Хаклӑ Чӑваш Ен ҫыннисем! Сире Республика кунӗпе чӗререн саламлатӑп!

Категория: Общество Опубликовано: 18.06.2026, 08:56 Просмотров: 290

Пирӗнтен кашниншӗн Чӑваш Ен вӑл – эпир пурӑнакан тата хамӑр пуласлӑха тӑвакан вырӑн. Ку – чӗре чӗнӗвӗ, ашшӗ-амӑшӗн килӗн ӑшши, вӑй-хал, хавхалану ҫӑл куҫӗ. Ку пирӗн истори, мӑнаҫлӑх тата пӗрлехи шӑпа. Республика кунне эпир паллӑ пулӑмсем – Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ тата Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ – пӗрлешнӗ ҫӗрте паллӑ туни символла. Эпир ӑнланатпӑр: пирӗн вӑй – килӗшӳре, пӗр-пӗрне хисепленинче, пӗр-пӗрне пулӑшнинче. Чӑваш Ен – тӗрлӗ наци, тӗн ҫыннисемшӗн пӗрлехи ҫурт, ҫак тӗрлӗ ен пире вӑйлӑрах тӑвать. Пирӗн промышленноҫра, ял хуҫалӑхӗнче, наци экономикин ытти отраслӗнче мухтанмалли нумай. Анчах, темӗнле ҫитӗнӳсем пулсан та, Чӑваш Енӗн тӗп пуянлӑхӗ – ҫынсем. Рабочисемпе аграрисем, инженерсемпе предпринимательсем, тухтӑрсемпе учительсем, культурӑпа спорт деятелӗсем – кашниех хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗнче юратнӑ республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывать. Чӑваш Ен вӑл – эпир сирӗнпе. Эпир пултаруллӑ ӗҫре те, йывӑр тӗрӗслевре те пӗрле – ҫакӑнта та пирӗн халӑхӑн пӗрлӗхӗпе вӑйӗ.

Тавах тӑван ҫӗре парӑннӑшӑн, юратнӑшӑн! Хисеплӗ ентешӗмӗрсем, сире ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, килӗшӳлӗх тата ҫемьесенче ырлӑх сунатӑп. Ырӑ кунсем сунатӑп сана, Чӑваш Ен! Уяв ячӗпе! Республика кунӗпе!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег НИКОЛАЕВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6