Вĕрипе аптăраса ÿкесрен асăрханăр

Категория: Общество Опубликовано: 29.05.2026, 13:32 Просмотров: 191

Çуллахи вăхăтра çынсем вĕри сывлăшпа аптăрани организмшăн уйрăмах хăрушă шутланать. Вăл çыннăн нерв системишĕн, чĕрешĕн, пÿрешĕн тата ытти органсемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Çакă уйрăмах çуллахи шăрăх кунсенче сывлăшра нÿрĕк пысăк тата уçăлтарман пÿлĕмсенче нумай вăхăт ĕçлекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çынсем вĕрипе аптăрани вĕсен организмĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать тата васкавлă медицина пулăшăвĕ кĕтет. Вĕрипе аптăранин тĕп сăлтавĕсем. Организм çакăн пек чухне вĕрипе аптăрани паллă:

– тавралăх температури пысăк пулни;

– шăрăх кунсенче сывлăшра нÿрĕк пысăкки;

– шыв сахал ĕçни;

– физкультура активлăхĕ пысăкки;

– ÿт çинче тачă выртакан синтетика тумтирĕ;

– уçăлтарман, хупă пÿлĕмсенче нумай вăхăт пулни;

– эрех-сăра чылай ĕçни;

– çынна чĕрепе сосуд тата эндокрин чирĕсем аптăратни.

Çак категорири çынсен, ачасен ытларах асăрханмала:

– пĕчĕк ачасен;

– ватă çынсен;

– ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсен;

– спортсменсен;

– стройкăра тата вĕри цехсенче ĕçлекенсен;

– самăр çынсен;

– гипертонипе, сахăр диабечĕпе, чĕре чирĕпе аптăракансен.

Çын вĕрипе аптăранин паллисене вăхăтра палăртма пултарни хăрушлăха çийĕнчех сирсе яма пулăшать. Пĕрремĕш паллăсем:

– шыв ĕçес килни;

– вăй-хал чакни;

– пуç ыратни;

– пуç çаврăнни;

– ăш пăтранни;

– ÿт хĕрелни;

– питĕ вăйлă тарлани.

Хăрушлăх паллисем:

– ÿт температури 40 градусран иртни;

– тăн çухатни;

– калаçу йĕрки пăсăлни;

– тытса пăрахни;

– ÿт вĕри, анчах типĕ пулни;

– чĕре васкаса тапни;

– сывлав йĕрки пăсăлни.

Çак паллăсене асăрхасан, пĕр тăхтаса тăмасăр васкавлă пулăшу чĕнмелле. Вĕрипе аптăраса ÿкнинчен асăрханасси:

1. Шыв ĕçес йĕркене пăхăнни. Организмри шыв балансне тытса пыни. Ку вăл – вĕрипе аптăраса ÿкессинчен асăрханмалли чи лайăх мел. Çакна валли ансат сĕнÿсем:

– ăш хыпиччен шыв ĕçсе тăмалла;

– вĕри çанталăкра талăкра 2 – 3 литр шыв ĕçмелле;

– пылак тата газ напитокĕсем ĕçмелле мар;

– кофе тата алкоголь ĕçессине чакармалла.

2. Хĕвел çинче нумай вăхăт пулмалла мар. Çакна валли чи меллĕ вăхăт 11 – 16 сехетсем хушши шутланать. Манса ан кайăр:

– хĕвел хĕртнĕ чухне сулхăн вырăн шырăр;

– зонтсемпе, хÿтĕ вырăнсемпе усă курăр;

– вĕри вăхăтра нумай хушă уçăлса ан çÿрĕр;

– физкультура занятийĕсене ирпе е каçпа ирттерĕр.

3. Тĕрĕс тумланасси çине пысăк тимлĕх уйăрăр:

– шупка тĕслĕ тумтир суйлăр;

– çĕр мамăкĕнчен хатĕрленĕ тумтир тăхăнăр;

– тумтир ирĕклĕ пултăр;

– сарлака пуç тăхăнмаллипе çÿрĕр.

4. Пÿлĕмри микроклимата тăтăш тĕрĕслесе тăрăр. Пысăк температура урамри вĕри сывлăшран та хăрушăрах. Çавна валли:

– пÿлĕме уçăлтарсах тăрăр;

– пÿлĕмре кондиционерсемпе, вентиляторсемпе час-час усă курăр;

– кăнтăрлахи вăхăтра чÿречесене шторăпа картлăр;

– пÿлĕмри сывлăш температурине 22 – 25 градус ăшăра тытăр.

5. Рационаллă апатлану. Шăрăх кунсенче апат ирĕлтерекен система йывăррăн ĕçлет. Кунта çак сĕнÿсем вырăнлă пулĕç:

– çуллă апат нумай çимелле мар;

– ытларах пахча çимĕçпе улма-çырла çимелле;

– йывăр апат-çимĕçрен асăрханмалла;

– пысăк мар порцисемпе апатланмалла.

6. Йывăр ĕçрен пăрăнасси. Спортра тата йывăр ĕçре сирĕн организм ăшă нумай кăларать. Çавăнпа та:

– тăтăш канусем тумалла;

– кашни 15 – 20 минутра шыв ĕçмелле;

– уçă хĕвел çинче тренировкăсем ирттермелле мар;

– шăрăх вăхăтра организма ытларах кантармалла.

Лина СЕМЕНОВ А, «Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн» врачĕ

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6