Инкекрен сыхланасси – пĕрлехи ĕç

Категория: Общество Опубликовано: 10.06.2026, 09:13 Просмотров: 492

Ирĕке кайнă вут-çулăм шелсĕр. Вăл туххăмрах хăй хыççăн шĕл кăвар хăварса пурăнмалли çурт-йĕре, хушма хуралтăсене, пурлăха илсе тухса каять. Унран та ытларах инкек вăл – пушарта çынсен пурнăçĕ татăлни. Халĕ калани кашниншĕнех паллă, анчах пушар хуралĕнче тăракансем час-часах пулăшăва васкани кил-çурт хуçисем нумай чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни е вĕсене сĕмсĕррĕн пăсни çинчен калать. «Хĕрлĕ автан» çунат çапма пуçланин тĕп сăлтавĕсем: уçă çулăмпа асăрханусăр пулни, электроприборсене эксплуатацилес е электричествăпа усă курас правилăсене пăсни, ачасем шăрпăкпа выляни, кăмакасен юсавсăрлăхĕ, техникăпа асăрханусăр пулни, çиçĕм çапни. Халĕ илсе кăтартнисем пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси çине пурин те пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки калаççĕ. Апла пулин те... Муниципалитет округĕн территорийĕнчи ялсенче кăçалхи 5 уйăхра тухнă пушарсене регистрацилемеллин журналне уçса пăхар-ха. Кунта «хĕрлĕ автан» ытларах ялта е дачăра пурăнакансен хуçалăхĕсене иленни курăнать. Нумай кил-çурт хуçисемпе предприяти-организаци ертÿçисем пушар хăрушсăрлăх правилисене саккун ыйтнă пек пăхăнманнине укçа-тенкĕ çуккипе çыхăнтараççĕ. Анчах электрохуçалăхра «жучоксем» вырăнне йĕркеллĕ калибрлă предохранительсем вырнаçтарма, кăмакасене юсама, мăрьесене хăрăмран тасатма, кăмака умне 50х70 сантиметр виçеллĕ тимĕр листа çапма, мачча çинчи мăрьене штукатуркăласа шурăпа сăрласа тăма нумай укçа кирлĕ-и? Çук. Кунта ыранхи кун пирки çиччĕ виçсе пăхни малти вырăнта тăмалла кăна. Халĕ каланисем çумне çынсем хăйсем ăсталанă электроприборсемпе нумай усă курни, пÿрт-çурт патĕнчен 50 метртан çывăхра кăвайтсем чĕртни, çурт-йĕр таврашĕнче типĕ курăк çунтарни, ÿсĕрле пирус туртни, мунчасенчи мăрьесене мачча хăмисенчен 38 сантиметр уйăрманни, мунча кăмакисене чĕртме ачасене шанни нумай чухне пушар тухнин сăлтавĕсем пулса тăраççĕ те. Çак сăлтавсем округра пурăнакансене çу кунĕсем пуçланнă май ытларах шухăшлаттарма тивĕç тесе шутлатăп. Ахальлĕн паян пур пурлăх самантрах кĕл пулса çилпе вĕçме пултарать. Кун хыçĕнче вара пысăк хурлăх тăрать. Ан манăр, çулăм вăл хăйĕнпе çителĕклĕ контрольлесе усă курсан çеç юлташ, тимлĕхе çухатсан вара... Çавăнпа та Муркаш муниципалитет округĕнче пурăнакансене çу кунĕсенче унпа питех те асăрхануллă пулмалли пирки паян уйрăммăн асăрхаттаратăп. Кăçал пирĕн муниципалитет округĕн территорийĕнче пĕтĕмпе 22 пушар алхасрĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен пĕр тĕслĕх нумайрах, анчах çакна лăпланмалли сăлтав тесе шутламастăп, мĕншĕн тесен çулăмăн хăрушлăхĕ питĕ пысăкки пуриншĕн те паллă. Ĕнерхи куна ирĕке кайнă çулăм пирĕн округра 1 дача çуртне, 12 килти хушма хуçалăха, икĕ автомашинăна тĕп турĕ. Кусемсĕр пуçне çынсен асăрханусăрлăхĕпе «хĕрлĕ автан» типĕ курăкпа сарăлма пуçланă 3 тĕслĕхе сÿнтерме, пушар тыткăна илме пуçланă пĕр производство объектне вăхăтра çăлса хăварма пултартăмăр, миллионшар тенкĕлĕх пурлăха çăлса хăвартăмăр. Килти хушма хуçалăхра кăçал пушар тухнă тĕслĕхсене тишкерер-ха тата. «Хĕрлĕ автан» 3 хутчен пурăнмалли çуртсенче, 2 тĕслĕхре хушма хуралтăсенче, 7 килти мунчасенче алхаснă. Хăш-пĕр асăрхаттаруллă тĕслĕхсем çинче уйрăммăн чарăнса тăрам-ха. Электроприборсемпе тата электричествăпа усă курнă чух граждансем пушар хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăсни час-часах пысăк инкекпе вĕçленет. Муркашра пулнă пĕр тĕслĕхре ачасем шăрпăкпа вылянипе тухнă пушар типĕ курăкпа сарăлма пуçларĕ. Пулăшу вăхăтра çитни çеç хăрушлăх калăпăшне сарăлма памарĕ. Уйрăм тĕслĕхсем пирки калас пулсан, вĕсем кăçал Оринин территори пайĕнчи Чамăш ялĕнче, Мăн Сĕнтĕрте, Муркашра, Милютакассинче, Çатракассинче, «Приборостроитель» сад юлташлăхĕнче, Мăн Токшикра пулса иртрĕç. Пĕтĕмĕшле лару-тăрăва тишкерсе пăхатăн та асăннă инкексем пулмасан та пултарнă тесе калас килет, анчах... Чавса çывăх та çыртма çук. Çавăнпа та çу кунĕсенче пурин те пушар хăрушсăрлăхĕпе тимлĕрех пуласчĕ. Уйрăмах шăрăх вăхăтра. Ачасем çуллахи каникула кайнă май вĕсенчен нумайăшĕ паян çуллахи лагерсенче канать. Çакна пĕлсе шкулсенче вĕрентекенсем пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çинчен вĕсемпе паян тĕплĕ ăнлантару ĕçĕсем ирттерессе шанатпăр. Пĕрлехи тимлĕх пурнăç илемлĕхне ÿстерĕ кăна. Умра – типĕ те шăрăх çу кунĕсем. Çак вăхăт округри граждансенчен пушар хăрушсăрлăх правилисене пĕр сăмахсăр пăхăнма ыйтать. Ăна граждансем кун йĕркинчен кăларманни вĕсен пурлăхне сыхласа хăварма май парать. Кун пек чухне ыттисемшĕн те пушар хăрушлăхĕ иккĕмĕш вырăна юлĕ.

Иван ИВАНОВ, округри патшалăх пушар надзор уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыраканĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2