Ку хутĕнче «Тÿрĕ ыйту – тÿрĕ хурав» телефонĕпе редакцие Çатракасси ял тăрăхĕнчи Кашмаш ялĕнче пурăнакан хĕрарăм (хăй каланă тăрăх) шăнкăравласа тухрĕ. Цифра эфир телевиденийĕ çине куçассипе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ вăл. Акă мĕн çинчен ыйтса пĕлесшĕн: «2019 çултан тытăнса хальхи аналог телевиденине пĕтереççĕ тесе каланăччĕ. Хальлĕхе пĕтермерĕç-ха. Апла пулсан ăна хăçанрах сÿнтерме палăртаççĕ-ши? Кунсăр пуçне тата нумаях пулмасть телевизорпа çакăн пек каланине илтме май килчĕ. Çынсен цифра телевиденийĕн передачисене йышăнма приемник тата антенна туяннин квитанцийĕсене çухатмалла мар иккен. Çав квитанцисемпе расхутсене саплаштараççĕ, компенсаци параççĕ имĕш. Çакă чăнахах çапла пулать-ши?» – тет.
Цифра эфир телевиденийĕн сечĕпе республикăра тĕп оператор – федерацин «Российская телевизионная и радиовещательная сеть» патшалăх унитарлă предприятийĕн Чăваш Республикинчи «Радиотелевизионный передающий центр» филиалĕ (кĕскен – филиал РТРС «РТПЦ Чувашской Республики») тивĕçтерет. Çавăнпа та вулакан ыйтăвĕ çине хурав илме асăннă учрежденипе çыхăнма тиврĕ. Сăмах май, вăл Шупашкар хулинчи Николаев урамĕнчи 10 А çуртра вырнаçнă. Унтах çынсене консультаци пулăшăвĕпе тивĕçтерекен центр йĕркеленĕ. Çавăнта кирек кам та цифра эфир çыхăнăвĕ пирки хăйне интереслентерекен ыйту çине тÿлевсĕрех хурав илме пултарать. Кунсăр пуçне цифра телевиденийĕ пирки кирлĕ информацие Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин официаллă сайтĕнче, смотрицифру.рф сайтра, тÿлевсĕр хĕрÿ лини телефонĕпе (8-800-220-20-02) ыйтса пĕлме пулать.
Пирĕн республикăра аналог телевиденине кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса сÿнтерме пуçлаççĕ. Аналог сигналне сÿнтернĕ хыççăн телевизор экранĕ çинче ятарлă информаци пĕлтерĕвĕ курăнма пуçлать.
РТРС «РТПЦ Чувашской Республики» филиалĕн директорĕн пулăшаканĕ Татьяна Брайцева эпĕ янă электрон çыру çине çавăн пирки те çырса пĕлтерчĕ. Цифра эфир телевиденийĕн передачисене йышăнмалли аппаратура туяннăшăн компенсаципе тивĕçтересси асăннă предприяти компетенцийĕнче мар.
Цифра эфир телевиденийĕ çине куçассин ыйтăвĕсемпе февралĕн 6-мĕшĕнче республика Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев республикăри район администрацийĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсемпе видеоçыхăну мелĕпе канашлу ирттернĕ.
Канашлу материалĕсемпе паллашнă май, редакцие шăнкăравланă хĕрарăма çавна пĕлтересшĕн. Аналог телевиденине Чăваш Енре кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнче сÿнтереççĕ.
Цифра эфир хумĕсене йышăнма пултарайман ялсем пур. Республикипе вĕсем 68. Пирĕн районта та кун пеккисем 8 ял: Васильевка выççăлкки, Мулкачкасси, Çеçмер, Анаткасси, Елкино, Çĕн Тăмлай, Оркум, Ятман ялĕсем. Кун пек ялсенче пурăнакансене спутник урлă тÿлевсĕр 20 канал пăхмалла туса параççĕ. Чăваш Ен Информполитика министерстви ку ыйтупа «НТВ+», «МТС», «Орион» тата «Триколор» спутник телевиденийĕн операторĕсемпе ĕçлет.
Цифра эфир телевиденийĕ çине куçнă май, социаллă хÿтлĕхсĕррисене адреслă пулăшупа тивĕçтерме Чăваш Ен Информполитика министерстви республика Министрсен Кабинечĕн «Об утверждении порядка предоставления малоимущим категориям населения, ветеранам Великой Отечественной войны мер социальной поддержки в виде компенсации расходов на приобретение пользовательского оборудования для подключения к цифровому телевизионному вещанию в Чувашской Республике» йышăну проектне хатĕрленĕ. Йышăннă хыççăн вăл вăйра пулĕ. Асăннă компенсацие республикăри пĕчĕк тупăшлă тата пĕччен пурăнакан 31309 çемье, Аслă Отечественнăй вăрçăн 731 ветеранĕ тата участникĕ, цифра эфир сигналĕсене йышăнма пултарайман ялсенчи пĕчĕк тупăшлă 25 çемье илме пултарĕ. Кун пеккисене 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2019 çулхи июнĕн 30-мĕшĕчченхи тапхăрта туяннă оборудованишĕн пĕр хутчен укçан компенсаци тÿлесе саплаштарма палăртаççĕ. Апла пулсан компенсаци пурин валли пулмасть. Çапах та оборудовани туяннин докуменчĕсене упрама сĕннĕ пулăттăм. Кам пĕлет, тен сире те компенсаци тивĕçĕ? Çитменнине кирек епле обрудованин те гаранти тапхăрĕ пур. Гаранти вăхăтĕнче оборудовани юрăхсăра тухас пулсан та ăна çĕннипе улăштарма тÿлев докуменчĕсем кирлĕ пулаççĕ.
Канашлура палăртнă тăрăх, цифра телевиденийĕ çине куçассин ыйтăвĕсемпе çынсене пулăшу пама килĕрен çÿрессине йĕркелеççĕ. Çак ĕçе волонтерсене явăçтараççĕ. Ял çыннисене вĕсем цифра телевиденийĕн передачисене пăхма мĕнле оборудовани туянасси, мĕнле вырнаçтарасси пирки ăнлантарса парĕç.
«Тÿрĕ ыйту – тÿрĕ хурав» номерĕсем: 62-2-82, 8-927-857-42-06.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.
#цифровоетелевидение #смотрицифру
Август 2026 |
