Çапăçу хирне ырă пуласлăхшăн тухнă

Категория: Общество Опубликовано: 26.06.2026, 15:37 Просмотров: 258

Вăхăт хăйĕн уттипех пырать. Çапла вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа кăçал 85 çул çитет. Пирĕн асаттесем çапăçу хирĕнче пуç хурса та юн тăкса фашизма чарнă йывăр та тискер вăрçă çулĕсем историе тарăнрах та инçерех юлса пыраççĕ. «Ан пултăрччĕ вăрçă», – тетчĕç кăшт ĕлĕкрех фронтран сывă таврăннисем тата çак сăмахсем таврах ирттереççĕ çĕршыв приказне пурнăçласа тĕрлĕ хирĕçтăрăва хутшăннă паянхи ветерансем. Ан пултăрччĕ вăрçă... Анчах çĕр çинче ырăпа усал кĕрешнĕ чух унăн вут-çулăмĕ час-часах пирĕн арçынсем тавра явăнать, ашшĕ-амăшĕсемпе çывăх тăванĕсен куççульне юхтарать, çамрăксен малашлăх ĕмĕчĕсене хуçать.

Муркашра çуралса ÿснĕ Зосим Костинпа Захар Кольцов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен пĕр ялта вар хушшин икĕ енĕпе вырнаçнă урамсенче пурăннă: Зосим – Анаткасси урамĕнче, Захар – Чапаев ячĕллинче. Çул çитсен, пĕр класах мар пулин те, Муркашри вăтам шкула çÿренĕ: вулав тата шутлав йĕркине пĕрле алла илнĕ, кун йĕркинчи ыйтусене татса парса Тăван çĕршыва юратма вĕреннĕ. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕнче çамрăксен мирлĕ пурнăçне вăрçă вут-çулăмĕ татнă. Ку вăхăта шкул пĕтернĕ каччăсем хăйсене фронта кайма повестка парасса кĕтме пуçланă. Черет чи малтанах Захар патне çитнĕ. Вăл тăванĕсемпе тата ял-йышпа сывпуллашса фронта 1941 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче, фашистсем пирĕн çĕршыва тапăнсан 2 уйăх çурăран, тухса кайнă. Зосим çакна астуса та юлман пулĕ, мĕншĕн тесен вăл вăхăтра фронта вуншарăн туха-туха кайнă. Вăхăт вара хăвăрт иртнĕ. Зосимăн вăрçа каяс ят тепĕр çур çултан тухнă. 1942 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче ялти ытти арçынсемпе пĕрле вăл та çара каймалли повесткăпа Мăн Сĕнтĕрте вырнаçнă çар комиссариатне тухса кайнă.

