Çапла каларĕ паян хăй тĕллĕн утайман 90 çулхи асанне, тутăр кĕтессипе куçне шăлса илсе. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хирĕнче ашшĕне çухатнăскер, унăн паттăрлăхне упраса Таисия Афанасьевна Калашникова ĕмĕрĕпех ĕçрен хăрамасăр ял çыннисемпе шăкăл-шăкăл пурăннă. Кашмашра пурăнакансем тăватă ывăл ÿстернĕ хĕрарăм йывăрлăхран хăраса алă усса ларнине, çын куçĕнчен пăхнине курман. Çакна тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕ те, ял çыннисен тав сăмахĕ те, «Ĕç ветеранĕ» ят та, çывăх çыннисен юратăвĕ те çирĕплетеççĕ.
– Пирĕн ăрăвăн çăмăллăх шыраса ачаллах нумай тар тăкма тиврĕ. Аслисемпе пĕрле эпĕ те хамăр вăхăтри тантăшсемпе пĕчĕккĕллех ĕçпе туслашрăм. Чир пуснипе вырăн çине выртичченех аллăмран ĕç каймарĕ. Кунпа пĕрлех мăшăрăмпа пĕрле ачасем çуратса ÿстерессинчен те, вĕсене тивĕçлĕ пĕлÿ парассинчен те, ял çыннисенчен юлмасăр пурăнассинчен те кая юлмарăмăр. Тавах ачамсене çакна асра тытнишĕн, унăн никĕсĕпе мăнуксене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнишĕн. Пĕрле пулсан çеç эпир вăйлă! – терĕ эпĕ пÿртелле иртсен Лева ывăлĕ пулăшнипе вырăн çине тăрса ларнă Таисия Калашникова. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен пăрăнмасăр тăватă ывăл çуратса ÿстернĕ асанне çулĕсене пăхмасăр йывăр чире çĕнсе тута хĕррине ăшă кулă кăларчĕ. Кунта эпĕ асанне йывăр-çăмăллине пăхмасăрах пурнăç илемне те алăран вĕçертменнине ăнлантăм. Таиç мăнаки Шаптак Муркашра нумай ачаллă хресчен çемйинче 1937 çулта çуралса ÿснĕ. 3 пиччĕшĕпе 2 аппăшĕ уншăн яланах ырă тĕслĕх пулнă: ĕçлессинче-выляссинче те, вĕренессипе ашшĕ-амăшне пулăшассинче те. Пирĕн калаçу ку тĕле çитсен асаннен куçĕ каллех шывланчĕ. Васкамасăр пуплевĕпе вăл паянхи çамрăксем шкулта, институт-университетра вĕреннине, ĕлĕкхи выçлăх çулĕсем манăçа юлса пынине паянхи ырă пурнăç утăмĕсемпе танлаштарчĕ. Хăйĕн калаçăвĕ вара ытларах иртни пирки пулчĕ. Манăн пĕлĕшĕм ÿссе çитĕннĕ тапхăр çĕршыв çĕнĕ аталану çулĕ çине тăнă вăхăтпа тÿр килнĕ. Çакна Таисия Афанасьевна та ачаллах хăйĕн ĕнси çинче тÿссе ирттернĕ. Вĕсен мĕн пĕчĕкрен амăшĕн ытамĕнче мар, ытларах вăхăта ĕçре ирттерме тивнĕ. «Шăпи пире çапла пÿрнĕ пуль. Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе таслашрăмăр та тивĕçлĕ канăва тухиччен те алăран ĕç каймарĕ. Паян пахчана тухма вăй-хал çитнĕ пулсан унта та ĕçĕ сахал марччĕ та-ха: йăранне тумалла, пахча-çимĕç акмалла-лартмалла, утçи те çывхарса пырать, чăххи-чĕппине апат памалла. Пурин те хăйĕн вăхăчĕ. Кашнине ĕлкĕрмелле», – шăппăн калаçрĕ ĕç ветеранĕ. Таиç аппа вăхăтĕнчисем ĕç йывăрлăхĕ умĕнче алă усса ларман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах фронта тухса кайнă ашшĕ çапăçу хирĕнче çулталăкран ачисен малашлăхĕшĕн, мирлĕ пурнăçшăн пуç хунине амăшĕ епле чĕрене çывăх йышăннине вăл паян та астăвать.
