Çĕнĕ суйлав çывхарать

Категория: Общество Опубликовано: 30.05.2025, 08:52 Просмотров: 53

Олег Николаев суйлава хăйне хăй тăратнă кандидат евĕр хутшăнать. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ТАСС информаци агентствине пĕлтернĕ.

Çавăнпа пĕрлех вăл хăйне республика çыннисем, «Справедливая Россия» тата «Единая Россия» партисем анлăн пулăшасса шаннине каланă. Олег Николаевăн республика ертÿçин тивĕçĕ кăçалхи сентябрь уйăхĕнче вĕçленет. Мартăн 27-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин вăл иккĕмĕш срока суйланас тенине ырланă тата ăнăçу суннă. Олег Николаев палăртнă проектсене пурнăçлассипе малалла ĕçлеме пулнă. Аса илтеретпĕр, 2020 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн указĕпе Олег Николаева республика ертÿçин тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлаканне лартнă. Çав çулхи сентябрь уйăхĕнчи суйлавра вăл суйлавçăсен 75,61 процент сассине пухнă. Должноçа сентябрĕн 22-мĕшĕнче йышăннă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2