Ачасен канăвне тимлĕх уйăрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 05.06.2026, 10:06 Просмотров: 560

Майăн 28-мĕшĕнче Чăваш Республики тăрăх ĕçлекен Шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи Обществăлла канашăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Котов юстици полковникĕ, РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркашри уйрăмĕн пуçлăхĕ Михаил Мясников, унăн çумĕ Вениамин Максимов тата районти общество канашĕн членĕсем хутшăнчĕç.

Палăртса хăваратăп, Муркаш пайĕ çумĕнчи канаш малашне çĕнĕ йышпа ĕçлет, ку – иккĕмĕш лару. Канаш пайташĕсем çаксем: Евгений Макаров – МВД ветеранĕ, Михаил Фомин – Муркаш чиркÿ настоятелĕ, Оксана Попова – Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕ, Роза Макарова – район хаçачĕн редакторĕ, Людмила Ванюшкина – Мăн Сĕнтĕр шкулĕн директорĕ. Тĕп ыйту ачасен çуллахи вăхăтри хăрушлăхсăр канăвĕ, çул çитменнисем хутшăннипе пулма пултаракан инкексене асăрхаттарасси тата «Каникул обществăлла канашпа» акци ирттересси пирки пулчĕ. Лару савăнăçлă самантран – ача-пăча ÿкерчĕкĕсен «Полицейский Дядя Степа» конкурсне пĕтĕмлетнинчен – пуçланчĕ. Çĕнтерÿçĕ йышĕнче Оксана Воробьева полици сотрудникĕн ывăлĕ Богдан та пулчĕ. 2025 çулта республикăра çул çитменнисем хутшăннипе тунă преступлени йышĕ 28 процент чакнă. Майăн 1-мĕшĕ тĕлне профилактикаь учетĕнче 1100 çамрăк, йĕркене пăхăнман 1151 ашшĕ-амăшĕ тăрать. Ку кăтарту профилактика ĕçне вăйлатмаллине çирĕплетет. Çуллахи вăхăтра республикăра хула тулашĕнчи 17 лагерь ĕçлет, социаллă реабилитаци центрĕсем çумĕнче 10 лагерь ачасене йышăнать, 281 лагерь – шкулсем çумĕнче. Ача прависен уполномоченнăйĕн аппарачĕпе пĕрле июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен пĕтĕм Раççейри «Безопасность детей» акци пырать. Çавăн пекех çуллахи вăхăтра «Подросток» профилактика мероприятийĕ иртмелле. Полици сотрудникĕсем лагерьсенчи обществăлла йĕркелĕхе пăхса тăрĕç, лагерьсене çитсе тĕрĕслĕç, çамрăксемпе профилактика калаçăвĕ ирттерĕç. Çул-йĕр çинче суранланассине асăрхаттарасси çине уйрăм тимлĕх пулĕ. Республикăра, пĕтĕмĕшле илсен, аварисен йышĕ тата вĕсенче инкек тÿснисен хисепĕ чакни палăрать. Федераци трасси çинчи авари нумайланнă. Çул çитмен çамрăксем хутшăннипе пулнă авари тата çул çине автотранспорт прависĕр тухни – çивĕч ыйту. Çул çитменнисен йĕркесĕрлĕхĕшĕн ашшĕ-амăшĕ те яваплă. Тĕслĕхрен, çул çитмен çамрăк руль умне автотранспорт прависĕр машинăпа ларса тухнишĕн ашшĕ-амăш тĕлĕшпе административлă ĕç пуçараççĕ. Каникул вăхăтĕнче Обществăлла канаш пайташĕсем ача-пăча лагерĕсене активлă çитсе курма тĕллев лартрĕç. Михаил Мясников çак ĕçе округ шайĕнче те туса ирттерме задача лартрĕ. Ларăва хутшăнакансем çитес вăхăтри ĕç планне турĕç, ачасемпе, вăл шутра лагерьсене тĕрĕслевре тытассипе тĕллевлĕ ĕçлеме палăртрĕç. Обществăлла канашăн пайташĕсене Михаил Мясников ятарлă удостоверени парса чысларĕ. Сăн ÿкерчĕкре канаш пайташĕсене куратăр.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2