Ырă улшăну куç умĕнче

Категория: Общество Опубликовано: 05.06.2026, 09:26 Просмотров: 555

Çапла пĕтĕмлетрĕм эпĕ Чăваш Республикин Ĕç министерствин «Шомикри интернат- çурт» учрежденире пулса курнă хыççăн. Ырă улшăнăва эпĕ çурт картишне кĕричченех асăрхарăм. Халĕ ку учреждение çулталăк çурă Михаил Николаев ертсе пырать. Вăл çак сферăра чылай çул тăрăшать, ăсталăхĕ пысăккине кура ăна ответлă ĕç шаннă. Палăртса хăваратăп, ку учреждени тытăмĕнче икĕ уйрăм ĕçлет: пĕри – Шомикра, унта сывлăх енчен кăлтăклă çынсем пурăнаççĕ; тепри – Каршлăхра, вăл – ватă çынсем валли.

Учреждени ĕçĕпе çывăхарах паллашас тесе чи малтанах унăн ертÿçипе Михаил Николаевичпа Каршлăхри уйрăма çитсе килтĕмĕр. Маларах унта пĕрре мар пулнăран эпĕ çĕнĕлĕхе тÿрех асăрхарăм. Утса-тухса çÿрекен çынсем коридора пухăнса ларнă, телевизор пăхаççĕ, унтах камин кăвайчĕ вылять. Интернатра килти пекех хăтлă. Эпĕ кунта пурăнакан ватă çынсемпе калаçрăм, пÿлĕмĕсенче пулса куртăм. Вĕсем кунти пурнăçпа кăмăллă, вĕсене лайăх пăхаççĕ, çитереççĕ. Санитари тĕлĕшĕнчен те пур çĕрте те таса. «Пирĕн коллективра 19 çын ĕçлет. Кунта пурăнакансем 30 çын, вĕсен вăтам ÿсĕмĕ 84 çул. Юлашки вăхăтра кунта Михаил Николаевич тăрăшнипе чылай улшăну пулса иртрĕ. Кунти пурнăç условийĕ палăрмаллах лайăхланчĕ, çурт-йĕр çĕнелчĕ, пурлăхпа техника бази пуянланчĕ. Халĕ пирĕн душ пÿлĕмĕ ватă çынсемшĕн, коляскăпа çÿрекенсемшĕн питĕ меллĕ. Çăвăнмалли пÿлĕмре тата столовăйĕнче плита сартăмăр. Кроватьсене йăлтах çĕннипе улăштартăмăр. Пур пÿлĕме те юсанă, коридора та çĕнетнĕ, сăрланă тата ытти ĕç тунă. Пушар сигнализацийĕ те халĕ çĕнĕ. Тĕп алăкри карта та унчченхи мар. Çитес вăхăтра юсав малалла пулмалла. Кунта пурăнакансем сывлăха кура хăш-пĕр ĕç тума пултараççĕ. Вĕсем валли картишне теплица лартнă, коляскăпа кĕрсе ĕçлеме пултараççĕ, – çапла кĕскен каласа пачĕ кунти ĕçе йĕркелесе пыракан Николай Кузьмин. Çынна чун апачĕ те кирлех. Кĕлĕ пÿлĕмĕ те малтанхи мар, сăваплă вырăна турăшсем вырнаçтарнă, çурта çутма май пур. Палăртма кăмăллă, Михаил Николаевич хăй аллипе эрешлесе тунă ĕçсем те кунта пур. Учрежденире пурăнакансене пысăк уявсемпе саламлама Шупашкарти православи шкулĕнчен килсе çÿреççĕ, Шатракасси, Мăн Сĕнтĕр, Калайкасси шкулĕсенчен те пулнă. Шомикри çурта çитрĕмĕр. Кунта та юсавсем куç умне тÿрех курăнчĕç.

