Олег Николаев пысӑк тӳрӗ лини ирттерӗ

Категория: Общество Опубликовано: 27.11.2026, 08:19 Просмотров: 25

Мероприяти декабрӗн 1-мӗшӗнче 16 сехетре пуҫланӗ.

«Пӗр пытармасӑр, уҫҫӑн калаҫӑпӑр. Чӑваш Ен паян мӗнпе пурӑннине, эпир мӗнле кӑтартусем тунине тата, чи пӗлтерӗшли, мӗнле ҫивӗч ыйтусем татса пама кирлине сӳтсе явӑпӑр. Сире мӗн пӑшӑрхантарнине е чӑннипех савӑнтарнине илтес килет: ӑҫта питӗ лайӑх ӗҫлерӗмӗр, ӑҫта ытларах тимлемелле», – палӑртрӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ МАКС каналӗнче. Вӑл кашни ыйтӑва хуравлассине, тӗплӗн тишкерме ыйтакан темӑсене тӗрӗслеве илессине каларӗ. Ыйтусене халӗ Госуслуги урлӑ е пост айӗнчи комментарисенче пама пулать. Эфир кунӗнче ыйтусене трансляци чатӗнче тата 8 (8352) 565-100 телефонпа йышӑнаҫҫӗ. Тӳрӗ линие «Россия 24» телеканалпа Наци телекуравӗ кӑтартӗҫ, радио трансляцилӗ. «ВКонтактри» «Чӑваш Республики» пӗрлӗхре тата МАКСри «Наши новости» каналта онлайн-трансляцисем кӗтеҫҫӗ. Текст трансляцине вырӑсла «Чувашинформ» ИА ирттерӗ, чӑвашла – «Хыпар».

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6