Паттăррăн çапăçнă

Пирĕн ентешсем, Зосимпа Захар та, фронтра паттăррăн çапăçнă, юлташĕсен хыçне пытанман. Хăрамасăр çапăçнăранах вĕсен аманни те пĕрре мар пулнă. Анчах хастар салтаксем тăшман умĕнче пуç усман. Уçса пăхар-ха РФ Оборона министерствин Тĕп архивĕн 33- мĕш фондĕнче упранакан 1721-мĕш номерлĕ ĕçĕнчи Костин хĕрлĕ армеецăн награда докуменчĕсене. Стрелоксен 82-мĕш дивизийĕн 104-мĕш полкĕн командирĕ 1944 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче З.Г. Костина наградăлама тăратни пур. «З.Г. Костин хĕрлĕ армеец Аслă Отечественнăй вăрçăра 1942 çулхи пуш уйăхĕнченпе. Фашистсемпе ирттернĕ çапăçусенче вăл 3 хутчен аманнă. Вĕсенчен иккĕшĕ 1942 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче снаряд-бомба ванчăкĕсем лекнипе Ленинград хули патĕнче, виççĕмĕшĕ – Орш хули патĕнче нимĕç фашисчĕсене тапăннă чухне 1943 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче. Тăшманпа хастар çапăçнăшăн тата тăтăшах паттăрлăх кăтартнăшăн Костин хĕрлĕ армееца «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа наградăлама сĕнес». 1944 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче командирсем награда приказне алă пусса çирĕплетнĕ. Фронтра кун иртни сисĕнмест. Пирĕн ентеш çак çулхи кĕркунне каллех паттăрлăхпа палăрнă. Жупанов подполковник çав кунах Зосим Костина правительство награди илме тăратать. Унта çапла çырни пур: «1944 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Гальбуновка ялĕ çывăхĕнче тăшманăн çирĕплетнĕ позицийĕсене тапăннă чух Костин юлташ тăшман пирĕн çине тапăннине сирсе янă чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартрĕ. Çак çапăçура вăл пулеметпа персе тăшманăн 19 салтакне тĕп турĕ. Хăйне шанса панă хĕç-пăшалпа тĕллевлĕ усă курса фашистсен контратакине сирсе яма май пачĕ. Çак вăхăтпа тĕллевлĕ усă курса стрелоксен роти тĕллевлĕ тата пĕлтерĕшлĕ вырăна çĕнсе илсе çирĕпленме пултарчĕ. Появы ялĕ çывăхĕнчи çапăçусем те йывăррăн иртрĕç. Пирĕн салтаксен паттăрлăхĕ кунта та нимĕç фашисчĕсене çĕнтерме пулăшрĕ, вĕсене хăвăрттăн каялла чакарчĕ. 1944 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче асăннă ял çывăхĕнче Зосим Костин пуринчен малтан тăшман траншейине пырса кĕрсе фашистсен 4 салтакĕпе пĕр офицерне тĕп туса пирĕн çар подразделенине хăйсем умне лартнă заданине вăхăтра тата пĕчĕкрех çухатусемпе пурнăçлама çул уçса пачĕ. Асăннă çапăçура паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Костин юлташа правительство наградипе – Отечественнăй вăрçăн 3-мĕш степень орденĕпе – чыслама тăратас. Стрелоксен 104-мĕш Неман полкĕн командирĕ Жупанов подполковник». Анчах 3-мĕш Белоруси фрончĕн 31-мĕш армийĕн Ĕçлĕ Хĕрлĕ ялав орденлĕ 62-мĕш стрелоксен дивизийĕн командирĕ Левин гварди полковник çакăнпа килĕшмен. Вăл 1944 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче 0105 номерлĕ приказпа стрелоксен 1-мĕш батальонĕн стрелокне Зосим Григорьевич Костина çапăçура паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн пысăкрах наградăпа наградăланă – 3-мĕш степенлĕ Мухтав орденĕпе.

