Кăçал Чăваш наци конгресне йĕркеленĕренпе 30 çул çитнине халалласа чылай мероприяти пулса иртрĕ. Вĕсенчен пĕринче, декабрĕн 10-мĕшĕнчи уяв каçĕнче, конгресăн район тата хула уйрăмĕсен ĕçне те пĕтĕмлтерĕç, мала тухнисене чысларĕç.
Унччен вара уйрăмсем кăçал вырăнта туса ирттернĕ ĕçсене, республика, регионсем шайĕнчи конкурссене хутшăнса пынин тата унта çынсене явăçтарнин кăтартăвне тишкерчĕç. Уйрăмсен ертÿçисем хатĕрлесе панă портфолиосене пăхса тухрĕç.
Чăваш наци конгресĕн Муркаш районĕнчи хастарĕсем те кăçал сахал мар кăсăклă ĕç пурнăçлама пултарчĕç, ытларахăшне ялтăрхĕсенче ирттерчç. Муркашсен пуçарăвĕпе конргесс регионсем шайĕнчи конкурссем те йĕркелеме пултарчĕ.
Муркашсен пуçарулăхĕпе тăрăшулăхне конгресăн ĕç тăвакан комитечĕ тата вырăнти уйрăмсемпе ĕçлекен комитет пысăка хурса хакларĕç. Уяв каçĕнче Муркаш район уйрăмĕ ăмăртура 1-мĕш вырăна йышăннине пĕлтерчĕç. Унăн ертÿçине Наталия Николаевăна 1-мĕш степень диплом тата парне парса хавхалантарчĕç. Кунпа пĕрлех ăна РФ Патшалăх Думин депутачĕ Сергей Казанков Тав çырăвĕпе те чысларĕ.
Сентябрь 2026 |
