Çынсем паян гаджетсемпе питĕ туслашнăран юлашки вăхăтра вĕсем сахал куçса çÿреме пуçларĕç. Ку вăл паян хăйне евĕр «нормăна» кĕчĕ. Çавăнпа та пĕтĕмĕшле лару-тăру пирĕнтен çамрăк ăрăвăн сывлăхĕ тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалли пирки калать. Ачасен сывлăхне мĕн пĕчĕкрен упрасси ашшĕ-амăшĕсемпе медицина ĕçченĕсенчен тата общество тытăмĕнчен комплекслă ĕç-хĕл ыйтать. Куç тĕлне пулакан чи пĕрремĕш ÿкерчĕк – паянхи ача-пăчан физкультура активлăхĕ çукки. Паянхи çамрăк ăру ытларах вăхăта экран умĕнче ирттерет. Ку вăл çурăм шăммин сывлăхĕ çине, çын ытлашши виçе пухассине палăрмалла витĕм кÿрет. Спортпа тăтăш туслă пулни, уçă сывлăшра уçăлса çÿрени мышца тытăмне аталантарать, юн куçăмне лайăхлатать. Ачана спортпа çине тăрса туслаштарма тăрăшни тĕрĕс мар, ăна унăн пурнăçне çăмăл вăйăсем урлă кĕртмелле, аслисен тĕслĕхĕпе аталантармалла. Спорт çемье культурин пĕр пайĕ пулса тăрсан, ăна эпир кулленхи тивĕç пек йышăнма пуçлатпăр. Çакна валли кашни çемьерех пĕрремĕш витĕмлĕ утăмсем кирлĕ.
Спортпа пĕрлех пирĕн паха диетăна пăхăнассине тĕп вырăнта тытасси пирки те манмалли çук. Усăллă апат-çимĕç выçлăха хăвăрт ирттермелли çул-йĕр çеç мар, энерги çăл куçĕ тата организма тĕрĕс аталантармалли строительство материалĕсен никĕсĕ те пулмалла. Апат-çимĕçре сахăр, фастфуд, çурма фабрикатсем нумай пулни иммунитета тата вар-хырăм ĕçне пăсать. Халĕ каланине асра тытса ашшĕ-амăшĕсен çакна манмалли çук: ачасем вĕсен йăли-йĕркине хăнăхса пыраççĕ. Çавăнпа та ачасен сывлăхĕ пирки шутлакан кашни çемьерех аслисен сывă апатланăва нормăра тытмалла. Психика сывлăхĕпе пĕрлех кун йĕркине çирĕп пăхăнасси те çемьере яланах тĕп вырăнта пулмалла. Тăтăшах çителĕклĕ çывăрайманни тата информаци тĕлĕшĕпе пысăк йывăрлăх пулни çынна виçерен кăларать, унăн ĕлкĕреслĕхĕ çине япăх витĕм кÿрет. /сĕм гормонĕсем кăларма тата нерв системине йĕркелесе çитерме çĕрле тулли ыйхăпа çывăрни пирĕн организмшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланать. Тăтăшах профилактика медицинин тĕрĕслевĕсем витĕр тухни сывлăх тĕлĕшпе пур çивĕч ыйтăва та малтанхи вăхăтра тупса палăртма тата çийĕнчех сывату ĕçĕсене пурнăçлама пулăшать. Ачасен сывлăхне çирĕплетесси — пĕр вăхăтра пурнăçламалли ĕç мар, ку ыйтупа çемьесенче çирĕп дисциплина тата пысăк тимлĕх кирлĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ çирĕп иммунитет тата граждансем ыранхи куна çирĕп шанса пурăнни пулса тăрать. Ачасем пирки эпир паян çителĕклĕ тăрăшни вĕсен ыранхи сывлăхĕпе телейĕ, активлăхĕ, пире тав тăвассин никĕсĕ пулса тăраççĕ.
Елена ЕГОРОВА, «Республикăри общество сывлăхĕн центрĕпе медицина профилактики, сывату физкультурипе спорт медицини» бюджет учрежденийĕн врач-методисчĕ.
Июль 2026 |