ЧĔРĔ Юлташне моргра тупнă

Арçынсем хушшинче ентешсене салтакра тĕл пулни – уйрăм савăнăç. Пĕрле выляса ÿснĕ Зосимпа Захара вара шăпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фронтĕнче те тĕл пулма май панă. Захар фронта кайсан пĕрремĕш кунранах приказа вăхăтра пурнăçласси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çакна тума йывăрлăхсем умĕнче пуç усни пулăшмасть. Çапла вара пирĕн ентеш пульăсенчен хăрамасăр атакăна ыткăннă, командирсен приказне вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă. Тăшмана çĕнтерессине тĕп вырăнта тытнă салтак пĕр çапăçура йывăр аманать. Ăна юлташĕсем сывалма çийĕнчех çывăхри госпитале ăсатаççĕ. Кунсем хăвăрт иртеççĕ. Сывату процедурисем çине пысăк тимлĕх уйăракан Захар кĕçех ура çине тăрать, пушă вăхăтра çар госпиталĕнче ĕçлекенсене пулăшма пуçлать. Кунта çакна палăртса хăвармалла, мирлĕ вăхăтра Захар ялти лайăх платниксенчен пĕри пулнă. Çавăнпа та вăл ура çине тăнă тăман санитарсене сĕтел-пукан, чирлисене йăтмалли наçилккасене юсаса пама пуçланă. Кăштах пушаннă вăхăтра вара вăл чăваш каччисене шырама тытăннă: тен такама вăхăтра пулăшу кирлĕ? Йывăр çапăçусем хыççăн вара госпитале питĕ йывăр аманнисем нумай килнĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри тухтăр сĕтелĕ çине çитиччен пурнăçран уйрăлнă. Вĕсен списокĕпе госпитальти кашни салтак паллашма пултарнă. Кашниех вилнисем хушшинче хăйсен ентешĕсене шыранă. Ура çине тăнă Захар Кольцов та ыттисенчен юлмасăр ентешсене шырама пуçлать. Шыракан тупать теççĕ. Пĕррехинче вуншар-çĕршер ят хушшинче ун куçĕ тĕлне Зосим Костин ячĕ лекет. Зосим сайра тĕл пулакан ят пулнăран фронтовик ун хыçĕнче хăйĕн юлташĕ пулма пултарнине ăнланса илет те ăна шырама пуçлать. Санитарсем Зосим Костин хĕрлĕ армеец йывăр сурансене пула санчаçе илсе çитеричченех вилсе кайни пирки пĕлтереççĕ. Захар ку салтак хăйĕн юлташех тесе ăна пĕр самантлăха та пулин пăхса илме санитарсенчен ирĕк илет. Шăпах çакăн хыççăн пирĕн салтакшăн тĕлĕнтермĕш ума тухать те. Захар Кольцов санитарсенчен хыттăн Зосим Костин кĕлетки ăçтине илтсен инçех мар пĕр салтак йынăшни илтĕнсе каять: Захар ку салтак хăйĕн юлташĕ пулнине ăнланса илет те ăна май пур таран хăвăртрах моргран операци сĕтелĕ çине илсе çитерессишĕн тăрăшма пуçлать. Салтак юлташне тупнине врачсем те ăнланса илеççĕ. Вĕсем те ăна çăлса хăварассишĕн тăрăшма тытăнаççĕ. Мĕн тетĕр, моргри салтака каялла пурнăç тавăрса параççĕ. Архиври документсем тăрăх çак çăлав ĕçĕ 1945 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Захар Зосимран уйрăлмасăр ăна темиçе кун пăхать, май пур таран пулăшать. Çакăн хыççăн Захар Зосимăн тăванĕсем патне вăл йывăр аманнă, анчах чĕрĕ пулни пирки çырса пĕлтерет. Ку çыру çитиччен Зосимăн тăван килне вăл пуç хуни пирки пĕлтерни çитет... Ку вăхăта Ольга Степановна мăшăрĕшĕн сахал мар куççуль юхтарма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Захар Кольцов вара юлташне çăлса хăварассипе пуçламăш утăмсем тунă хыççăнах сывалнисемпе пĕрле фронта малти линие тухса кайнă. Харсăр арçын каллех фашистсемпе хаяр çапăçăва кĕнĕ. 1945 çулхи пуш уйăхĕнчи пĕр йывăр çапăçу хыççăн ăна хыпарсăр çухалнисен йышне кĕртнĕ. Тĕлĕнмелле майпа сывă юлнă Зосим Костин хĕрлĕ армеец вара Çĕнтерÿ кунне госпитальте кĕтсе илет. 1945 çулхи çу кунĕсен вĕçĕнче вăл иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса яла таврăнать. Ачалăхри тусĕ Захар Кольцов хăйне пурнăç парнеленине шута илсе, вăл тулли пурнăçпа пурăнма, вăй çитнĕ чухлĕ ĕçлеме, ыттисене ырă тума тăрăшнă. Нумай çул колхозра ĕçленĕ, ачасем, мăнуксем ÿстернĕ, ял çыннисене пулăшнă, шкул ачисене патриот воспитанийĕ парассипе нумай вăй хунă. Хăйĕн ачисене те ĕçпе туслă ÿстерессишĕн тăрăшнă. Зосим Костинăн мăнукĕ – Михаил – нумай çул районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва отставкăри майор штаб пуçлăхĕн тивĕçĕнчен тухнă. «Манăн асаттене çăлса хăварнă Захар Кольцовăн паттăрлăхĕ яланах асра упранать. Вăл вăрçă хирĕнче чăн салтакла ĕç тунă. Вăл çине тăнипе манăн асаттен пурнăçне сыхласа хăварнă. Çакна шута илсех асатте те вĕсен çемйин пурнăçĕпе интересленсех тăратчĕ, канашпа та пулин пулăшма тăрăшатчĕ», – терĕ тивĕçлĕ канури офицер.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6