Ытти регион хыççăн апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен те пĕтĕмĕшпех цифра эфир телевиденийĕ çине куçать. Проект пурнăçа кĕнĕ май, малашне кашни ялта тенĕ пекех 20 канал тÿлевсĕр майпа тата пысăк пахалăхпа пăхма май пулать. Телевещанин çĕнĕлĕх мелĕ мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни пирки республика цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил АНИСИМОВ каласа парать:
– Обязательнăй майпа «цифра» çине куçасси эфир телевещанине кăна пырса тивет. Аналог телевиденине сÿнтересси çинчен чи малтанах унчченхи кивĕ метр хумĕсен антеннипе усă куракансен шутласа пăхас пулать. Спутник тата кабель, Интернет телевиденийĕн передачисене пăхакансене çĕнĕлĕх пырса тивмест. Мĕншĕн тесен операторсенчен ытларахăшĕ хăйсен услугипе пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ цифра формачĕпе тивĕçтерет.
Эсир хальхи вăхăтра мĕнле телевидени передачисене (аналог е цифра) пăхнине палăртма йывăр мар. Енчен те экранăн кĕтесĕнче федераци каналĕн логотипĕпе юнашар («Первый канал», «Россия 1», НТВ тата ыт. те) «А» саспалли куратăр пулсан, сирĕн телевизор е кивĕ тапхăрти, е цифра сигналĕсене йышăнма куçарманни. Апла пулсан мĕн тумалла пулать-ха? Чи малтанах телевизорăн техника характеристикисене пĕлес пулать.
Хальхи телевизорсенчен ытларахăшĕ (2013 çулта тата ун хыççăн туса кăларнисем) цифра эфир каналĕсене йышăнма пултарать. Кун пек телевизор çумне кабельпе дециметр антеннине сыпăнтармалла кăна. Хыççăн менюпа усă курса каналсен автонастройкине ямалли кăна юлать.
Маларах туса кăларнă телевизор вара цифра форматне йышăнмасан та пултарать. Уйрăмах – лампăлли. Кун пек чухне цифра телевиденийĕн передачисене пăхма ятарлă приставка тата дециметр антенни кирлĕ пулать.
Хăвăрăн телевизор DVB-T2 цифра стандартне йышăнма пултарнине телевизор инструкцийĕнче е смотрицифру.рф сайтри ятарлă сервиспа усă курса пĕлме май пур. Электроника магазинĕсенче тата почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче цифра телесигналĕсене йышăнмалли оборудовани сахал мар.
Пĕчĕк тупăшлă çемьесене тата Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене цифра приставкипе антенна туянма кайнă расхутсемшĕн компенсаци шучĕпе укçа тÿлеме пăхнă. Çăмăллăхпа усă курма тивĕçлĕ çын цифра телесигналĕсене йышăнма пултарайман ялта пурăнать пулсан, эпир спутник оборудованийĕ туянма кайнă расхутсен пĕр пайне саплаштаратпăр. Апла пулсан вĕсен пурин те 20 телеканал тÿлевсĕр пăхма май пулать.
Çăмăллăхпа тивĕçтерессин ыйтăвĕсемпе норматив документне çак кунсенче йышăннă. Март уйăхĕн вĕçĕнче социаллă хÿтлĕх пайĕсем компенсаципе тивĕçтерме граждансенчен заявленисем йышăнма тытăнаççĕ.
Цифра эфир телевиденийĕ пирки тулли информацие смотрицифру.рф сайтра пĕлме пулать е хĕрÿ линин тÿлевсĕр телефонĕпе шăнкăравламалла: 8-800-220-20-02.
Цифра оборудованине йĕркелесе пама волонтерсем пулăшма пултараççĕ. Çав тĕллевпе 1000 çынна ятарласа вĕрентсе хатĕрленĕ. Енчен те телевизора е цифра приставкине настройка тăвассипе ыйтуллă самантсем пулсан, волонтерсем сирĕн пата пыма пултараççĕ. Çавна валли регионти хĕрÿ лини çине (8352) 26-11-11 телефонпа шăнкăравласа заявка хăварас пулать.
#цифровоетелевидение #смотрицифру
Август 2026 |
