Республика территорийĕнче аналог телевиденине сÿнтериччен юлнă вăхăт пĕр уйăхран та чакрĕ. Ăна апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса пăхма май пулмасть. Республика цифра эфир телевиденийĕ çине куçать. Цифра телевещани передачисене пăхмалли оборудовани туянма кайнă расхутсене саплаштарас тĕллевпе граждансен хăш-пĕр категорине социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă компенсаципе тивĕçтерме пăхнă. Ун пирки тĕплĕнрех районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхне Валентина АНИКИНĂНА каласа пама ыйтрăм:
– Республикăра цифра телевещани передачисене йышăнмалли оборудовани туянма кайнă расхутсене саплаштарассин шучĕпе граждансен уйрăм категорийĕсене компенсаципе тивĕçтерессипе нумаях пулмасть ятарлă йĕрке палăртнăччĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухса ырланă хыççăн çакăн пирки калакан йышăнăва Министрсен Кабинечĕн Председателĕ мартăн 16-мĕшĕнче алă пуснă. Компенсаципе социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă тивĕçтерме пăхнă.
Компенсацие граждансен çак категорийĕсем тивĕçме пултараççĕ:
– çемьесем тата пĕччен пурăнакан çынсем, енчен те вĕсен çемьен пĕр членĕ пуçне тивекен тупăш виçи Чăваш Республикинчи пурăнма кирлĕ минимумран пĕчĕкрех пулсан;
– Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин законодательствипе килĕшÿллĕн пĕчĕк тупăшлă çемье тата пĕчĕк тупăшлă пĕччен пурăнакан тесе регистрациленисем;
– Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем.
Компенсаципе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 9,8 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.
Компенсацие тивĕçлĕ çын е çемье цифра эфир сигналне йышăнма пултаракан зонăра е унăн тулашĕнче пурăннине кура компенсаци виçи тĕрлĕрен пулать.
Хальхи вăхăтра пысăк пахалăхлă тÿлевсĕр 20 телеканала Чăваш Республикин ытларах территорийĕнче пăхма май пур – 99,9 процент. Социаллă хÿтлĕхе тивĕçлисем компенсаци шучĕпе 1750 тенкĕ илме пултараççĕ. Çакă вăл цифра телевиденийĕн приставкине тата дециметр антеннине туяннăшăн.
Кунсăр пуçне республика территорийĕнчи 68 ялта цифра эфир сигналне пачах йышăнаймаççĕ тата 15-шĕнче сигнал пĕтĕмпех çитеймест. Çакăн пек ялсенче 8 пин çынна яхăн пурăнать. Кун пеккисем валли спутник телевиденийĕн операторĕсене пурте усă курма пултаракан обязательнăй каналсене йышăнма май туса пама хушнă. Çав ялсенче пурăнакансен спутник обрудованине туянмалла пулать. Çавна май ку ялсенчи социаллă хÿтлĕхсĕррисем спутник телевиденийĕн оборудованине туяннăшăн компенсаци шучĕпе 6500 тенкĕ таран каялла илме пултараççĕ.
Компенсаци илме тивĕçлисен 2019 çулхи августăн 1-мĕшĕччен заявленипе социаллă хÿтлĕх пайне пыма тивет. Цифра эфир телевиденийĕн е спутник телевиденийĕн оборудованине 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2019 çулхи июлĕн 30-мĕшĕччен туяннă пулмалла. Компенсацие тивĕçес тесен оборудование ятарлă переченьре кăтартнисене кăна туянма тивет.
Заявленипе пĕрле вĕсен çак документсен копийĕсене тăратмалла пулать:
– паспорт е çын кам пулнине çирĕплетекен документ;
– ача çуралнин е усрава илнин свидетельстви;
– Чăваш Республикин территорийĕнче пурăннине çирĕплетекен документ;
– гражданинăн тата унăн çемье членĕсен юлашки 3 уйăхри тупăшне кăтартнин докуменчĕсем;
– оборудованин эксплуатаци докуменчĕсем;
– оборудовани туянма кайнă расхутсене çирĕплетекен тÿлев докуменчĕсем.
Çынна компенсаци парасси е парас марри пирки йышăнăва социаллă хÿтлĕх пайĕ заявленипе документсене йышăннă хыççăн 10 ĕç кунĕ хушшинче тума тивĕç.
В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.
Пирĕн район территорийĕнче цифра эфир хумĕсене туллин йышăнма пултарайманнисем – Васильевка выççăлкки, Мулкачкасси, Çеçмер, Анаткас (Катькас ял тăрăхĕ), Елкино, Çĕн Тăмлай, Оркум, Ятман ялĕсем.
#цифровоетелевидение #смотрицифру
Август 2026 |
