО «Моргаушский» предприятире водительте ĕçлеме тытăннă. 1976 çулта октябрь уйăхĕнче вĕсем чăваш туйĕ тунă. Мăшăра часах хваттер панă. Каярах вĕсем Мăрсакассинче хуçалăх вырăнĕ илсе хăйсене ята çурт-йĕр çавăрнă.
Кашни ача – амăшĕн телейĕ
Мăшăрăн пĕрремĕш ача кун çути курнă. Оксана ят хунă ăна. Халĕ вăл Шупашкар хулинче пурăнать, штукатур-маляр пулса ĕçлет. Унăн Артем ятлă ывăлĕ программиста вĕренет. Оксана анлă тавра курăмлă. Вăл строительство ĕçĕпе, илемлĕх, çирĕп сывлăх енĕпе хăйĕн блогне тытса пырать. «Ачасем пĕчĕккĕ чухне Оксана мана яланах пулăшса пычĕ, кирек хăçан та асли вырăнĕнче пулчĕ, кĕçĕн ачасене пăхма, воспитани пама пулăшрĕ. Халĕ те маттур вăл», –тет нумай ача амăшĕ. Иккĕмĕш ача – Ульзана. Халĕ вăл Етĕрнере пурăнать, ĕçлеме вара Мускав хулине çÿрет. Ульзана – пилĕк ача амăшĕ. Унăн аслă ачи çемйипе Етĕрнере ĕçлесе пурăнать. Иккĕмĕш ача Алик та тăван тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Виççĕмĕш ача Евгения тухтăр профессине суйланă, Шупашкарта ĕçлет. Даша вара вут-çулăмпа кĕрешес ĕç профессине алла илме хатĕрленет. Инна – шкул ачи. Виççĕмĕш ачан – Алешан пурнăçĕ пĕчĕккĕ чухне татăлнă, нумаях пурăнайман вăл. Халĕ пурăнакан виççĕмĕш ача – Сусанна. Вăл – Муркашра хаклав тата страхлав енĕпе предприниматель. Округра иртекен мероприятисене активлă хутшăнать, республика шайне те тухма май тупать. Вăл – виçĕ ача амăшĕ. Унăн Эллина ятлă хĕрĕ строитель факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Шупашкарта сметчикра ĕçлет. Эльмира Муркаш шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренет, активист тата волонтер. Кирилл – 7-мĕш класс вĕренекенĕ, робототехникăпа кăсăкланать. Тăваттăмĕш ача – Снежанна. Вăл хăйне аталантарать, çĕвĕç ĕçне алла илет. Виçĕ ача амăшĕ Шупашкарта пурăнать. Унăн аслă ачи Кристина Шупашкарта ĕçлет. Ярослава шкулта кăна-ха. Глеб шкул ÿсĕмне çитеймен. Пиллĕккĕмĕш ача – Андрей. Мускав хулинче токарьте ĕçлет, пĕр ача ашшĕ. Улттăмĕш ача – Вячеслав, уйрăм предприниматель. Вăл пельмень тăвас производствăна тытса пырать, Москакассинче хăйĕн лавккине ĕçлеттерет. Çиччĕмĕш ача – Александр, автомеханик ашшĕ-амăш тĕп килĕнче харпăр хăй ĕçне тытса йĕркелесе пырать, шинăсем монтаж тăвассипе ĕçлет. Çавăн пекех çурт çивиттийĕсене витме те ĕлкĕрет. Саккăрмĕш ача – Алена, Мускав хулинче акушер-гинеколог пулса ĕçлет. Тăххăрмĕш ача – Росана, Москакассинче ашшĕ-амăш тĕп килĕнче парикмахерски уçнă. Ку енĕпе виççĕмĕш çул ĕçлет. Вăл – шкул çулне çитмен пĕр ача амăшĕ. 1990 çулхи янаврĕн 3-мĕшĕнче нумай ача амăшне 2 степеньлĕ «Амăшлăх медалĕ» медальпе чысланă. Раиса Михайловна каланă тăрăх, вăл нумай ача çуратнăшăн тепĕр награда та тивĕçнĕ. Кĕçĕн мăнуксем те пур асаннен. Рома 1-мĕш класа вĕренме кайнă, София ача садне çÿрет. Филипп вара тин кăна пĕр çул тултарнă. «Эпĕ хама чăннипех те телейлĕ хĕрарăм тесе шутлатăп. Ав, мĕнле пысăк йыш манăн халĕ. Çимелли, пурăнмалли пур, кăштах выльăхне те тытапăр, ÿркенмесен пурăнма пулать», – тет Раиса Михайловна.
