Туслӑ тӗл пулу

Категория: Общество Опубликовано: 27.11.2026, 08:29 Просмотров: 25

«Моргаушцы – ZA Победу» волонтер ушкӑнӗ Хирти Сӗнтӗрти территори пайӗнчи ӗҫтешӗсемпе тата Комсомольски округӗнчи хӑнасемпе тӗл пулу ирттернӗ. Ӑшӑ лару-тӑрура чей ӗҫнӗ чухне пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ.

«Надежный тыл Полевосундырского ТО» ушкӑн ертӳҫи Владимир Воронов хӑйӗн командин ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм волонтерсем фронт валли талӑкӗпе тенӗ пекех «типӗ» яшка хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсем муркашсене парнелеме ҫак продукцин 5 курупкине илсе килнӗ. Тӗл пулу хуҫисем ӗҫтешӗсене «пылчӑклӑ хӗл» йышши 12 маскировка сетки панӑ. «Моргаушцы – ZA Победу» ушкӑн ертӳҫи Наталия Иванова ушкӑнӑн ӗҫ опычӗпе паллаштарнӑ. Пӗр уйӑх каялла вӗсем сетка ҫыхмалли 18-мӗш пункт йӗркеленине палӑртнӑ. Вӑл маскировка сетки ҫыхакан хӗрарӑмсене тав сӑмахӗ каланӑ. Хӑнасем сетка ҫыхмалли технологипе питӗ кӑсӑкланнӑ. Тӗл пулу Муркашра волонтерсем вӑй хуракан пӳлӗмре иртнӗрен вӗсем ӗҫ процесне чӗррӗн курма пултарнӑ. Ҫакӑн пек тӗл пулусем ӗҫре пулӑшса пынине палӑртнӑ волонтерсем.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6