Москакасси территори пайĕнчи Рыккакасси ялĕнче пурăнакансен савăнăçне паян ниепле те пытарма май çук. Хăçантанпа кĕтнĕ ĕмĕчĕ вĕсен тинех пурнăçланчĕ. Сăмах ялта çĕнĕ клуб туса лартни пирки. Унччен вĕсем ку ыйтăва ăçта кăна тата миçе хут çĕклемен пулĕ. Лавĕ вара вырăнтан ниепле те тапранайман.
Ял çыннисем ыйтăва пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе татса парас тенĕ. Хальхи вăхăтра ялсенче пурăнакансем ку мелпе ытларах чухне урам хушшичи çулсене юсаса йĕркене кĕртеççĕ, шыв уçламалли башньăсемпе шыв пăрăхĕсен сечĕсене çĕнетеççĕ, пушартан сыхланассипе пĕвесене тасатса çывăхĕнчи территорисене хăтлăлатаççĕ, пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтăва татса параççĕ. Рыккакасси ялĕнче пурăнакансене вара вырăнти культура вучахĕн ыйтăвĕ ытларах канăç паман.
Ялта чăннипех те активлă çынсем пурăнаççĕ. Хăйсен «Туслăх» художество пултарулăх коллективĕ те пур. Вырăнти сцена ăстисен кăна мар, ял çыннисен те ку е вăл мероприяти ирттерме, пĕр-пĕринпе хутшăнма ялти хăтлă клуба пухăнас килет-çке-ха. Çапла вара вутăпа хутса ăшăтмалли кăмакаллă кивĕ клуб вырăнне çĕнĕ клуб çĕклес тенĕ.
Проектпа ĕçсене 6 миллион тенкĕлĕхе яхăн палăртнă. Ку суммăран ял çыннисем хăйсем 1 миллион та 137 пин тенкĕ пухнă. Сентябрĕн 18-мĕшĕнче Муркаш муниципалитет округ администрацийĕ «Стройстандарт» чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа контракт тунă. Çĕнĕ çула - пысăк парне. Виçĕ уйăх ытларах хушăра капмар çĕнĕ клуб çурчĕ çĕкленсе те ларнă.
Декабрĕн 27-мĕшĕнче çĕнĕ клуба хĕрлĕ хăю касса савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Çакă ял çыннисемшĕн чăн-чăн пысăк уяв пекех пулчĕ, вĕсем савăнăçлă мероприятие йышлă пухăнчĕç. Çак савăнăçа вĕсемпе пĕрле пайлама кăмăл тунисем хушшинче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов, Чăваш Ен Культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин пай пуçлăхĕ Инна Ильина, халăх пултарулăхĕн «Трактор тăвакансен Культура керменĕ» республика центрĕн директорĕн çумĕ Валентина Яковлева, Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Любовь Рыжкова, Муркаш муниципалитет округĕн централизациленĕ клуб системин директорĕ Игорь Смирнов тата ыттисем те пулчĕç.
Ялти пуçаруллă та хастар çынсен ячĕпе çав кун тав сăмахĕ каласа саламлакан сахал мар пулчĕ. Зоя Дипломатова асăннă тăрăх, халĕ кунта ял çыннисен пĕрле пухăнса вăхăта усăллă ирттерме пур условисем те çителĕклĕ. Çĕнĕ культура вучахĕ уçăлни ял çыннисемшĕн чăннипех те Çĕнĕ çул парни пулса тăрать. Çĕнĕ çул уявне те кунта ял çыннисене пĕрле савăнăçлăн уявлама сĕнчĕ вăл.
Республика Культура министерствин представителĕ Инна Ильина ял çыннисене çĕнĕ клуб хута кайнипе саламланă май çавна та палăртрĕ. Кăçал республикипе пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе кун пек клубсем пĕтĕмпе 7 çĕклеме май килнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе кун пек учреждженисене республика шучĕпе пĕршер миллин тенкĕ уйăрса парса хавхалантарас тенĕ. Кун пек пулăшăва Рыккакасси клубĕ те тивĕç пулнă.
Ял çыннисен пуçарулăхне пурнăçа кĕртме пулăшакансем те пулман мар. Республика Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов та çĕнĕ клуба хута яма хăйĕн тÿпине хывнă. Вăл савăнăçлă мероприятире палăртнă тăрăх, ку тăрăхра аслă ÿсĕмрисем те, çамрăксем те маттур. Çавăн пек пысăк калăпăшлă ĕçе пĕччен-иккĕн туса ирттерме ниепле те май çук. Вăл ял çыннисен малашне кирек епле уява та, пĕлтерĕшлĕ мероприятие те пĕрле пухăнса ирттерме майсем пуласси пирки каларĕ, çитсе килекен 2024 çулпа саламларĕ, пурне те ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ.
Пуçарулăх ушкăнĕн ертÿçи, вырăнти «Туслăх» вокал ансамблĕн членĕ Венера Акимова ял çыннисен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пулăшнисене, хăйсен вăхăтне тата вăйне шеллемесĕр тăрăшнă ял çыннисене тав сăмахĕ каларĕ, малашне çĕнĕ клуб ял çыннисемшĕн чăннипех ту культура вучахĕ пулса тăрассине шаннине палăртрĕ.
Чи хастаррисене, çĕнĕ объекта хута яма тăрăшнисене çав кун сцена çине чĕнсе кăларса чысларĕç, тĕрлĕ шайри награда тата парне парса хавхалантарчĕç. Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн Тав çырăвĕсемпе Хисеп грамотисене илекенсем чылайăн пулчĕç. Округ администрацийĕн Тав çырăвне ĕçсене пурнăçланă подряд организацийĕн генеральнăй директорĕ Сергей Шайкин та тивĕçрĕ.
Округ администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова хăйĕн сăмахĕнче асăннă тăрăх, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе çитес çулталăка çĕршывра Çемье çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май уяв мероприятийĕнче клуб тума активлă хутшăннă çемьесене те уйрăммăн чысларĕç. Вĕсене Любовь Александровна культура тата архив ĕçĕсен пайĕн Тав çырăвĕсене пачĕ.
Клубра çав кун хавас юрă-кĕвĕ чылайччен янăрарĕ. Çĕнĕ клуба пухăннă ял çыннисене вырăнти «Туслăх» ансамбль кăна мар, Москакассинчи Культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те саламларĕ. «Шуçăм» юрăпа ташă халăх ансамблĕн, ачасен «Сылăмпи» ансамблĕн юрри-кĕввине пухăннисем чылайччен алă çупса йышăнчĕç. Çавăн пекех чăваш эстрада ушкăнĕн юррисем те çĕнĕ сцена çинче илĕртÿллĕ янăрарĕç.
***
Капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ хыççăн çавăн пекех татах тепĕр культура учрежденийĕ те Çĕнĕ çул умĕн хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Ильинка территори пайĕнчи Апчар ялĕнче пурăнакансем çак савăнăçа ĕнер пĕрле пайларĕç. Кунти клуба федерацин «Культура малой Родины» парти проекчĕн «Местный Дом культуры» хушма программи шайĕнче юсаса çĕнетме май килнĕ.
Владислав ШАПОШНИКОВ.
Апрель 2026 |