– Анне каласа панă тăрăх атте пĕрремĕш призывпа вăрçа тухса кайнă та çулталăкран Смоленск облаçĕнчи Гагарин поселокĕ патĕнчи тан мар çапăçура пуç хунă. Вăрçа кайнă чухне аннене ачисене выçлăхран хÿтĕлеме чĕнсе каласа тухса кайнă. Тăван çĕршывăн 1941– 1945 çулсенчи Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсен ачисем паян та ашшĕсене ырăпа кăна асăнса пурăнаççĕ. Нумайăшĕн мучăшĕсем, ашшĕсемпе пиччĕшĕсем тăван халăх ирĕклĕхне хÿтĕлесе тăван яла, ашшĕ-амăшĕпе мăшăрĕсен тата ачисен ытамне таврăнайман. Вĕсем вăрçă хирĕнче пуç хурса фашизма çăварлăхланă, çĕршывăн аталану çулне уçнă, – чей ĕçнĕ май аса илÿ тыткăнне лексе калаçать тăватă ача амăшĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн халăх хуçалăхне ура çине тăратнин пысăк пайĕ çак вăхăта 9 çул тултарнă хĕр ача куçĕ умĕнче пулса иртнĕ. Палăртса хăваратăп, 90 çула хăвалакан Таисия Афанасьевна паянхи чыс-хисепе ачаран пĕрер утăм çывхартнине эпĕ унпа ларса калаçса ларнă хушăра лайăх ăнлантăм. 1937 çулта çуралнă асанне ашшĕпе сывпуллашнине паян та ĕнерхи пекех астăвать. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче Гитлер çарĕсем пирĕн çĕршыва вăрçăпа тапăннă тенĕ хыпара илтсен ялти арçынсем фронта пуçтарăнма пуçланă: пĕрисем – хăйсен ирĕкĕпе, иккĕмĕшсем – мобилизаципе. Афанасий Семеновичăн салтак каймалли ячĕ ыттисенчен маларах тухнă. «Пире котелок тĕпне те пулин апат ярса параççех пулĕ. Ачасене таса-сывă усрама тăрăш», – тесе уйрăлчĕ тет фронта каякан атте аннерен тата ачисене пуçран шăлса хăварса. Колхозра ĕçленĕ мăшăрĕ вара ачасене пĕччен епле ура çине тăратасси пирки макăрса çеç юлнă. Вăрçă йывăрлăхĕ фронтовиксемпе пĕрле ял çыннисенчен те, ача-пăчаран та айккипе иртмен. Ачасем тăм ÿкиччен шкула çара уран çÿренĕ. Çăпатине юр çусан кăна сырнă. Амăшĕ – Анна Сергеевна Огурцова – çав çулсенче 6 ачашăн ашшĕ те, амăшĕ те пулнă. Умри кашни йывăрлăха колхозница ачисемпе канашласа татса пама тăрăшнă. Йывăр пулнине пăхмасăрах вăл ачисем тĕлĕшпе тимлĕхе çухатман, вĕсене те йывăрлăхсене çĕнме вĕрентсе пынă. Çапла вара ашшĕне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фронтĕнче çухатнă ачасем те пурнăç çулĕ çине амăшĕ пулăшнипе тата хăйсем тăрăшнипе тухса пынă.
– Анне кашни çул Çĕнтерÿ кунĕнче пире кукăль пĕçерсе çитеретчĕ. Хăйĕн куçĕ вара çав вăхăтра куççульпе тулатчĕ. «Ман çине ан пăхăр, аçуна асăнса çийĕр», – тесе пире сĕтел хушшине чĕнетчĕ. Нумай çын пурнăçне татнă-çке вăл хаяр вăрçă. Ăна пула миçе миллион ача тăлăха юлнă. Çак йывăрлăха пирĕн çемье те чăтса ирттерчĕ, – куçне шăлчĕ асанне хăйĕн хуйхине ытларах ĕçре саплаштарма тăрăшнине пĕлтерсе. Асаннен нăйкăшса ларма вăхăт пулман. Фронтовик çемйинчи ачасем вĕренес ĕмĕтлĕ пулнине пăхмасăрах мĕн пĕчĕкрен амăшне пулăшмалла ĕçпе туслашнă: пахчара йăран пуснă-çумланă, çĕр улми лартнă-кăларнă, пахча çимĕç акнă-пуçтарнă, амăшне пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçĕнчен хăвармасăр курăк çулса типĕтнĕ, пуçтарса кĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă.
