Сăн ÿкерчĕкре варринче Аркадий Скворцов журналиста, çыравçăна куратăр. Аркадий Илларионович чылай çул Шупашкарта пурăнать. Ветеран паянхи пурнăç ырлăхĕпе киленет, çамрăклăхĕ вара унăн вăл вăхăтри ытти çынсенни пекех тертлĕ пулнă.
Аркадий Скворцов 1927 çулта Хурăнкасси ялĕнче çуралнă. Арçын ача 14 çул тултараспа вара хăрушă вăрçă тухнă. Малалла вĕренес ыйтăва аякка хăварма тивнĕ ăна. Усал хыпара вăл Çĕрпÿре илтнĕ. Унта Аркадий ашшĕпе пĕрле пурăннă пулнă. Вăрçă вăхăтĕнчех парти обкомĕн хушăвĕпе Аркадийăн ашшĕне Аслă Арапуçне ĕçлеме куçарнă. 1945 çулта пĕве кĕнĕ çамрăк вара унтанах фронта кайма алла повестка илнĕ. Аркадийăн салтак пурнăçĕ Пенза хулинче пуçланнă. Вăл телефониста вĕренсе çыхăну чаçĕ йышĕнче Инçет хĕвел тухăçне çул тытнă. Аслă Çĕнтерÿ çăмăл килмен, тĕрлĕ халăх пĕрле тăнипе тăшмана çапса аркатнă. Вăл вăхăтра Хĕрлĕ çар Берлина çавăрса илсе фашистла Германие парăнтарнă пулнă, халăх Аслă Çĕнтерÿ уявне паллă тунă. Аркадий Скворцовăн вара çулĕ вăрăм пулнă, вăл Байкал кÿллинчен иртсе Чита хулине çитсе пынă. Малалла вĕсен Китай еннелле каймалла пулнă. Ун чухне Совет Союзĕ иккĕмĕш тĕнче вăрçин юлашки хĕрÿ вырăнне лăплантарас тĕллевпе Маньчжури çĕрне 400 пин ытла хĕрлĕ армееца ăсатнă. Салтаксен Китай халăхне хÿтĕлесе яппун самурайĕсене хирĕç çапăçмалла пулнă. Аркадий Скворцовшăн вара салтак пурнăçĕ 1949 çулчченех тăсăлнă. Çартан таврăнсанах вăл Мускаври М. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетне вĕренме кĕрсе журналист специальноçне алла илнĕ. Тин кăна уçăлнă факультета Евгений Евтушенко, Белла Ахмадулина тата ытти поэт пырса сăвăсем вулама юратнă. Мускавран хавхаланса таврăнсан çамрăк журналист республикăн культура пурнăçне активлă хутшăннă. Вăл Улатăр район хаçатĕнче тăрăшнă. Каярахпа ăна «Çамрăк коммунист» редакцине чĕнсе илнĕ. Унта редактор пулнă хыççăн Аркадий Илларионович агрегат заводне ĕçлеме куçнă, вăл ĕç паттăрĕсем çинчен кĕнекесем кăларнă, чăвашла калавсем çырнă. Тăван чĕлхепе юрлама та ăста пулнă вăл. Аркадий Скворцов Чăваш кĕнеке издательствин редакцине те ертсе пынă. Вăл – СССР журналисчĕсен пайташĕ тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Аркадий Скворцов культура еткерлĕхĕпе палăксене упрассипе чылай тăрăшнă. Çак ĕçсене алă çула яхăн туса пынă. Калемçĕ чылай произведени çырнă, вăл шутра очерксемпе повеçсем. Унăн тăрăшулăхне патшалăх шайĕнче пысăка хурса хакланă. Ăна тĕрлĕ наградăпа чысланă. Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче пĕтĕм Раççейри «Ветеран патне хăнана» акци шайĕнче Чăваш Енти Халăх туслăхĕн çурчĕн сотрудникĕсем паллă чăваш çыравçи, журналисчĕ Аркадий Скворцов патне хăнана çитсе килчĕç, ветерана тулли карçинкка парнелерĕç. Чăваш Енте пурăнакан тĕрлĕ халăх представителĕсем тăрăшнипе карçинккана чăваш канфетне, тутар чак-чакне, вырăс пĕремĕкне, армян чейне, узбек пловне хунă. Кашни çимĕç – наци культурипе йăли- йĕркине аса илтерни тата Тăван çĕршыв хÿтĕлевçине тав туни. Туслăх çурчĕн ертÿçи Сергей Иванов каланă тăрăх, кун пек акцисем уяв тĕлĕнче кăна мар, çулталăк тăршшĕпе иртеççĕ.
Август 2026 |
