«Эпир хамăр пурнăçа ачасене халалланă»

Категория: Общество Опубликовано: 27.11.2026, 08:37 Просмотров: 24

Çавăн пек калаççĕ сăн ÿкерчĕкри Ольгăпа Вячеслав Фадеевсем. Çапла калама сăлтавĕ те пур вĕсен. Çемьере виçĕ ача. Ольга Геннадьевна Ярапай- касси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентет, Вячеслав Александрович Шурча шкулĕнче тăрăшать.

Ольга Геннадьевна 2001 çултанпа кĕçĕн класс ачисемпе ĕçлет. Вăл Шурча ялĕнче çуралнă. Çак ялтах хăйне килĕшекен каччăпа паллашса çемье çавăрнă. «Пирĕн çемьере пĕр ывăл тата икĕ хĕр. Ачасем хушшинче сакăршар çул уйрăмлăх. Асли Андрей, çирĕм ултă çулта, «Сеспель» предприятире инженер пулса ĕçлет. Ун хыççăнхи хĕр ача медицина профессине суйланă. Халĕ Ангелина «Лесная сказка» сиплевпе кану учрежденийĕнче лабораторире тăрăшать. Кĕçĕнни Арина вара тăваттăмĕш класра вĕренет. «Хама юратакан, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшакан, ăнланакан амăшĕ тесе шухăшлатăп эпĕ. Ачасем ыйтнине пĕрле тата май пулсан çийĕнчех татса пама тăрăшатпăр. Вĕреннĕ чухне те яланах вĕсем мĕнле ĕлкĕрсе пынине тĕрĕслесех тăраттăмччĕ. Халĕ вара çак ĕçе эпир кĕçĕн ачапа туса пыратпăр. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраманнипе ачасемпе ĕçлеме майсем ытларах пирĕн», – терĕ Ольга Геннадьевна. Вăл мĕн пĕчĕкренех юрлама ăста, кăмăлпах сцена çине тухать. Шурчари Культура çурчĕ çумĕнчи «Шурча» эстрада ушкăнне хутшăнать. Çавăн пекех художество пултарулăх ертÿçи, концерт программисене илемлĕрех тăвассишĕн тăрăшать. Вячеслав Александрович вара ачасене изобразительнăй искусство урокне вĕрентет тата технологи урокне ертсе пырать. Тăван тăрăх культурине вĕрентет. Вăл шкулта пилĕк çул ĕçлет. Унччен вырăнти хуçалăхра, Шупашкарти организацисенче тăрăшнă. «Шкул çурчĕ кивелсе пырать, унта çирĕплетмелли нумайччĕ. Çавăнпа та мана шкулта хуçалăх ĕçĕсене туса пыма ыйтрĕç. Хам вĕреннĕ шкула хăтлăрах тăвас килет. Çак ĕçе вун виçĕ çул туса пытăм. Шкулти арçын ачасем ман пата туртăнма, ĕçлесе пулăшма тытăнчĕç. Мана шкулта ачасемпе ĕçлеме сĕнчĕç. Шупашкарти техникумра вĕрентĕм. Кăçал педагогика институтĕнчен вĕренсе тухатăп», – терĕ вăл. Вячеслав Фадеев хăйне вĕрентнĕ Федор Васильевич учителе ырăпа аса илет. Шкулта вăл унăн вĕрентĕвĕпе ĕçлет, хăй пурнăçра мĕн пĕлнине ачасене вĕрентес тет. «Шкулта ĕçленишĕн эпĕ савăнатăп, ĕç укçишĕн мар, ачасемпе килĕштерсе ĕçленишĕн», – тет вăл. Ачасене хăва авса карçынккасем çыхма вĕрентет. Вячеслав Александрович сĕтел-пукан тума та ăста. Ку енĕпе вăл чылай çынна пулăшнă. Çавăн пекех астăвăма сыхласа хăварас тесе социаллă сетьре чат тытса пырать, вырăнти хуçалăх территорийĕнчи ялсенчи шкулпа çыхăннă кивĕ сăн ÿкерчĕксене пухать. Вăл каланă тăрăх, тăватă пин ытла сăн ÿкерчĕк пухăннă. Иккĕмĕш çул вăл шкул музейне йĕркелесе пырать. 1991 çулта тунă музея халĕ чылай япалапа пуянлатнă. Музей ĕçне татах та анлăлатасшăн вăл. Фея Паргеева парнеленĕ 115 çулхи тăрантас та кунта вырăн тупнă. Ачасем çакăнти ĕçе хаваспах хутшăнаççĕ, сăрлама тата ытти юсав ĕçне хăнăхса пыраççĕ. Пĕрле тăрăшнипе музея çĕнĕ сăн-сăпат кĕрсе пырать. Иртнĕ çул Вячеслав Александровичпа Ольга Геннадьевна Шурча шкулĕнчи ачасемпе Мускава çитсе килчĕç. Çул çÿреве ыттисем те хутшăннă.

– Пушă вăхăтра эпир çула тухма юрататпăр. Тĕслĕхрен, хамăр республика та илĕртÿллĕ регион шутланать. Ытларах тĕрлĕ регионти историллĕ вырăнсемпе кăсăкланатпăр. Тĕслĕхрен, Саратов облаçĕнчи паллă вырăнсенче те курмалли-пĕлмелли нумай пулчĕ. Округри мероприятисене хутшăнма тăрăшатпăр, çемьепе пĕрле музейсене, театра çитетпĕр, – терĕ ачасен амăшĕ.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6