Ачасем ял малашлăхне пăхаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 10.06.2026, 08:40 Просмотров: 471

Муркаш муниципалитет округĕнче ялсенчи тата ĕç коллективĕсенчи ырă йăласене манăçа кăларманни ача сачĕсенче те курăнать. Кунта çÿрекенсене шкула хатĕрленипе пĕрлех халăх йăли-йĕркипе, округ тата республика аталанăвĕпе паллаштарасси малта тăрать.

Иртнĕ кунсенче Муркашри «Солнышко» ача садне çÿрекенсем тăван халăхăн, çĕр ĕçченĕн йăли-йĕркипе, ял пурнăçĕпе çывăхарах паллашас тĕллевпе хăйсем патĕнче «Акатуй» ирттерчĕç. Аслисем те çак пуçаруран айккинче юлмарĕç. Асăннă уява ирттересси «Раççей ялĕ» парти проекчĕ пулăшнипе «АПК валли кадрсем хатĕрлесси» кадр проектне пурнăçлассипе çыхăннă. Мероприятин тĕллевĕ пысăккине кура, вăл ачасене воспитательсемпе, ашшĕ-амăшĕпе пĕрлештерсе савăнăçлă та туслă лару-тăрура иртрĕ. Уяв халăх пурнăçĕпе çывăх тăнăран ачасемпе унта хутшăннă ашшĕ-амăшĕ аслисен йăли-йĕркине тĕпе хучĕç. Çапла вара унта хутшăннисем уй-хир ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене, ĕç тата «Акатуй» традицийĕсене, хресченĕн вăр-варлăхне туллин кăтартса пачĕç. Ачасем воспитательсем ертсе пынипе тата ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе юрласа ташланипе пĕрлех халăх вăййисенче те вăй виçрĕç. Çăмарта кустарнине сăнланине, «Суккăр упа», «Çăкăр пĕçерекен», «Çăпаталла», «Тухья тăхăн» юмах-вăйăсене пăхма питĕ кăмăллă пулчĕ. Раççей шайĕнчи парти проекчĕпе усă курса ачасем вăйă вылянисĕр пуçне тăван халăх историйĕпе, унăн культурипе, вăл çĕр ĕçĕпе епле туслă пулнипе паллашрĕç, ватă асаттесем сухапуçпа тата сÿрепе епле ĕçленине илемлĕ кăтартса пачĕç.

Уява хутшăннисем карусельпе ярăнчĕç, юрă юрларĕç, сăвă каларĕç, халăх йăли-йĕркипе тыр-пул тухăçĕ епле пулассине пĕлме пахчана çăмарта ывăтрĕç. Ачасем хушшинче ирттернĕ «Акатуй» хаваслă ташă-юрăпа вĕçленчĕ. Вăл пуриншĕн те нумайлăха асра юласса шанас килет.

Анатолий ПЕТРОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2