Паян эпир хамăр тĕпеле Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалистне Ирина БУЛЫГИНА психиатр-нарколога чĕнтĕмĕр. Вăл хаçат вулавçисене пирус сиенĕ пирки тата çак йăларан хăтăлассипе кая юлмасăр мĕн тумалли çинчен калаçу хускатрĕ. Асăннă калаçу вулавçăсенчен пĕр пайĕшĕн усăллă пуласси пирки пирĕн паян пĕр иккĕленÿ те çук. Анчах нумай чухне пирус туртакан çакна ытла кая юлса ăнланса илет. Кунта вара, питĕ шел, чавса çывăх та çыртма çук.
– Паянхи куна пирус сиенĕ пирки пĕлмен-илтмен çын пирĕн хушăмăрта çук та пулĕ. Кунпа пĕрлех хальхи вăхăтра нумай çĕршывра пируса хирĕçлесе саккунсем те йышăнаççĕ. Çаксен ырă енĕсем пурри куçкĕрет, анчах та сиенлĕ йăла пирки пирĕн обществăра ыйтăва тĕпрен татса панă тесе калама çук-ха. Нумайăшĕ çав- çавах пирус мăкăрлантарать, унпа хăйсен организмне тата юнашар çынсене сиенлет. Ку сиенлĕ йăлана пĕтерме пирус туртакансемпе кĕрешни, вĕсене сыватни çеç çителĕксĕр. Вăл малалла ан кайтăр, ăна çамрăксем ан хăнăхчăр тесе халăх хушшинче профилактикăна вăйлатмалла. Раççейре пирус туртакансене тĕпчени çакна кăтартса панă: арçынсен 62 проценчĕ ытла, хĕрарăмсен 28 процентне яхăн тăтăш пирус туртать. Туртакан çынсен пĕтĕмĕшле хисепĕ 44 миллионран иртет. Ку вăл пĕтĕмĕшле халăхăн 40 проценчĕ ытла. Çĕршывра пурăнакансен 1 проценчĕ 15 çулччен çак сиенлĕ йăлапа туслашать. Çак тĕрĕслеврех пирус туртас интенсивлăхпа та кăсăкланнă. Çапла вара арçынсем вăтамран талăкне 18 сигарет туртаççĕ пулсан, хĕрарăмсен кăтартăвĕ 13 – 15 штукпа танлашать. Раççейре пурăнакансен 80 проценчĕ – пирус туртакан сăтăрăн тыткăнĕнче: барсенче, обществăлла вырăнсенче, хăйсен килĕнче. Арçынсем вилнин 23 проценчĕ, хĕрарăмсем пурнăçран уйрăлнин 4 проценчĕ пирус туртнипе çыхăнни те паллă. Кирек камшăн та паян çирĕп сывлăх ÿсĕмлĕ пурнăçăн тата ăнăçлă ĕç-хĕлĕн никĕсĕ пулса тăни паллă. Анчах пирус туртнин илĕртмĕшĕ тата унăн суя чăнлăхне мала хуни çак сиенлĕ йăлапа çывăх туслашни татах та йывăр чир-чĕр патне илсе çитерет. Пирус туяннă чухне çын пĕр вăхăтрах хăйне икĕ хутчен улталать: пĕрремĕшĕ – укçа-тенкĕ тăкаклать, иккĕмĕшĕ – нумай çул пурăнмалли сывлăхне пĕтерет. Пирус туртаканăн сиенлĕ йăлин тĕп хăрушлăхĕ – ăна суйласа илекенĕн пуç мими аманни. Организма лекекен никотин çийĕнчех хăйĕн сиенлĕ ĕçне пуçлать, вăл çынна хăйне хăнăхтарать. Çакна палăртса хăвармалла, пирус туртакан хăвăрт йышăнусем тума пултарни – пысăк ултав. Çакăн пек туйăнни сирĕн организма кĕске вăхăтра никотинпа çывăх туслаштарать. Пĕтĕмлетÿ: пирус туртаканăн хăвăрт та тĕрĕс йышăнусем тăвасси чакать, астăвăм тата тимлĕх виçи палăрмаллах пĕчĕкленет. Çынна пируса пăхăнтарма пулăшакан тĕп компонент вăл – пирус туртакан ытти çынсем хушшинче хăйне уйрăмраххăн тытма пултарнине сисни, пирус компанийĕн «илемлĕ» рекламисене пăхăнни. Çаксем хыçĕнче тĕп хăрушлăх – сывлăх курăмлă хавшани – тăрать. Асăрханă пулĕ, пирус туртни çын сăнĕ çине те япăх витĕм кÿрет. Çакă ÿт çинче, шăлсем саралнинче, сывлав йывăрланнинче, чĕре чирĕ вăй илнинче палăрать. Халĕ каланине пăхмасăрах çынсем мĕншĕн пирус туртма пуçлаççĕ? Нумай чухне çакă ачалăхран пуçланать. Ашшĕ-амăшĕ пирус туртни, аслă юлташĕсем е пиччĕшĕсем сиенлĕ йăлапа туслă пулни çамрăк ачана та вĕсем пек пулма «хавхалантарать». Чылай чухне ача-пăча сигарета вылямалла алла илни те пурăна киле пирус туртас хăнăхăва çаврăнни паллă. Çамрăксем хушшинче «мода хыççăн хăвалани те» нумайăшне пируспа туслаштарать. Çакă уйрăмах хĕрсемшĕн паллă пулса тăрать. Пирус сиенĕ пирки калаçнă чухне хаçат вулакансене çапла та асăрхаттарса хăвармалла. Паян нумай компанисемпе ĕç паракансем çынна ĕçе илнĕ чухне пирус туртакана иккĕмĕш вырăна хăвараççĕ. Сăлтавĕ – кун пек ĕçчен пирус туртса ĕç вăхăтне нумай ирттерет. Кунпа пĕрлех вăл ыттисенчен ытларах чирлени те паллă. Палăртса хăварас килет: пирус туртма пăрахмалла тенипех çырлахмалла мар, çак сиенлĕ йăлапа туслашнисене унран хăтарассипе тĕллевлĕ ĕçлемелле, пирус туртнин сиенĕ пирки тĕплĕн ăнлантармалла, çак сиенлĕ йăла пирус туртаканшăн çеç мар, çемье членĕсемшĕн те, ачасемшĕн те усăллă пулманнине ăнлантармалла. Пирус туртассинчен юсанас çул çине тăнисене вăхăтра хавхалантарасси çине те тимлĕ пăхмалла. Пĕрле пулсан çеç эпир çак сиенлĕ йăларан вăхăтра хăпма пултаратпăр. Çынсем пирус туртнă укçана муниципалитет округĕн территорийĕнче çурт-йĕр е ытти социаллă объект тума усă курнă пулсан, пирĕн пурнăç пĕр çулталăкрах тĕпрен улшăнмаллаччĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсем çĕкленмеллеччĕ, çулсемпе кĕперсем тумаллаччĕ, çĕнĕ шкул уçăлмаллаччĕ, халăхăн спорт аталанăвĕ тивĕçлĕ шая çĕкленмеллеччĕ... Наука çирĕплетнĕ ĕнтĕ, пирус туртма пăрахнă çыннăн организмĕ вăхăт иртсен пĕтĕмпех юсанса çитет. Кун пек чух пурнăç илемĕ куç тулли пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар тесе шутлама та пулать. Пирус сиенĕнчен хăтăлассине кашнин хăйĕн вăхăтра татса памалла.
Анатолий ПЕТРОВ калаçнă.
Июль 2026 |