Çемье вучахне упраканĕ, тутлă çимĕç ăсти
Раиса Михайловна – ăста повар, кил-йыш вучахне, çемье, кулинари йăли-йĕркине упраканĕ. Тăхăр ача амăшĕ– ырăлăх, ĕçченлĕх, çывăх çынсене юратнин çутă тĕслĕхĕ. «Анне хатĕрленĕ кукăль-çăмах, ытти тутлă çимĕç çемьене пĕр сĕтел хушшине пухать. Паллах, пурте пĕрле пухăнасси час- часах пулаймасть. Çапах та май пуррипе уявсенче анне патне çитме тăрăшатпăр. Унăн кухнинчи сăмсана кăтăклакан тутлă шăршăна кашни хăна пĕлет. Кашни çимĕçе вăл хăйĕн çывăх çыннисене юратса хатĕрлет. Хăнана çынсем патне кайнă чухне вара яланах çăкăр таврашĕ илсе кайма хушать пире. Çапла, аннене пурнăç самай тĕрĕслерĕ, апла пулин те вăл пуçа усмасть. Вăл пурнăçа юратма, хаклама пĕлни пире вăй-хăват парать. Анне çамрăк чухнехи пекех шÿтлеме те юратать, кашни куна çутă сăн-питпе, кулăпа кĕтсе илме тăрăшать, пире те çапла тума сĕнет», – тет Ульзана. Çак синкер самантсене те асăнмасăр хăвармалла мар пулĕ. «Ман пĕчĕк Алеша нумай пурăнаймарĕ. Упăшка та ытла ир уйрăлчĕ пурнăçран, 50 çула çитеймерĕ. Ачасене ура çине тăратасси ман çине юлчĕ. Ку кăна-и тата? Пÿрт-çурт йăлтах вутра кĕлленчĕ. Çавăн пек хуйхăсене чăтма тиврĕ манăн пурнăçра. Аптăрамарăм, ура çине тăтăм, ачасене çитĕнтертĕм. Кунне-çĕрне те пĕлмерĕм пуль тепĕр чух. Пукан çинче тĕлĕрсе çĕрлехи ыйха вĕçтерни те сахал мар пулнă. Çĕнĕ пÿрт лартма тиврĕ. Паллах, ун чухне ман ăш-чик епле çуннине сăмахпа каласа ăнлантараймăн», –терĕвăл чунне пăлхатса. Раиса Михайловнăн кил-çурчĕ халĕ пысăк, тем валли те вырăн çитет. Акă унăн икĕ ачи çак хуçалăхра самозанятăй шайĕнче ĕçлеççĕ, кунта вĕсем шиномонтаж тата парикмахерски ĕçĕсене уçнă.
«Асанне, тав тăватăп сана!»
Кирилл ятлă мăнук вара çапла калать: «Анне чи хакли тетпĕр, анчах та аннепе танах тепĕр хаклă çын кукамай пуррине манатпăр. Кукамайăн аллисем ăшă, çепĕç, çав хушăрах ĕçпе кушăрхаса хытнă вĕсем. Вăл ман çине ăшшăн та юратуллăн пăхать. Кукамай! Çулсем иртсе пынишĕн ан кулян. Санăн çулу саншăн ахаль цифра кăна пултăр. Эсĕ куллупа та, чунупа та ватă мар-ха халĕ. Манпа ăшшăн калаçатăн. Эпир яланах санпа юнашар».
