Ĕнесене улăх-çарана кăларни – пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе пĕрлех ял çыннишĕн те ответлă вăхăт. Вĕсем çак вăхăт хăйсен килти хушма хуçалăх экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине, выльăхсен сывлăхĕшĕн усăллине, пĕрлешÿллĕ е килти хушма хуçалăхсен тĕрекне вăйлатма меллине ăнланаççĕ.
Кунсăр пуçне выльăхсем çарана тухсан вите-сарайсене кантарма, вĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме, çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕртме пулать. Анчах ял çыннин çак тапхăра хатĕрленнĕ май малтанах картара утă-улăм мĕн чухлĕ юлнине шута илмелле. Çакă выльăхсене симĕс курăк çине кăларса апатлантарăва улăштарнă вăхăтра уйрăмах кирлĕ, мĕншĕн тесен нумай хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх çăва начарлансарах тухать. Уйрăмах кăçал. Çак вăхăтра вырăнсенчи специалистсем кашни выльăхпах диагностика тĕпчевĕ, профилактика прививкисем, тĕрлĕ хурта эмел парса пĕтерес ĕçсем тата ерекен чирсемпе кĕрешмелли плансемпе килĕшÿллĕн ветеринарипе санитари ĕçĕсене ытлă-çитлĕ пурнăçлаççĕ. Асра тытмалла, ĕнесене улăх-çарана кăларас умĕн агрономсемпе зоотехниксен çав вырăнсене пăхса тухса актпа хак памалла, пĕрле пулса çарансене темиçе ана çине пайламалла. Вĕсемпе черетпе усă курссине пурнăçа кĕртсен сĕт памалли ĕнесем валли тăтăшах çемçе курăк пулĕ. Улăх-çарана унта тĕрлĕ ăпăр-тапăр тулса ларасран тăтăшах пăхса тăмалла, вăхăтра тасатмалла. Унта иртнĕ çул е хальхи çур акирен юлнă наркăмăшлă япаласемпе минераллă удобрени миххисем пуласран питĕ сыхланмалла. Выльăхсем улăха тухмалли çулсене, вĕсем çинчи кĕперсене кая юлмасăр юсамалла, улăхсенчи шурлăхлă вырăнсене паллă тумалла, ĕнесене шăвармалли вырăнсене тирпейлемелле тата унти шыва ĕнесем тухиччен лабораторире тĕрĕслеттермелле, маларахах кĕтÿри выльăхсен кăнтăрлахи кану вырăнĕсемпе çуллахи лагерĕсене пăхса тухмалла. Улăх-çарана кăларас умĕн выльăхсем тĕлĕшпе ветеринарсемпе зоотехниксен тĕрĕслевне ирттермелле, вăйлăрах тăрантармалли выльăхсене уйрăм ушкăнсене пĕрлештермелле. Çулленхи практика çакна çирĕплетсе парать: ĕнесене хĕллехи рационтан (протеинпа чухăн та клетчаткăпа пуян) çуллахи сĕтеклĕ апат çине куçарнă тапхăрта вĕсен вар-хырăмĕ час-часах пăсăлать. Çавна пула сăвăм, сĕтри çу хисепĕ чакать. Çапла ан пултăр тесен ĕнесене ир-каç утă-улăм çителĕклĕ пама тăрăшмалла, микро- тата макроэлементсемпе, тăварпа ытлă-çитлĕ тивĕçтермелле. Ĕнесене çуллахи улăх-çарана хăнăхтарасси – васкамасăр пурнăçламалли ĕç. Малтанхи икĕ кунĕнче ĕнесене улăхра 2-3 сехетрен ытла çÿретмесен те юрать. Тепĕр эрнерен çак вăхăта 10-12 сехете çитерсен те юрамалла. Çак тапхăрта пăру-тынашкасем, пăруламалли ĕнесем, хĕл каçа ытларах начарланнă тата чирлесе ирттернĕ выльăхсем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалла. Çăва тухнă май выльăхсене симĕс апата майĕпен хăнăхтарса пыни продуктивлăха тивĕçлĕ шайра упраса хăварма пулăшать. Маларах каланине шута илсен, ĕнесене улăх-çарана кăлармалли вăхăт çитнĕ май хуçалăхсенче тата ялсенче кĕтÿçсем хатĕрлесси малти вырăна тухать. Куçару тапхăрĕнче кĕтÿçсем ĕнесене пĕрремĕш пулăшу пама пĕлни питĕ вырăнлă. Çакна валли вĕсене медицина аптечкипе, троакарпа, ытти хатĕрпе тивĕçтермелле тата вĕсемпе усă курма вĕрентмелле. Хăй ĕçне лайăх пĕлекен кĕтÿç – зооветспециалистшăн та, пĕрлешÿллĕ хуçалăхшăн та пысăк тĕкĕ. Кĕтÿç кĕтÿçпе те, анчах выльăхсене улăх-çарана кăларнă тапхăрти пĕлтерĕшлĕ профилактика мероприятийĕсенчен пĕри вăл – выльăхсене çĕпĕр язвинчен, эмкартан тата ытти инфекци чирĕнчен вăхăтра вакцинăласси. Прививкăсене мăйракаллă шултра выльăхсене, сурăхсемпе качакасене, лашасене çур çул хушăпа çулталăкне икĕ хут тумалла: пĕрремĕш тапхăрĕ – çуркунне выльăхсене çарана кăлариччен, кайран – выльăхсене витене хупнă чух. Эмкартан выльăхсене улăха илсе тухиччен 2 эрне маларах профилактика прививки тумалла (çак вăхăтра активлă иммунитет çирĕпленет). Улăха тухакан ĕнесен чĕрнисене, шĕвĕр мăйракасен вĕçĕсене касмалла. Выльăхсене улăх-çарана кăларнă май ăшă çу кунĕсемпе усă курса апат хатĕрленĕ май вите-сарайсенче юсав ĕçĕсене те хальтерех пуçламалла. Çакă та выльăх отраслĕшĕн çитес хĕл кунĕсенчи тухăçлă ĕç никĕсĕ пулса тăрать.
Татьяна КИСЕЛЕВА, выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕн çумĕ.
Август 2026 |
