Шăши сивчирĕнчен асăрханăр

Категория: Общество Опубликовано: 29.05.2026, 13:37 Просмотров: 194

Хаçатăн паянхи хăни – «Муркашри тĕп больница» бюджет учрежденийĕн эпидемиолог тухтăрĕ Галина СОКОЛОВ А. Вăл хускатнă ыйту пирĕн тăрăхра пурăнакансемшĕн ют мар. Çавăнпа та унăн сĕнĕвĕсем хаçат вулакансемшĕн паян ытлашши пулмĕç тесе вĕсемпе тĕплĕн паллашма сĕнетпĕр.

– Пÿрене йывăррăн пырса тивекен инфекци чирне хантавируссем пуçараççĕ. Çут çанталăкра тĕл пулакан çак инфекци чирĕ йывăррăн иртет. Ăна пуçаракансем – шăшисемпе вĕсем евĕр чĕр чунсем. Çак чирĕн эпидемилле хăрушлăхĕ çук, вăл çынран çынна ермест. Инфекци чирлĕ шăшисенчен е вĕсем йышши чĕр чунсенчен çынна çыртнă вырăнсенчен сĕлеке урлă лекме пултарать. Унăн инкубаци тапхăрĕ 4 – 49 талăка пырать. Чир пуриншĕн те хăрушлăх кăларса тăратать пулин те, унпа ытларах арçынсем чирлеççĕ – 70-90 процент. Асăннă чир ытларах чухне промышленность предприятийĕсенче, ял хуçалăхĕнче, водительте тата механизаторта ĕçлекенсене ерет. Ку чирпе чирлес хăрушлăх çуллахи- кĕркуннехи тапхăрта пысăкрах пулнине манмалли çук. Чир хăрушлăхĕ уйрăмах шăши евĕр чĕр чунсене аталанма условисем çителĕклĕ çулсенче хăвăрт сарăлать. Çакă паллă, шăши евĕр чĕр чунсенчен вăрманта, уй-хирте пурăнакан шăшисем ытларах чирлеççĕ. Чир клиника паллисемсĕр хроника инфекцийĕ пек иртет. Чирлĕ чĕр чунсен организмĕнчен вирус сĕлекепе, шăкпа, каяшпа тухать те хăйсем выртнă вырăна, çывăхри шывпа апат-çимĕçе варалать. Асăннă чирпе çынсем вăрмана е чир вирусĕ сарăлма ĕлкĕрнĕ вырăнсене тухсан чирлеме пултараççĕ. Çакна валли çырла пуçтарма е кăмпа татма, канма тухсан, дачăра е килти хушма хуçалăхра ял хуçалăх ĕçĕсем пурнăçланă е вăрмань каснă вăхăтра унăн вирусĕллĕ сывлăшпа сывлани те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Чир ÿт температури хăвăрт ÿссе кайнипе (38 – 40 градус таран), шăнтса пăрахнипе, пуç тата мышцăсем ыратнипе палăрать. Çавăн пекех асăннă чирпе пит, мăй, кĕлеткен çÿлти пайĕ хĕрелме пултарать. Ку чире пуçламăш тапхăрта çынсем грипп тесе йышăнаççĕ. Анчах шăши сивчирĕ (вырăсла: мышиная лихорадка) чухне сăмсаран, шăкра юн тухма пултарать. Чирлекенсем ытларах чухне хырăм ыратнипе аптăраççĕ е пилĕк ыратнине палăртаççĕ. Шăк тухасси чакать е – чирĕн йывăр тапхăрĕ пуçлансан – пачах тухмасть. Асăннă чирĕн пĕрремĕш паллисем палăрсанах врач патне каймалла е васкавлă пулăшу чĕнмелле. Ку чир çынран çынна ерес хăрушлăх çуккине те асра тытăр. Çÿлерех асăннă чиртен асăрханма çак йĕркесене ялан асра тытмалла. Пĕрремĕшĕ – вăрмана тухнă чухне харпăр хăй гигиенине çирĕп пăхăнăр. Çак тĕллевпе канăва илсе тухнă чашăк- тирĕке, апат-çимĕçе ним пăхмасăр курăк тата йывăç-тĕм çине çакса ан хурăр. Ăна валли ятарлă клеенкăпа усă курни вырăнлăрах. Вăрманта çĕр каçнă чухне юлнă апат-çимĕçе полиэтилен пакетсене хурса йывăç тураттинчен çакса яма тăрăшăр. Иккĕмĕшĕ – походсене тухсан çĕр каçма, çывăрма типĕ тата йывăç-тĕм пусса илмен, кăшлакан чĕр чунсенчен пушăрах вырăнсене суйласа илĕр. Утă-улăм куписем çинче çывăрассинчен асăрханăр. Виççĕмĕшĕ – хăвăр килте е дачăра эсир пĕр эрне пулман пулсан, малтанах пÿлĕме уçăлтарăр. Кун хыççăн сĕтел-пукана дезинфекци салфеткипе шăлса тасатăр, пÿлĕмри чашăк-тирĕке вĕри шывпа тĕплĕ çăвăр. Тăваттăмĕшĕ – дача çурчĕсене, хушма хуралтăри пÿлĕмсене тата гаражсемпе нÿхрепсене тирпейленĕ вăхăтра ватăна тăватă сийлĕ марля хурса тунă çыхăпа, резин перчеткепе, халатпа е ытти çипуçпа усă курнă хыççăн вĕсене çийĕнчех çуса типĕтмелле. Çуртсене тирпейленĕ вăхăтра апат çиме, пирус туртма юрамасть. Çак йĕркене утă-улăма вырăнтан-вырăна куçарса купаланă, вăрман каснă, пахча çимĕç суйласа тирпейленĕ вăхăтра т. ыт. чух та пăхăнмалла. Пиллĕкмĕшĕ – пурăнмалли çурт-йĕре, хушма хуралтăсене, кил-çурт таврашĕнчи территорие, уйрăмах килти хушма хуçалăх вырăнĕсене йăлара усă курнă çÿп-çапран вăхăтра тасатса тăмалла. Улттăмĕшĕ – кăшлакан чĕр чунсем пÿрт-çурта ирĕклĕн кĕрессинчен хÿтĕленмелле. Çиччĕмĕшĕ – кăшлакан чĕр чунсем сиенленĕ, вараланă продуктсемпе апат-çимĕç хатĕрлеме усă курмалла мар, апат-çимĕç продуктсене кăшлакан чĕр чунсем кĕреймен пÿлĕмсенче тытмалла, усă куракан шыва малтан вĕретмелле. Саккăрмĕшĕ – сад-дача участокĕсенче, кил-çуртра шăшисемпе вăхăтра кĕрешмелле. Халĕ палăртнă йĕркесене çирĕп пăхăнсан, кил-çуртра е унăн таврашĕнче санитарипе гигиена нормисем яланах тивĕçлĕ шайра пулĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6