Ĕçлеме чĕнетпĕр

Категория: Общество Опубликовано: 27.11.2026, 09:47 Просмотров: 16

Шалти ĕçсен органĕнче ĕçлеме РФ патшалăх чĕлхине пĕлекен 18 çултан çамрăк мар граждансем пултараççĕ. ШĔМ службине ĕçлеме вырнаçас чикĕ: кĕçĕн начальство йышне – 50 çул; вăтам тата аслă начальство йышне – 55 çул.

ШĔМ должноçĕсен квалификаци требованийĕ: сержант йышĕ – 11 класлă пĕлÿрен кая мар (конвой, ИВС, ППСА, дежурнăй пай, полицейски-водитель тата ыттисем; офицер йышĕ – вăтам професси пĕлĕвĕнчен кая мар тата аслă пĕлÿ (ОУР, УУП, ОЭБиПК, УКОН, ГИБДД тата ыттисем).

ШĔМ службине çакăн пек чухне ĕçе йышăнмаççĕ:

1. Преступленишĕн суд приговорĕпе айăпласан, судпа айăплани пулсан, вăл шутра айăплава сирнĕ тата айăплава татнă пулсан (çывăх тăвансен айăплавĕ ШĔМ службине вырнаçма чармасть).

2. Раççей Федерацийĕн гражданствине татсан.

3. Ют çĕршыв гражданстви е пурăнмалли мел пулсан.

4. Суя документсем е тĕрĕс мар сведени тăратсан.

5. Ют çĕршыв агенчĕн статусĕ пулсан.

6. Сывлăх шайĕ требованипе килĕшсе тăмасан. Шалти ĕçсен органне ĕçлеме вырнаçассин чикĕлевĕн тулли йышĕпе, тивĕçсемпе тата чикĕлевсемпе 2011 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнчи 342-ФЗ номерлĕ саккунăн

14 «Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕ тата РФ уйрăм законодательство акчĕсем çинчен» статйинче çырнă. Сывлăх шайĕн требованийĕ: асăннă службăра ĕçлес текенсем çарпа врач комиссийĕ витĕр тухаççĕ. Тĕрĕслев Раççей ШĔМ 2024 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнчи 620 номерлĕ хушу шайĕнче иртет. Унăн пĕтĕмлетĕвĕпе кандидат службăна юрăхлă е юрăхсăррине çирĕплетеççĕ. Çарпа врач комиссийĕ витĕр тухма кандидатăн направлени тĕлĕшпе харпăр хăй пурăнакан вырăнти шалти ĕçсен пайне каймалла. Унта консультаци параççĕ. Медицина тĕрĕслевне «Раççей МВД МСЧ Чăваш Республики тăрăх» ФКУЗ тăвать. Адресĕ: Шупашкар хули, Ярославская урам, 66 çурт. Кунта çак врач-специалистсем тĕрĕслеççĕ: окулист, лор, хирург, невролог, терапевт, психиатр. Çавăн пекех профессипе психологи суйлавĕ пулать. Патшалăх социаллă пулăшусемпе тивĕçтерет: тĕп отпуск 40 кун тата 24 кун таран хушма отпуск; çулсерен çемье валли санаторипе курорт сиплевĕн çăмăллăхлă путевка; больничнăй çинче мĕн вăхăт пулнине пăхмасăр больничнăйне 100 процент тÿлеççĕ; ведомство поликлиникинче тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ (вăл шутра шăл протезне хатĕрлесси, юсасси, тÿлевсĕр эмелпе тивĕçтересси тата ытти те); Раççей ШĔМ системинчи аслă вĕренÿ заведенийĕсенче тÿлевсĕр вĕренесси, квалификацие ÿстересси (кунта командировка тата пурăннин тăкакĕсем те кĕреççĕ) тата ытти çăмăллăх.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6