Анне пире чи кирлине вĕрентнĕ
Ашшĕ-амăшĕ пуласси – ачана пурнăç парасси кăна мар, кашни кун тимлĕх, чăтăмлăх, пулăшу уйăрасси. «Анне пире чи кирлине вĕрентнĕ – йывăр пулсан та пуç усмалла мар, çынна йывăрлăхра пулăшмалла. Эпĕ унпа чунтанах хăпартланатăп. Вăл пысăк наградăна тивĕçнĕшĕн мар, пирĕншĕн кашни куна телейлĕ тума тăрăшнăшăн. Анне йăлтах ĕлкĕретчĕ – ирпе тăратăн та пире валли апат, таса тум хатĕрччĕ, выльăх- чĕрлĕхне çитерсе кĕнĕ. Эпир тăххăрăн ÿснĕ вĕт. Ăна шкулти хамăрăн йывăрлăхсем пирки, кун каçа мĕн пулни çинчен каласа кăтартма васкаттăмăр. Вăл нумай ĕçлетчĕ, пире валли те вăхăт тупатчĕ. Халĕ те анне çавăн пекех çивĕч. Ун чухне, паллах, шухăшлама та пĕлмен ĕнтĕ. Халĕ хам та амăшĕ, епле çитнĕ-ши аннен чăтăмлăхĕ тесе шухăшлама халĕ кăна пĕлетĕп эпĕ. Анне маншăн – хаклă, çывăх çын тата ырă тĕслĕх, пурнăçри тĕп вĕрентекен. Сывлăхĕ çирĕп, ĕмĕрĕ вăрăм пултăрччĕ унăн», – терĕ Росана. 90-мĕш çулсенче çемье 2 пÿлĕмлĕ хваттерте пурăннă: 9 ача тата 2 аслă çын. Килте çăкăр пĕçернĕ. Ачасем пылак çимĕç çиес килсен амăшĕ варенипе çиме тутлă икерчĕ е пылак булка пĕçернĕ. «Канфет валли укçа пулман. Анчах та килти çимĕçрен хатĕрленĕ тĕрлĕ çимелли яланах пулнă сĕтел çинче. Ирпе тăрсан – вĕри пăтă. Эпĕ те кашни ир сĕтпе пĕçернĕ пăтă хатĕрлетĕп. Ĕне усранăран сĕт, тăпăрчă, çу яланах пулнă. Кашни канмалли кун ир вăрансан анне тăпăрчă кукли çупатчĕ, пире те хăйне пулăшма чĕнетчĕ. Пĕррехинче ачана анне патне леçнĕччĕ. Эпĕ пырсан вăл савăнсах каласа кăтартрĕ, вĕсем иккĕшĕ кукăль тунă иккен. Çĕр улмие тип çупа е арбузпа улăштаратчĕ», – каласа парать Снежанна. Пысăк ĕçсенчен пушансан çемье спектакль, цирк, концерт курма кайнă. Шкул пухăвĕсене, шкулта иртнĕ конкурссемпе концертсене амăшĕ яланах кайса çÿренĕ, унта хутшăнма тăрăшнă. Пĕр çулхине Алена чăваш пики конкурса хутшăннă, ăна валли амăшĕ тутлă кукăль пĕçернĕ. «Анне пĕ cернĕ купăста кукăльне класа илсе кĕчĕ. Ăна класри пур ачапа пĕрле çирĕмĕр, кукăле пурте мухтарĕç», – аса илчĕ Алена. Çĕнĕ çул уявĕсене амăшĕ хĕр ачасем валли Юр пике костюмне çĕлесе панă, арçын ачасем валли – Хĕл мучин тумне. Çемье пысăк, çапах та кашнин хăйĕн уйрăм тумĕ пулнă.
Сутлăхра япала тупма çăмăл мар, апла пулин те, ачасем валли пĕр йышши тум туянман амăшĕ. «Эпĕ Снежаннăпа пĕр çулхи ачасем, çапах та пире валли расна тум илсе паратчĕ анне. Çакă ачасенче индивидуализма аталантарма пулăшнă тесе шухăшлатăп. Халĕ те эпĕ пурте пĕрешкел тăхăнакан тума туянма юратмастăп», – тет Сусанна. Хушма хуçалăх ĕçĕсене пур ача та пĕрле хутшăннă: пĕрле утă çинче ĕçленĕ, çĕр улми пуçтарнă, çумланă, улма-çырла пухассинче яланах пĕрле ĕçлеме тăрăшнă. Ачасем аслисене кĕтÿ пăхма пулăшнă, вăрмана çырла-кăмпана кайнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, вырсарникун кил-çурта тасатмалли кун пулнă. Хĕллехи каçсенче пĕрле ларса çăм алсиш-нуски çыхнă. Ачасем йышлă пулнăран йытă-кушак та пĕрре кăна мар пулнă килте. Паллах, вĕсемпе выляма та вăхăт тупмалла тата тăватă ураллă туссем ачасенче лайăх туйăм аталантараççĕ.
