Кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пурсăмăр та черетлĕ хут Аслă Çĕнтерÿ кунне паллă турăмăр – нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 81 çул çитрĕ. Хаяр вăрçăра аттесене çухатнăран Çĕнтерÿ кунне çулсерен паллă туса вĕсен паттăрлăхĕ умĕнче пуç таятпăр.
1945 çулта фашистла Германи пĕр сăмахсăрах капитуляци килĕшĕвĕ çине алă пуснине пăхмасăр, вăрçă вучахне тепĕр хут чĕртес текенсем те историре пĕрре мар пулнă. Çавна шута илсе тата вăрçă хăрушлăхĕнчен сыхланса 1955 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Варшавăра Европăри 8 çĕршыв ятарлă килĕшÿ çине (Варшавский договор) алă пуснă. Унăн тĕп тĕллевĕ Европăри çĕршывсенче мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварасси, туслă пурăнасси, кĕтмен-туман çĕртен сиксе тухнă хирĕçтăрусенче пĕрне-пĕри вăхăтра пулăшасси пулнă. Çав килĕшÿ çине Болгари, Венгри, Германин демократиллĕ республики (ГДР), Албани, Польша, Чехословаки, Румыни тата СССР ертÿçисем алă пуснă. Çакă халăхсем хушшинчи туслă çыхăнăва çÿллĕ шайра тытма, пĕр-пĕрне вăхăтра пулăшма май туса панă. Тĕслĕхрен, 1968 çулта Чехословакире сиксе тухнă хирĕçтăрăва çийĕнчех сÿнтерме ГСВГ (совет çарĕсен Германири ушкăнĕ) вăхăтлă хутшăннă. Шел пулин те, «Дунай» ятлă çак çар операцийĕнче пирĕн 34 çамрăк салтак пуç хунă. Çапла вара вăхăтлă пулăшу Европăри мирлĕ пурнăçа нумай çуллăха сыхласа хăварма пулăшнă. Варшава килĕшĕвне кĕнĕ çĕршывсем 1991 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕрлехи вăйра тăчĕç. Манăн та тивĕçлĕ çар службине Варшавăра килĕшÿ тунă çĕршывсенче ирттерме тÿр килчĕ: малтанах 1960 – 1961 çулсенче Польшăра (совет çарĕсен Çурçĕрти ушкăнĕнче), 1962 – 1963 çулсенче вара совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче. Службăн кашни вырăнĕнчех эпир Тăван çĕршыв хамăр ума лартнă тĕллевсене чыслăн пурнăçларăмăр, мирлĕ пурнăçа çирĕплетрĕмĕр. Эпĕ çар службинчен таврăнни кăçал 63 çул çитрĕ. Çулсем нумай иртнине пăхмасăрах, инçетри çĕршывсенче службăра тăрса Тăван çĕршыв приказне туллин пурнăçлани паян та асран тухмасть. Унтанпа вăхăт самай иртрĕ пулин те, халĕ каллех Европăра фашизм пуç çĕклессишĕн тăрăшни курăнать. Фашизма тĕп тăвассишĕнех паян Украинăра ятарлă çар операцийĕ пырать. Тăванĕсемшĕн, ачисемшĕн мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварассипе пирĕн салтаксем унта хăйсен паттăрлăхне кăтартаççĕ. Çакна шута хурса халĕ манăн ирĕксĕрех çапла ыйтас килет: «Мĕн пулчĕ-ха санпа, Украина? Мĕншĕн манăçа кăлартăн иккĕмĕш тĕнче вăрçин хакне?» Ку ыйтусем çине пурнăç хурав парĕ-ха, ун чухне пĕлĕпĕр чăнлăх ăçта пулнине. Халĕ манăн хаçат вулакансене хам çырнă черетлĕ сăвă йĕркисемпе паллаштарас килет.
Июль 2026 |