– Тăван çĕршыва вăрçă хыççăн ура çине тăратасси çăмăл пулмарĕ. Ачасен те алă усса ларма вăхăт çукчĕ. Юрать-ха паян эпир пурнăçланă ĕçсене тивĕçлипе хаклаççĕ. Тавах уншăн хальхи пуçлăхсене, – терĕ асанне пÿлĕм тавра пăхкаласа. Пурнăç хури-шурри тенĕрен, вăл Таисия Афанасьевнăн витре хĕррипе юхнăнах тулли пулнă. Муркаш шкулĕнче 7 класс вĕреннĕ хыççăн вăл вырăнти хуçалăхра ĕçленĕ: утă çулса типĕтнĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă, ыррине шанса малашлăхпа пурăннă. 1959 çулта Кашмаша Николай Калашникова качча килсен те мĕн пенсие тухичченех пĕрлешÿллĕ хуçалăхра вăй хунă. Ĕç çулĕсен ытларах пайне – Кашмашри сысна ферминче. Пурнăç çулĕ çапла вăл – ĕçлекен çын алă усса лараймасть. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра выльăх пăхакан килте те вĕсене йышлă тытнă: ĕни, пăрăвĕ, сыснисем, хур-кăвакалĕпе чăххи-чĕппи. Пахчара та кашни тăваткал метр çĕрпе туллин усă курнă.
– Килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă тытсах хамăр пурнăçăмăрта мăшăрăмпа иксĕмĕр, каярахпа 4 ывăлăм пулăшнипе, пурăнмалли икĕ пÿрт лартрăмăр, ытти хуралтăна тĕплĕ çавăртăмăр, – аса илчĕ Таисия Афанасьевна. «Свобода» хуçалăхăн сысна ферминче 19 çул ĕçленĕскерĕн ушкăнĕнче яланах 30 амапа 2 – 3 аçа пулнă. Тухăçлă ĕçлес тĕллевпе ирлесе килти выльăхсене пуçтарсан, вăл 4 сехетрех фермăна тухса утнă. «Никам та хăваламан, хамăрах завода кайнă пек çÿреттĕмĕр. Сивви-ăшшине те, юр-çумăрне те пăхса тăмасăр тăрăшса ĕçлетттĕмĕр. Тĕллевре – сысна амисене иртерех апатлантарассиччĕ. Амасене лайăх пăхнипех пулас манăн сысна çурисем те шултра пулатчĕç. Ку вара пĕрле ĕçлекенсене те савăнтаратчĕ», – сăмахларĕ ĕç ветеранĕ. Çакăнта асанне вăл вăхăтра фермăра халăх йышлă ĕçленине, сысна апатне картлампа йăтнине, килти сыснасене те апат пĕçерсе панине каласа пачĕ.
– Пĕçерсе çитернĕрен килти сыснасен ашĕ тутлă пулатчĕ. Çавăнпа вĕсене хамăра çиме те, сутма та меллĕччĕ. Сутса тунă укçи вара йăлтах ачасене тумлантарма тата пÿрт-çурт çавăрма каятчĕ, – терĕ кинемей хăйĕн ĕç ĕмĕрĕпе кăсăкланнишĕн хĕпĕртесе. Юрать вăй пур чух ĕçлесе, çын хыçне пытанса пурăнман. Паян, авă, ытларах Лева ывăлăм пулăшăвĕпе пурăнатăп, – вĕçлерĕ сăмахне ĕç ветеранĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă ашшĕне куççуль витĕр тав туса.
Анатолий БЕЛОВ.
Август 2026 |