Ачалăхри пĕр аса ил Ć
Сусанна пĕр саманта аса илчĕ: «Ача садне аслăушкăна çÿренĕ чухне манăн кăвак тĕслĕ пальто пурччĕ. Ун чухне пурте пальто тăхăнатчĕç. Пирĕн ушкăнта Наташа ятлă хĕр ачан вара хĕрлĕ куртка пурччĕ. Манăн та çавăн пек куртка тăхăнас килетчĕ. Халĕ пĕлетĕп эпĕ, вăл куртка ун чухне дефицит пулнине. Ирхине анне мана пальто тăхăнса садика пуçтарăнма хушрĕ. Хăй вара Шупашкар хулине кайма пуçтарăннăччĕ. Ун чухне пирĕн ял лавккисенче мороженăй сутман. «Çак пальтона тăхăнмасан каçхине мороженăй пулмасть», – терĕ вăл. Хăй васканăран мана садика ăсатма Ульзанăна хушрĕ. Эпĕ садика пальтопа çитрĕм-ха, пирĕн кил кантăкĕнчен садик лайăхах курăнатчĕ. Мана анне пăхса тăрать пулĕ терĕм. Мĕнле шала кĕтĕм хамăн пальтона Ульзанăна пăрахса патăм. «Урăх тăхăнмастăп», – терĕм. Ачасемпе кăшт каярах картишне тухрăмăр, вĕтĕ-вĕтĕ пан улмисем пуçтартăмăр. Манăн кĕпе кĕсйи пĕчĕкрен виçĕ китайка кăна кĕчĕ. Çавăн чухне кăна шухăшласа илтĕм эпĕ, пальто кĕсйи самай пысăкчĕ вĕт, аннене итлемеллех пулнă, унта пан улми те ытларах кĕретчĕ. Икĕ пысăк кĕсье туллиех тултарнă пулăттăм. Киле çитсен мана анне ятлаçать пулĕ тесе шухăшларăм, эпĕ ăна кÿрентертĕм вĕт. Анне вара ман çине пачах та çилленмен иккен, мана вăл мороженăй тыттарчĕ. Эпĕ хама чи телейлĕ ача пек туйрăм. Аннене итлемеллех».
Обществ ăлла ĕç шаннă
Раиса Михайловнăн ытти ĕç нумаййине пăхмасăр ăна обществăлла ĕç те шаннă. Унта та ĕлкĕрнĕ вăл. Вунă çул ытла ялта староста пулнă, ял çыннисемпе сахал мар ĕçленĕ. Поварта малтан тăрăшнисĕр пуçне «Моргаушское» МСО-ра ĕçленĕ, вырăнти совхозра тимленĕ. 50 çул тултарсан вăл пенсие тухнă. Ун чухне вара Москакасси шкулĕнче поварта ĕçлеме пуçланă. 2019 çулта Раиса Михайловнăна Муркаш район администрацийĕ Тав çырăвĕпе чысланă. Унта çапла çырнă: «Кирек хăш вăхăтра та анне кашни ачашăн тĕп çын тата чи çывăх çын пулнă. Раççейри амăшĕсем – яланах ырă кăмăллă, шанчăклă, юрату парнелекен чăтăмлă хĕрарăмсем. Паян та аннесем çемье вучахне тирпейлĕн упраççĕ, ачисене ырра вĕрентеççĕ. Сирĕн ачăрсем сывлăхлă, ăслă-тăнлă ÿсчĕр, малашлăха шанчăклă утчăр». Тав çырăвĕ çине администраци пуçлăхĕ алă пуснă. 2023 çулхине ăна Москакасси шкул директорĕ Хисеп грамотипе чысланă. Пирĕн округра çавăн пек маттур аннесем пуррипе эпир хăпартланатпăр.
Роза МАКАРОВА.
Ноябрь 2026 |
