Çемьесем ăмăртрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 10.06.2026, 09:05 Просмотров: 494

Округра илемлĕ, туслă тата тавракурăма анлăлатма пулăшакан инвестицисен çемье фестивалĕ иртрĕ. Çак мероприятие хутшăнакансене Муркаш округ пуçлăхĕ Александр Иванов саламларĕ. «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче ирттерекен паянхи фестиваль – ăмăрту кăна мар, çемьесене пĕрлештерекен ăслăлăх, стратегиллĕ шухăшлав уявĕ те. Çемье бюджета планласа малалла пăхса тĕллев лартнинчен пĕлтерĕшлĕреххи мĕн пултăр? Çакă пулать те кашни çыннăн тата пирĕн округăн тĕрекĕ», – палăртрĕ вăл.

Командăсене округ пуçлăхĕн çумĕ – финанс пайĕн ертÿçи Рената Ананьева саламларĕ. Округри 8 çемье финанс пĕлĕвĕнче ăс-тăн çивĕчлĕхне кăтартрĕ. Фестиваль программи анлă пулчĕ. Çивĕч тупăшура Терехинсен çемйи чи пултарулли палăрчĕ. Вĕсем июнĕн 20-мĕшĕнче Ка- нашра иртекен фестивалĕн республикăри тапхăрне хутшăнма тивĕçрĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Лукинсен çемйи, виççĕмĕш вырăнта – Кондратьевсен çемйи.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6