Çулла шыв ĕçес йĕркене пăхăнасси

Категория: Общество Опубликовано: 10.06.2026, 09:26 Просмотров: 485

Шыв пурнăç никĕсĕ пулни пирĕнтен кашниншĕнех паллă. Çакна çут çанталăкри кашни чĕрĕ чун ăнланать. Вăхăтра тата çителĕклĕ шыв ĕçни пирĕн организмри шыв балансне тăтăш тивĕçлĕ шайра тытса пыма пулăшать. Çакна ăнланса çуллахи вăхăтра шыв ĕçес режима пăхăнасси кашни çыншăн малти вырăнта пулмалла. Шăрăх кунсенче пирĕн организма ытти чухнехинчен ытларах шыв кирлине сисетпĕр. Сывлăш температури 25 – 30 градуса çитсен пирĕн организм тарлани, сывлани урлă кĕлеткери шыва ытларах пĕтерме пуçлать. Организмра шыв çитменни çу кунĕсенче ÿсĕмри çынсемшĕн те, ачасемшĕн те сисĕмсĕр юлма пултараймасть. Шăрăх кунсенче кĕлеткери шывпа тăвар балансĕ, терморегуляци улшăнăвĕ çынсен чĕрепе сосуд ĕçĕ çине ытларах витĕм кÿме пуçлать.

Шыв тĕрĕс ĕç

Сывă çынна çуллахи шăрăхра кунсерен вăтамран 3 – 3,5 литр шыв кирлĕ. Шыв ĕçес килнине ирттерме ăна 100 – 200 грамшар порципе ĕçни те вырăнлă пулнине шута илĕр. Çавăн пекех пылак мар чей, морс, типĕтнĕ улма-çырла шывĕ, витаминлă напиток ĕçни лайăх пулнине асра тытăр. Йÿçĕтнĕ сĕтрен хатĕрленĕ напитоксем те шыв ĕçес килнине лайăх ирттереççĕ. Çу кунĕсенче кĕлеткери шывпа тăвар балансне тивĕçлĕ шайра тытма кашни 45 – 50 минутра шыв ĕçме тăрăшмалла. Кунпа пĕрлех лимон касăкĕ янă симĕс чей çак тапхăрта хăвăршăн усăллăрах пулнине те ан манăр. Витаминсемпе пуян çак напиток пирĕн организмшăн питĕ усăллă шутланать. Вăл юнри артери пусăмне чакарать, сосудсене çирĕплетет. Ăна вĕрилле ĕçме тăрăшмалла: организм ытлашши энергие пĕтернипе хĕрсе каймасть. Эсир ĕçме юратакан напитоксен чи меллĕ температури 18 – 20 градус ăшă пулмалла. Шăрăхра ытлашши сивĕ напиток ĕçесрен асăрханăр – ангина пулма пултарать. Çу кунĕсенче ĕçме палăртнă шĕвекĕн ытларах пайне шăрăх пуçланиччен ирпе е таврана каçхи сулхăн пуссан ĕçни вырăнлă шутланать.

КофЕ ĔÇме тытăнса тăр Çуллахи шăрăхра кофе ĕçессинчен тытăнса тăни вырăнлăрах пулнине самантлăха та ан манăр. Пылак шывсем, газ напитокĕсем ăш хыпнине хăвăрт ирттермеççĕ. Кефир, йогурт, уйран организма микроэлементсемпе компенсацилеççĕ. Анчах йÿçĕтнĕ сĕт продукчĕсене 4 градусран пысăкрах вырăнта упрамалла мар. Вĕсене пÿлĕмре тытни те питех тĕрĕс мар. Çул çине кайма тăрсан сирĕн çумра сумка-холодильник çук пулсан, вĕсене пĕрле илменни лайăхрах.

Вар -хырăм чирĕ

Шăрăх çу кунĕсенче çынсем час-часах вар-хырăм чирĕпе аптăраççĕ. Кăна çакăнпа çыхăнтарма пулать. Сывлăш температури пысăк вăхăтра пирĕн таврари нумай микроорганизм шывра тата çимĕçре интенсивлă аталаннипе паллă. Çыннăн вара шăрăх кунсенче хÿтлĕх енĕсем чакаççĕ. Çавăнпа та çуллахи вăхăтра апат-çимĕç упранă чухне, ăна хатĕрленĕ тата çинĕ вăхăтра çынсен харпăр хăй гигиенине çирĕп пăхăнмалла.

Ан манăр! Çуллахи шăрăхра шыв ĕçессине хăвăрт пысăклатма юрамасть. Диетологсем сĕннĕ тăрăх апатланма лариччен 30 минут маларах 200 миллилитр шыв ĕçни сирĕн организмшăн уйрăмах усăллă.

Наталия НИКИФОРОВА, «Чăваш Республикинчи эпидемиологипе гигиена центрĕ» ФБУЗăн санитарипе гигиена лабораторийĕн ертÿçи

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2