– Паянхи кун Шомикри çуртра 120 çын пурăнать. Вĕсене медицина ĕçченĕсем, вăл шутра кĕçĕн персоналти сотрудниксем 31-ен пăхса тăраççĕ. Юлашки вăхăтра, ертÿçĕ улшăннăранпа, лару-тăру та лайăхланчĕ. Вăл ĕçлеме пуçласан тÿрех юсав ĕçĕсене йĕркелеме, хăй те унта хутшăнма тытăнчĕ. Çĕнĕлĕх йăлтах куç умĕнче. Территоринче йывăç-тĕм лартрăмăр, çитес вăхăтра кунта сад пулмалла. Учрежденире ĕçлеме трактор, çăмăл автомашина туянтăмăр, администраци çуртĕнче пушар сигнализацине тĕпрен çĕнетрĕмĕр, капиталлă юсав турăмăр. Столовăйне те илемлетрĕмĕр. Кун пек ĕçсем татах пур. Чечексен лаптăкне те пысăклататпăр, – терĕ ертÿçĕ çумĕ Екатерина Тимофеева. Учреждени «Старость в радость» ыр кăмăллăх фончĕпе тачă çыхăнса «Система долговременного ухода» федераци проекчĕпе ĕçлет. Фонд интернат çурта психологи, финанс, йăла ыйтăвĕсемпе тата ытти енĕпе пулăшать. Унăн представителĕсем кашни çулах килсе учреждени ĕçĕпе паллашаççĕ, сĕнÿсем параççĕ, вĕренÿ ирттереççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла, иртнĕ çул вĕсем учреждени ĕçне пысăк хак парса хăварнă. Апла пулсан кунти пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах пырать. Илемлĕхе лайăх туякан çынсен пÿлĕмĕсене кĕрсе курсан вара эпĕ тĕлĕнтĕм те. Унтах косметика-парфюмери таврашĕ, тем пысăкăш çемçе теттесем... Пĕр çын вара хыпалансах кунта вĕсене мĕнле лайăх пăхни пирки, кунти пурнăçпа кăмăллă пулни пирки каласа пачĕ. Çакă мар-и-ха социаллă учреждени умне лартнă задачăна тивĕçлĕ шайра пурнăçлани? «Çак проект шайĕнче çынсене меллĕ условисем туса патăмăр. Выртакан çынсем валли вĕсен сĕнĕвĕпе кроватьсене йăлтах çĕннипе улăштартăмăр, пÿлĕмсене хăт кĕртрĕмĕр, шкафсене çĕнетрĕмĕр. Пирĕн ĕç çăмăл мар, чылай çул ĕçлекенсене те асăнса хăварас килет. 1996 çулта çак учреждение уçнăранпа паянхи кунчченех Галина Ельмешкина санитарка, чирлисене пăхма пулăшакан Галина Вернова, Валентина Клюшковăпа Надежда Парикова поварсем ĕçлеççĕ», – терĕ медицина уйрăмĕн ертÿçи Татьяна Егорова психиатр врач. Учреждение волонтерсем те килсе тăраççĕ, ăсталăх ĕçĕсем ирттереççĕ, ал ĕç тумалли хатĕрсем, гуманитари пулăшăвĕ илсе килеççĕ. Кунта спорт тата культура мероприятийĕсене те ирттереççĕ. Иртнĕ çул социаллă учрежденисен республикăри спартакиади пирĕн округра пулнă, ăмăртусем «Сывлăх» спорт шкулĕнче иртнĕ. «Пирĕн патра пурăнакан çынсен сывлăха кура çапах та хăйсене мĕн чухлĕ те пулин пăхма пĕлмелле, тĕслĕхрен, хăйне валли салат хатĕрлеме хăнăхмалла. Хăйсене хăйсем пăхма вĕренессипе тренировка, вĕренÿ пÿлĕмĕсем туса пама тăрăшатпăр, уйрăм хваттер те туса пăхрăмăр. Телевизор пăхса ларнипе кăна çырлахмалла мар, хускану тумалла. Столовăйĕнче вĕсем сĕтел çине хатĕрлеме, тирпейлеме пултараççĕ. Акă, малтанхи пур пулин те, икĕ теплица саккас патăмăр. Вĕсене ĕç терапийĕ те кирлĕ», – терĕ Михаил Николаевич. Çитес вăхăтри плансем пысăк. Шомик учреждени территорийĕнче çынсене пурăнма 100 вырăнлă виçĕ хутлă çĕнĕ çурт тума палăртнă. Ăна валли проектпа смета документацийĕ хатĕр. Федераци укçипе тумалли объекта 2027 – 2028 çулсенчи план-графика кĕртнĕ. Çынсен пурнăç условийĕ хальхинчен лайăхрах пулмалла. Çавăн пекех планра – клуб тата столовăй тăвасси, тасатмалли сооружени те кирлĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2