Июнӗн 12-мӗшӗнче, Раҫҫей кунӗнче, Муркаш округӗнче пурӑнакансем Лантӑш вӑрманӗн уҫланкинче юрӑпа ӗҫ тата спорт уявне – Акатуя – 71-мӗш хут паллӑ турӗҫ. Ӑна чӑвашсен йӑлипе ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӗҫленӗ ятпа ирттерчӗҫ. Уява Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалларӗҫ.
Уяв хӑнисем – Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чӑваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен министрӗ Сергей Павлов округ пуҫлӑхӗпе Александр Ивановпа тата депутатсен Пухӑвӗн председателӗпе Александр Давыдовпа пӗрле ал ӗҫ ӑстисен палаткисенче пулчӗҫ. Пирӗн округра пултаруллӑ ҫынсем пурӑннине тепӗр хут курса ӗненчӗҫ. Хӑнасем Ильинка шкулӗнчи ҫамрӑк вӑрманҫӑсен палаткинче «экзамен» тытрӗҫ. Уяв халӑхсен туслӑхне, халӑх йӑли-йӗркине малалла тӑснине, халӑхсен пӗрлӗхне кӑтартакан «Килӗр, туссем, уява!» музыкӑпа хореографи композицийӗпе уҫӑлчӗ. Вӑйӑ картине тӗрлӗ наци представителӗ пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑчӗ. Вӗсемпе пӗрле округ ертӳлӗхӗпе уяв хӑнисем те вӑйӑ картине тухрӗҫ. Ҫакӑн пек туслӑ уяв атмосферинче Акатуя Муркаш округӗн пуҫлӑхӗ Александр Иванов уҫрӗ. Ял ӗҫченӗсене ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем вӗҫленӗ ятпа саламларӗ. Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ ҫурхи тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене 7754 гектар лаптӑк ҫине акнине палӑртрӗ. Муркаш ҫыннисем республикӑра кӗрхи тыр-пул акассипе те пысӑк кӑтартусенчен пӗрне ҫитнӗ. Хӗл каҫнӑ 5127 гектар тырӑран 20 гектарне ҫеҫ ҫӗнӗрен акнӑ. Кӗрхи тыр-пул культурисен чи пысӑк лаптӑкӗсем Суворов яч. хис., «Ударник», Е. Андреев яч. хис. тата «Свобода» хуҫалӑхсенче. Ҫӗр улмипе пахча ҫимӗҫ лартмалли плана та пурнӑҫланӑ. Вӗсем 325 гектар тата 140 гектар йышӑннӑ. Ҫӗр улмипе пахча ҫимӗҫӗн чи пысӑк лаптӑкӗсем – «Ударник» хуҫалӑхра, Александр Толстов, Андрей Пихтеров фермер хуҫалӑхӗсенче тата «Поле-Групп» обществӑра. Пӗр ҫул ӳсекен курӑксене 104 гектар лаптӑк ҫинче акнӑ. Техника культурисем 962 гектар йышӑнаҫҫӗ: вӗсенчен рапс – 743 га. Ҫавӑн пекех выльӑх апачӗ валли кукуруза акнӑ – 1180 гектар. Александр Иванов механизаторсене, водительсене, специалистсене, ял ӗҫченӗсене, хуҫалӑх ертӳҫисене, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсен пуҫлӑхӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн пысӑк тав сӑмахӗ каларӗ. Районӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тӗрлӗ ҫулта пысӑк тӳпе хывнӑ ветерансене уйрӑм тав сӑмахӗ каларӗ. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх сунчӗ. Ҫак тахҫантанпах кӗтнӗ тата юратнӑ уявпа округра пурӑнакансене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ячӗпе саламларӗ. Вӑл регион Пуҫлӑхӗн саламӗпе паллаштарчӗ. «Муркаш округӗ – республикӑри агропромышленноҫ комплексӗнче малта пыракансенчен пӗри. Вӑл хӑй туса кӑларнӑ продукци туса илессипе – «Чи лайӑх пиллӗк» округ йышӗнче. «ЧП «Сеспель» общество цистернӑсен тата ытти продукцин 150 ытла модельне кӑларать. «Моргаушская» чӑх-чӗп фабрики» общество республикӑра ҫӑмарта туса илессипе малта пырать. Ҫырла плантацийӗсен пысӑк пайӗ те – Муркаш округӗнче. Ҫаксен хыҫӗнче ял ӗҫченӗн ӗҫӗ тӑрать. Тавах сире, муркашсем, ӗҫшӗн, ҫӗре юратнӑшӑн, халӑх йӑли-йӗркине упранӑшӑн», – тенӗ регион Пуҫлӑхӗн саламӗнче. Вячеслав Борисов муркашсене малалла та аталану, уяв кӑмӑл-туйӑмӗ тата лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртес ҫулпа шанчӑклӑн утма сунчӗ. «Герой» хуҫалӑхӑн выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан рабочине Михаил Борисова Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав сӑмахне пачӗ. Акатуйпа тата Раҫҫей кунӗпе депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Александр Давыдов саламларӗ. Муркаш округӗнче пурӑнакансем, хӑйсен мӑн аслашшӗсем пекех, пӗрле туслӑ ӗҫленине, пӗр пысӑк ҫемьепе пӗрле уявсем ирттернине палӑртрӗ. Ҫак йӑлана ҫитӗнекен ӑрӑва малалла параҫҫӗ. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ, «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ Сергей Артамонов ячӗпе тата хӑй ячӗпе Чӑваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен министрӗ Сергей Павлов саламларӗ. Паянхи уяв ӑрусен ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетнине, пире пысӑк ҫӗршывӑн пӗр пайӗ пек туйма май панине палӑртрӗ. «Республика вӑйӗ – халӑхсен туслӑхӗнче тата Тӑван ҫӗршыва юратнинче"», – палӑртрӗ вӑл. Ялти чи лайӑх ӗҫченсене тава тивӗҫлӗ наградӑсем пачӗ. Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине ҫаксем илме тивӗҫ пулчӗҫ:
Инна Егорова – «Куснар» агрофирма АО Муркаш уйрӑмӗн подразделенийӗн агроном-семеновочӗ;
Мария Именова – «Ударник» хуҫалӑхӑн тӗп зоотехникӗ;
Ирина Капитонова – Суворов яч. хис. хуҫалӑхӑн тӗп зоотехникӗ;
Владимир Малов – «Моргаушская» чӑх-чӗп фабрики» обществӑн коммерци директорӗ;
Алевтина Мочалова – «Моргаушская» чӑх-чӗп фабрики» обществӑн выльӑх апачӗ хатӗрлекен технологӗ;
Юрий Павлов – «Свобода» хуҫалӑхӑн выльăх пӑхакан рабочийӗ;
Евгений Якимов – «Свобода» хуҫалӑхӑн тракторист-машинисчӗ.
Ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн Тав сӑмахне тивӗҫнисене пӗлтерчӗ:
Артур Вязов – «Оринино» хуҫалӑхӑн тракторисчӗ;
Леонид Карандаев – «Моргаушская» чӑх-чӗп фабрики» обществӑн автомобиль водителӗ;
Андрей Николаев – хресчен (фермер) хуҫалӑх пуҫлӑхӗ;
Виктория Фомина – «Моргаушская» чӑх-чӗп фабрики» обществӑн аптека заведующийӗ.
Ҫӗр лаптӑкне тӳлевсӗр илме ирӗк паракан сертификата Виктория Блинован нумай ачаллӑ ҫемйине, Сергейпе Надежда Кудряшовсен нумай ачаллӑ ҫемйине пачӗҫ. Ял территорийӗсенче ҫурт-йӗр тума (туянма) социаллӑ тӳлев пани ҫинчен калакан свидетельствӑна Владимир Степанов илчӗ. Ял хуҫалӑх производствинче нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Чӑваш Республикин хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсене тата ытти йышши техникӑна пӑхса тӑракан инспекцин Хисеп грамотине Алексей Пайков – «Герой» хуҫалӑхӑн тракторист-машинисчӗ тата Николай Самаков – Суворов яч. хис. Хуҫалӑхӑн тракторисчӗ тивӗҫрӗҫ. Чӑваш Республикин хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсене тата ытти йышши техникӑна пӑхса тӑракан инспекцин пуҫлӑхӗн Тав сӑмахне Александр Архипов – Суворов яч. хис. хуҫалӑхӑн тракторисчӗ тата Владислав Бархаткин – хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ тивӗҫрӗҫ. РФ Патшалӑх Думин депутатӗнчен Алла Салаевӑран саламлӑ телеграмма килчӗ. Вӑл ачасене телейлӗ ачалӑх, ветерансене – ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсен тимлӗхӗ, ял ӗҫченӗсене – ҫитӗнӳсем, Муркаш округне аталану сунчӗ. Салам сӑмахӗсемпе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов тухса калаҫрӗ. Муркаш ҫыннисене пысӑк тухӑҫ сунчӗ. Округ ӗҫченӗсене Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотипе чысларӗ. Нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн ӑна Константин Димитриев – «Моргаушская» чӑх-чӗп фабрики» обществӑн аталану менеджерӗ, Владимир Степанов – «Герой» хуҫалӑхӑн тракторист-машинисчӗ, Владимир Трофимов – «Моргаушская» чӑх-чӗп фабрики» обществӑн операторӗ тивӗҫрӗҫ. Пысӑк профессионализмшӑн тата тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗн Алла Салаевӑн Тав ҫырӑвне Антон Баранова – уйрӑм предпринимателе, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне, Валерий Егорова – уйрӑм предпринимателе, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне, Антон Кондратьева – уйрӑм предпринимателе, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне пачӗҫ. Уяв ячӗпе Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Центросоюз Канашӗн членӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн председателӗ Валерий Павлов саламларӗ. Чӑваш Республикин потребительсен кооперацийӗн организацийӗсемпе предприятийӗсем хушшинчи экономика ӑмӑртӑвӗн 2025 ҫулхи пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пулӑшу сферине аталантарнӑшӑн виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнни ҫинчен калакан свидетельствӑна Мӑн Сӗнтӗр райповне пачӗ. Чылай кооператор ун аллинчен «195 ҫул. Раҫҫей Федерацийӗн потребительсен кооперацийӗ» юбилей медальне тата Чӑвашпотребсоюз Хисеп грамотине илчӗ. 2026 ҫулхи ҫурхи уй-хир ӗҫӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх округ пуҫлӑхӗ Александр Иванов тата депутатсен округ Пухӑвӗн председателӗ Александр Давыдов ял ӗҫченӗсене ҫӗнтерӳҫӗсен дипломӗсене тата Муркаш муниципаллӑ округ администрацийӗн хаклӑ парнисене пачӗҫ. Чӑваш Республикин чемпионачӗн 2-мӗш лигинче арҫынсен командисем хушшинче волейбол енӗпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑшӑн Муркаш муниципаллӑ округ администрацийӗн Тав сӑмахне «Оринино G-Energy» команда членӗсем тивӗҫрӗҫ. «Лучшие на селе» слет шайӗнче иртнӗ волейбол ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисем: Алексей Николаев – «Мет-Пласт» фирма ертӳҫи, Сергей Алексеев – «Сывлӑх» спорт шкулӗн Орининти уйрӑмӗн тренер-преподавателӗ Хисеп грамоти илчӗҫ. Муркашсене ЧНК Президенчӗ Валерий Клементьев тата депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Павел Вязов, Красноармейски округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Павлов та саламларӗҫ. Уявӑн чаплӑ пайне культура ӗҫченӗсен пӗрлештернӗ хорӗ юрлани вӗҫлерӗ. Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли те тухса юрларӗ. Сцена ҫинче илемлӗ пултарулӑх коллективӗсем кунӗпех хӑйсен юрри-кӗввипе савӑнтарчӗҫ. Сцена ҫинче производствӑра малта пыракансене чысланӑ вӑхӑтра «Ял картишӗн» урамӗсенче ял пурнӑҫӗ «вӗрерӗ». Уявӑн чаплӑ пайӗ хыҫҫӑн хӑнасем вӗсенче пулчӗҫ. Кашни картишӗнчех – ӑрусен ҫыхӑнӑвӗ, халӑхсен туслӑхӗ. Уявра спорт ӑмӑртӑвӗсем нумай пулчӗҫ: армспорт, кӗрешӳ, бокс, кире спорчӗ енӗпе тупӑшрӗҫ. Волейболистсем те хӑйсем тавра нумай куракана пухрӗҫ. Ачасем хӑйсен ача-пӑча хулинче вӑхӑт ирттерчӗҫ. Каруҫҫельпе ярӑнчӗҫ, батут ҫинче сикрӗҫ. Муркаш тата Мӑн Сӗнтӗр райповӗсен суту-илӳпе обществӑлла апатлану предприятийӗсем, уйрӑм предпринимательсем округра пурӑнакансене тутлӑ апат-ҫимӗҫпе савӑнтарчӗҫ. Акатуй тӗрлӗ наци тата ӳсӗмри ҫынсене пӗрлештерекен, общество пурнӑҫӗнче ӗҫпе йӑла-йӗрке пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртакан ҫутӑ пулӑм пулса тӑчӗ.
Август 2026 |
