Тăван тавралăха – тирпей-илем

Категория: Общество Опубликовано: 10.06.2026, 09:02 Просмотров: 497

Пирĕн республикăра тăван ене, ялсемпе урамсене тирпей-илем кĕртессипе смотр-конкурс ирттересси ырă йăлара ĕнтĕ. Кăçал та муркашсем унтан катара юлмĕç. Республикăра çак тĕллевпе çулсерен ирттерекен смотр-конкурс кăçал çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче старт илчĕ. Унта уйрăм çынсем, юридици вăйĕллĕ предприяти-организацисем, индивидуаллă предпринимательсем хутшăнма пултараççĕ.

Асăннă смотр-конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансенчен заявкăсене çак енсемпе йышăнаççĕ:

– социаллă учрежденисен территорийĕсене йывăç-тĕм лартасси тата тирпей-хăт кĕрттесси;

– кану тата чечек вырăнĕсене илемлĕ йĕркелесси;

– харпăр хăйĕн тĕлĕнче урамсене тирпей- илем кĕртесси;

– пурăнмалли кил-çуртпа нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене, территорийĕсене илемлĕ чечексем лартасси;

– индивидуаллă пурăнмалли çуртсен ландшафт дизайнĕ.

«Эпир ирттерекен конкурс çынсем пĕрлехи ĕçе хутшăнма тата хăйсен ĕç опычĕпе ыттисене паллаштарма пултарнине кăтартса парасса шанатпăр. Çак ĕçре чи пахи – ырă ĕç кÿршĕрен кÿршĕне куçни, вĕсене пĕрле пулса пĕр тĕллевпе малалла аталантарни. Ку ырă пуçарăва анлăлатса пыни пурăна киле тирпей-илем кил хушшинчен кил хушшине куçасса пĕлтерет. Ку вăл конкурса хутшăнакансемшĕн те ырă хавхалану пулĕ», – тет Чăваш Республикин тĕп архитекторĕ, конкурс комиссийĕн председателĕ Павел Корнилов. Чи лайăх ĕçсене укçан хавхалантару кĕтет. Кăçал пĕтĕмĕшле приз фончĕ 765400 тенкĕпе танлашать. Смотр-конкурс çĕнтерÿçипе призерĕсене çакăн пек хавхалантару пăхса хăварнă:

пĕрремĕш вырăн – 76540 тенкĕ;

иккĕмĕш вырăн – 45924 тенкĕ;

виççĕмĕш вырăн – 30616 тенкĕ.

Конкурс материалĕсене Чăваш Республикин Строительство министерствин ĕç комиссийĕ 2026 çулхи çурла уйăхĕн 10-мĕшĕччен çак адреспа йышăнать: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17-мĕш çурт, 3-мĕш этаж, 326-мĕш пÿлĕм.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6