Епле аван анне пĕрле пулсан

Категория: Общество Опубликовано: 27.11.2026, 08:46 Просмотров: 22

Кашни çыннăн хăйĕн кун-çулĕ, шăпи, телейĕ... Çавăнпа та тăруках пĕри маттур та тепри начар тесе хаклама çук. Апла пулин те Муркаш енре пурăнакансем хушшинче ыттисемшĕн ырă тĕслĕхпе палăрнисем сахаллăн мар. Вĕсем паян пурте тăван тăрăхăн ырă пурнăçĕшĕн уйрăм тав сăмахне тивĕç. Москакасси территори пайĕнче пурăнакансем Вера Романовна, Вера инке, Вера мăнаки тесен, хăш ялта пурăннине каламасăрах нумайăшĕ ăна аван пĕлеççĕ пулĕ тетĕп.

Çĕнĕ пурнăç ачи

Уйкас Хачăкра 7 ачаллă çирĕп хресчен çемйинче 1951 çулта çуралнă хĕр 20 çулта, водительте ĕçленĕ Анатолий Петрова качча тухса, Эхветкассинче пурнăç йăви çавăрнă. Саккăрмĕш теçеткепе пыракан асанне, кукамай тата аслă кукамайăн ачалăхĕ Уйкас Хачăкра иртнĕ. Çĕнĕ пурнăç ачин, çемьере 6-мĕшĕ пулнине пăхмасăрах, пурнăç тути-масине ачаллах самай астивме лекнĕ.

– Пире çĕнĕ пурнăçшăн çамрăклах мĕнле терт-нуша витĕр тухма тивнине вăхăтра никам та шутламан çав. Паян ăна каласа та пĕтерейрес çук. Юрать-ха эпир пурнăçланă ĕçсене çĕршывра тивĕçлипе хак пама тăрăшаççĕ. Тавах уншăн пуçлăхсене, – терĕ кинемей аллинчи «лашине» хыçлă пукан çумне тăратса. Ашшĕ Етĕрнери шкулта ачасене физикăпа математика вĕрентнĕ – Роман Григорьевич – арăмне пулăшмалла тата кил хуçалăха тĕрек памалла тесе тăван ене таврăнса Мăн Сĕнтĕрти МТСа ĕçе вырнаçать. Вăл вăхăтра ялсенче «хĕрлĕ автан» канăç паманран ашшĕ хăйсен килĕнче лаша тата тăрантаспа шыв пички тытма пуçлать. Пушар лаши тытма çăмăлах пулман, паллах, анчах ял малашлăхне пăхакан арçын йывăрлăхсем умĕнче пуç усман. Май килнипе хĕрĕсемпе ывăлне те лашапа туслаштарнă. Пĕчĕк чухне Верăпа Анютăна ашшĕ сахал мар лашапа утлантарса ярăнтаратчĕ. Муркашра пушар чаçĕ ĕçлеме пуçласан тата унта ятарлă техника килсен, нумай ялта – çав шутра Эхветкассинче те – пушар лашине «ĕçрен кăлараççĕ».

Яла хулапа улăштарман

Çак хушăра Хачăк салинчи пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă хĕр Москакассинчи 8 çул вĕренмелли шкула та лайăх паллăсемпе вĕçлет. Хыççăн 2 çул Шупашкарта штукатур-маляра вĕренет. Пĕрле вĕреннĕ 300 ачаран Верăпа унăн хĕр тантăшĕ кăна 4-мĕш училищĕне хĕрлĕ дипломпа вĕçлеççĕ. Малалла вĕренме çул уçă, анчах нумай ачаллă çемьери хĕр ача колхозра лашасем пăхнă амăшĕ – Марфа Кузьминична – ыйтнипе Шупашкарти строительство бригадине ĕçе вырнаçать. Юратнă каччăпа çемье çавăрсан та вăл штукатур-маляр ĕçне пăрахмасть. Хулара 10 çул çăмăл мар çак ĕçре вăй хунă хĕрарăм малтанхи икĕ ачи çуралнă хыççăн çеç хулари больницăна кĕçĕн медперсонал пулса ĕçлеме вырнаçать. Çакăн хыççăн хĕрарăм татах виçĕ ача çуратать, анчах йывăр тесе алă усса лармасть.

