Сăн ÿкерчĕкре Мăн Сĕнтĕрти Людмилăпа Михаил Лаптевсен пысăк та туслă çемйине куратăр. «Пирĕн çемьере, кил-çуртра нихăçан та кичем мар. Аттепе аннен эпир тăваттăн тата тăватă ураллă туссем пур пирĕн. Вĕсем те пирĕн йышрах», – тет çемьери аслă хĕр ача Милана.
Лаптевсен тăватă ачаллă çемйинче, паллах, кичеммĕн ларас йăла çук. Кил-çуртра ача-пăчан хаваслă уçă сасси илтĕнет. Ашшĕ-амăшĕ çамрăк тата ачисем пĕринчен тепри правур та активлă. Пĕрле ирттернĕ вăхăт чи пахине кашниех лайăх ăнланать, çакна çемьери чи кĕçĕн ача Матвей ятлă ывăл та аван пĕлет. Людмилăпа Михаил иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Çавăнпа та ачисен вĕренĕвĕпе аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кашни ачан хăйĕн юратнă ĕçĕ тата тивĕçĕ. Ачасен пурнăçне ашшĕ-амăшĕ кăсăклă ирттерме тăрăшать. Вĕсем пĕрле çул çÿревсене тухаççĕ, çĕнĕ вырăнсене çитсе кураççĕ. Кашни çул çÿрев асра юлать. Паллах, çакă вĕренÿре те пулăшса пырать. Çемье пуçĕ «Мегафон» компанинче инженерта ĕçлет. Вăл унта пысăк квалификациллĕ специалист, кирек епле техника ыйтăвне те аван ăнланать тата татса парать. Килте те унăн ăста алли палăрать, темĕнле япалана та юсама пултарать. Михаил – çемье тĕрекĕ. Людмила – çемье вучахне упраканĕ. Кил-çурт тирпейлĕхĕпе ăшши, çемье хăтлăхĕ, паллах, ачасен тулли кăмăлĕ те ун çинче. Пĕр сăмахпа каласан вăл çемьери, кил-çуртри «лăпкă çанталăкшăн» тăрăшать. Амăшĕ ачасен расписанине те пĕлсе тăрать, вĕсен вĕренĕвне çирĕп алăра тытать. «Кил-йыша тытса пырассине эпĕ пĕчĕк предприятипе танлаштаратăп. Логистика та ман çинче», –тет Людмила. Амăшĕпе хĕр ачасем час-часах пĕрле апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Амăшĕ вĕсене хăйсем тĕллĕн те пĕçерме вĕрентет. Ачасен ашшĕ пĕр машинăпа ĕçе çула тухать. Епле-ха тата амăшĕ килте машинăсăр юлать, унăн та ĕçĕ питĕ нумай вĕт. Çавăнпа та Людмила ячĕпе тепре пур. «Автомашина хальхи вăхăтра меллĕх кăна мар, унпа усă курма пурнăç ыйтать», – тет Людмила. Милана – çемьери чи аслă ача. Вун тăватă çулхискер, амăшĕн чăн пулăшуçи. Пуçаруллă хĕр ача хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхса пырать, интересĕсем те пысăк унăн. Иккĕмĕш хĕр ача – Ариана. Вăл çичĕ çулта. Шкулта лайăх паллăсемпе вĕренет, тавралăхпа кăсăкланать. Виççĕмĕш ача çичĕ çулта, ашшĕ-амăшĕ ăна Александра ят панă. Пĕрремĕш класс хĕр ачи шкул пурнăçне тата çĕнĕ яваплăха хăнăхса пырать. Аппăшĕсем пекех хастар пулма тăрăшать. Шкул ачисем тĕрлĕ кружока çÿреме, хăйсем валли усăллине тупма тăрăшаççĕ. Ывăл ача çураласса вара мăшăр нумай кĕтнĕ. Тăватă çулхи Матвейпа кашниех вăхăт ирттерме тăрăшать. Вăл кил-йыша хăват парса тăрать тейĕн. Каçхине ачасем пĕрле пухăнаççĕ. Кун каçа мĕн пулса иртнине кашнинех каласа кăтартмалли пур. Лаптевсем халĕ пысăк та яваплă ĕçпе тăрăшаççĕ. Çемье хăйне ята йăва çавăрма тытăннă, уйрăм пÿрт лартаççĕ вĕсем. Кашниех ăна хăтлăрах тăвассишĕн тăрăшать. Ачасем пысăк пÿртре кашнин уйрăм пÿлĕмсем пуласса кĕтеççĕ. «Пирĕншĕн асаттепе асанне– çирĕп тыл. Вĕсем питĕ нумай пулăшаççĕ. Пирĕншĕн çапла тăрăшнăшăн тав тăватпăр вĕсене. Паллах, халĕ пирĕн ачасем пĕчĕкех мар. Пĕчĕкрех чухне вара кирек хăçан та ачасемпе ларма хирĕçлемеççĕччĕ. Ачасем те вăхăта вĕсемпе пĕрле ирттересшĕн, вылясшăн, аслашшĕпе асламăшĕн калаçăвне итлесшĕн. Пĕрле калаçма вара сăмах хутаççи пысăк», – терĕ Людмила. «Пирĕн кил-çурт туллин шутланмĕччĕ, енчен те унта тăватă ураллă туссем пулмасан. Кăпăшка çăмлă кушак тата шанчăклă йытă-тус –çемье членĕсем. Пире вĕсем итлеççĕ, яланах алăк умĕнче кĕтсе илеççĕ, ачашланма юратаççĕ, пĕрле вылятпăр вĕсемпе», – çапла тупăшса калаççĕ çемьери ачасем.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Ноябрь 2026 |
