Çурта мĕншĕн кадастр учетне тăратмалла?

Категория: Общество Опубликовано: 22.05.2026, 14:39 Просмотров: 322

Вăхăт уттипе тан пырса ял çыннин, çĕр ĕçченĕн пурнăçĕ те аталану çулĕпе утса çĕнĕлĕхсене тăтăш алла илсе пырать. Çакă ялсенчи пурăнмалли çуртсемпе те çыхăннă. Муркаш муниципалитет округĕнче пурăнакансем паянхи куна харпăр хăйĕн пурăнмалли 13195 çуртне Росреестрта кадастр учетне тăратнă. Тĕрĕссипе вара кунашкал çуртсем пирĕн округри ялсенче самай ытларах. Апла пулсан кадастр учетне тăратман çуртсем тĕлĕшпе регистраци прависем çук. Маларах каланине шута илсе паян эпир уйрăм çын харпăрлăхĕнчи пурăнмалли çурта харпăрлăха çирĕплетме тата çакна саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçлама кил хуçисем умне мĕнле ыйтусем тухса тăрасси пирки калаçу хускатас терĕмĕр. Пирĕн ыйтусем çине Росреестр управленийĕн Чăваш Республикинчи Элĕк, Муркаш тата Етĕрне муниципалитет округĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Людмила Викентьевна ПЕТРОВА хуравлать.

Хамăр калаçăва чи пĕлтерĕшлĕ ыйтуран пуçлар-ха: саккун енчен пăхсан мĕн-ха вăл çынсем пурăнмалли индивидуаллă çурт-йĕр?

– Интереслĕ ыйту. Хамăр практикăран çынсем час-часах пурăнмалли индивидуаллă çурт-йĕр, дача, коттедж, сад çурчĕ ăнлавсене хутăштарнине куратпăр – вĕсем пурте уйрăм объектсем. Вĕсем пирки саккунра лайăх палăртса хăварнă. Пурăнмалли индивидуаллă çурт-йĕр вăл – виçĕ этаж йышăнма пултаракан, 20 метртан çÿллĕ мар уйрăм тăракан çурт. Вăл пĕр çемье пурăнмалли тата уйрăм хваттерсемпе блоксене пайланман çурт шутланать. Кун пирки Раççей Федерацийĕн Градосторительство кодексĕнче те çырса хăварнă. Пачах ансатлатса каласан – хăйсен çĕр участокĕнче пĕр çемьене пурăнма тунă харпăрлăхри уйрăм çурт. Палăртса хăвармалла, унăн нумай хваттерлĕ тата блоклă пулмалла мар. Çакăн пек çуртра официаллă регистрациленме тата пропискăна тăма юрать. Ку йĕркепе сирĕн çурт дача участокĕнчи сад çуртĕнчен уйрăлса тăрать.

– Пÿрт-çурта Росреестрта регистрацилени кирлех-и? Çурта хăв вăйупа çĕкленĕ, хута янă – пурăн.

– Эсир хускатнă ыйтупа эпир те час-часах тĕл пулатпăр. Ăна хускатакансене те ăнланма пулать: çурта хăвăн çĕр çинче çемье вăй-халĕпе тунă – пурăн, малалла аталан. Мĕн тума ытлашши хут кирлĕ? Паян хускатнă ыйтăва конкретлă тĕслĕх çинче пăхса тухар-ха. Тĕслĕхрен, Николай Иванович хăйсем валли пурăнмалла çурта 2005 çулта лартнă. Çемьеллĕскер унтах пурăнать, ачасем ÿстернĕ. Анчах çуртне паянхи саккунпа килĕшÿллĕн регистрацилемен. Вăхăт иртнĕ май вăл хăйĕн çуртне ывăлĕ çине куçарса пама тĕллев лартать. Шăпах çак вăхăтра ыйтусем çуралаççĕ те: çурчĕ пур, анчах саккунпа килĕшÿллĕн вăл «çук» пирки пурăнмалли çурта никама парнелейместĕн, халаллаймастăн, сутаймастăн. Пÿрте купаланăранпа тата унта пурăнма пуçланăранпа нумай вăхăт итрнĕ пулин те, кил хуçин çурт пуррине, вăл унăн харпăрлăхĕнче пулнине çирĕплетме документсем шыраса вăхăт тата укçа-тенкĕ чылай тăкаклама тивет. Маларах каланине çапла пĕтĕмлетмелле: Росреестрта хăвăрăн харпăрлăх прависене вăхăтра регистрацилени эсир çав çурт-йĕрĕн саккунлă хуçи пулнине юридици тĕлĕшĕнчен çирĕплетет. Çапла вара хăвăрăн куçман пурлăх кăтартăвĕсене патшалăхăн пĕрлехи реестрне – ЕГРН – кĕртсен çеç эсир пурлăхăн тулли хуçи пулса тăратăр. Çавăн чухне кăна эсир хăвăр пурлăха сутма, парнелеме, халаллама, страхлама пултаратăр, ăна салука хурса кредит илейретĕр. Çак ĕçсене туса ирттерсен çеç патшалăх сире харпăрлăх хуçи тесе йышăнать. Халĕ калани пурлăха регистрациленин тĕп пуянлăхĕ пулса тăрать те. Нумаях пулмасть эпир муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Александр Валерьевич Ивановпа тĕл пулу ирттертĕмĕр. Вăл пире округри ялсенче харпăрлăх прависене регистрацилемен пÿртсемпе ытти çуртсем тĕлĕшпе çынсен харпăрлăх прависене регистрацилессипе ĕç пуçланнине пĕлтерчĕ. Статистикăна пăхсан, кăçалхи пĕрремĕш кварталта уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи 29 çурта шута илнĕ. Çакă малашлăха пăхса ĕçлесси пуçланнине çирĕплетет.