– Паян ĕçрен пушаннă вăхăтра час-часах шухăша каятăп та хам мĕнле ĕлкĕрнинчен тĕлĕнетĕп. Тав, Турра, 23 çул пĕрле пурăннă вăхăтра мăшăр тăтăшах юнашар пулчĕ, ытлă-çитлĕ пулăшрĕ. Хам кунсерен хулана çÿренĕрен ирхи 3 сехетре вăранаттăмăр таĕмĕрĕпех водительте ĕçленĕ мăшăрăмпа – Анатолий Илларионовичпа – кил хуçалăхри ĕçсене кÿлĕнеттĕмĕр. Килти хушма хуçалăхра эпир тăтăшах 2-3 ĕне, 3-4 сысна, сурăхсем, йышлă чăх-чĕп тытнăран ирлесе кашнин патнех çитмеллеччĕ. Çапах йывăр тесе алă сулни пулман, малашлăха пăхса пĕр-пĕрне ăнланса вăй хураттăмăр. Ку вăхăта аслăрах ачасем те пулăшма пуçларĕç. Çапла пĕрле вăй хурса улăм витнĕ çуртран çĕнĕ пÿрте кĕтĕмĕр, – тет ĕç ĕмĕрĕнче нумай Хисеп грамотине тивĕçнĕ коммунизмла пилĕк çуллăх ударникĕ тата ĕç ветеранĕ. Ялти çамрăк мăшăр иртен пуçласа каçчен ĕçленĕ хушăрах çемье çинчен те манман. Паян вĕсем çуратса ÿстернĕ 5 ачи те мăшăрлă, хăйсен ĕç тата пурнăç вырăнĕсене тупнă, асламăш-кукамăшне 10 мăнук тата 3 кĕçĕн мăнук парнеленĕ. Паян кашниех май килнĕ таран Вера Романовнăна пулăшма тăрăшать. Кĕçĕн ывăлĕн – Петян – аслă ачине канмаллли кунсенче тăтăшах асламăшĕ патĕнче курма пулать. Вăл хăйне пулăшнишĕн тата ĕç тиркеменнишĕн ватă асанне паян савăнать кăна. Аслă ывăлĕ – Виктор – ялта тĕпленни те амăшĕшĕн яланах пулăшу юнашар пулнине çирĕплетет. 75 çулта та пĕчченех ĕнепе вăкăр, 7 сурăх, 20 чăх, тепĕр ушкăн индоуткăсем пăхма асанне-кукамая çăмăл мар паллах, анчах пулăшакансем яланах çумра пулнăран Вера Романовнăн пит-куçĕнчен савăнăç шевли самантлăха та çухалмасть. Иксĕмĕр калаçса ларнă вăхăтра та вăл пурнăç йывăрлăхĕ пирки пĕр сăмах каламанни çавнах çирĕплетрĕ тесе шутлатăп.

– Çамрăк чухне вĕренмелле тесе çеç хавхалантарнă эпĕ ачасене. Никама та ĕç тупса паман, кашниех хăйсем юратнă ĕçе хăй тĕллĕн суйласа илчĕç. Кĕçĕн ывăлăм пушар хуралĕнче ĕçленĕрен ашшĕн ĕçне малалла тăсрĕ тесе шутлатăп. Ачасем кану кунĕсене яла пуçтарăнасса пĕлсе тăтăшах çĕр улмирен, купăстаран, аш-какайран кукăль пĕçеретĕп, яланах вĕри яшкапа кĕтсе илме тăрăшатăп. Вĕсем хама тав тусан вара савăнатăп, – сăмахларĕ калаçăвăмăра вĕçлесе нихăçан та аллă усса ларман ĕç ветеранĕ. Çакăн пек çынсем пирĕн округ илемĕ тата унăн пуянлăхĕ пулса тăраççĕ, çамрăксене туслăн малашлăха чĕнеççĕ. Епле аван çакăн пек анне çумра пулсан.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6