– Калăр-ха, тархасшăн, пурăнмалли çурт тĕлĕшпе харпăрлăх правине вăхăтра илменни унăн хуçи умне пурăна-киле мĕнле ыйтусем кăларса тăратма пултарать?

– Кунта ял çыннин шикленмелли чылай. Вĕсем йăлтах кулленхи пурнăç практикинчен тухса тăраççĕ. Пĕрремĕшĕ – хăвăн пурлăхупа хăвна кирлĕ пек усă курайманни. Эпĕ маларах каланă пек, регистрацилемен пурăнмалли çурта сутаймастăн, парнелейместĕн, харпăрлăха парса хăвараймастăн. Кунашкал ĕçе тума тăрăшни те юридици тĕлĕшĕнчен йĕркене пăсни шутланать. Халĕ сире кулленхи пурнăçри пĕр тĕслĕхе илсе кăтартатăп. Ялти çемье пурлăх правине регистрацилемен çуртра нумай çул пурăннă. Çемьери лару-тăрупа ăна сутмалла пулса тухсан çеç кил хуçисем хыпкаланма пуçланă. Пурлăх правине регистрацилесси пĕр кунта пурнăçламалли ĕç мар. Çапла вара кил хуçисем саккунлă йĕркесемпе тухнă вăхăтра çурт илме кăмăл тунă çемье нумай вăхăт кĕтме килĕшмен. Кил хуçисем пурăнмалли çурта илес текен çĕнĕ клиента тупнă-ха, анчах çак вăхăтра вĕсем мĕн чухлĕ нерва пĕтерни уйрăм калаçу. Çапла пулать те вăл харпăрлăх докуменчĕсене тăвассине вăхăтра пурнăçламасан. Иккĕмĕш çивĕч ыйту – пÿрт-çурта несĕлсене куçарса парасси. Ку вăл пирĕн ĕç практикинчи уйрăмах йывăр пулăм. Кил-çурт хуçи пурнăçран уйрăлсан унăн несĕлĕсем час-часах ашшĕн кил-çурчĕ «хут çинче çуккине» асăрхаççĕ. Кун пек чухне çурт-йĕр тунин докуменчĕсене, свидетельсен кăтартăвĕсене пухса суд витĕр тухма тивет. Куратăр пулĕ, ку çулпа кайсан ĕç палăрмаллах вăрăма тăсăлать. Виççĕмĕшĕ – хăй тĕллĕн тунă çурта пăсасси (çĕр участокне саккунлă йĕркепе çирĕплетмен пулсан унта пÿрт-çурт çавăрма юрамасть). Енчен те çурта ирĕк паракан документсемсĕр тунă пулсан вырăнти влаç ăна гражданин хăй ирĕкĕпе тунă тесе йышăнма тата сÿттерме пултарать. Тăваттăмĕшĕ – çĕре каялла илнĕ чухне строительство ĕçĕсем пурнăçланишĕн сире никам та компенсаци тÿлемест. Енчен те патшалăха сирĕн çĕр участокĕ кирлĕ пулса тухсан – тĕслĕхрен, çул тума – эсир çĕре официаллă йĕркепе илменнишĕн компенсацие тивĕçейместĕр. Регистрацилемен çурта шута илмеççĕ. Пилĕккĕмĕшĕ – пÿрт-çурт тĕлĕшпе харпăрлăх прависем çук пулсан, эсир ун çывăхĕнчи коммуникацисемпе те усă кураймастăр. Хăвăр пурăнакан хуçалăха çутçанталăк газĕ, шыв, электричество кĕртес пулсан, малтанах сирĕн кил хуçалăха Росреестра кĕртнине пăхаççĕ.

– Ăнланмалла каласа патăр. Тунă çурта регистрацилеме мĕнле докуменсем кирлĕ пулни çинче чарăнса тăрар-ха тата.

– Кунта документсен база пакечĕ пĕрешкелех. Çак документсем кирлĕ пулнине шута илĕр:

1. Пурăнмалли çуртăн техника планĕ. Ку вăл тĕп документ шутланать. Ăна вырăна тухса кадастр инженерĕ хатĕрлет. Çавна валли вăл пÿрт-çурта виçет, электрон мелпе унăн техника планне тăвать. Кадастр инженерне эсир «Росреестрăн» официаллă сайтĕнче «Кадастр инженерĕсен реестрĕ» пайра тупма пултаратăр.

2. Çĕр участокĕпе усă курма ирĕк паракан документ. Вăл шутра харпăрлăх правине çирĕплетекен свидетельство, ЕГРНран çырса илни е совет тапхăрĕнче панă йышăну е патшалăх акчĕ.

3. Çурт-йĕр тума пуçлани тата ĕçсене вĕçлени пирки пĕлтерни.

4. Заявитель паспорчĕ тата патшалăх пошлини тÿленин квитанцийĕ – вăл 1000 тенкĕпе танлашать. Палăртса хăваратăп, техника планĕ – тĕп документ. Вăл çук пулсан пурăнмалли çурт-йĕре регистрацилейместĕн. Çавăнпа та сирĕн пĕрремĕш утăм – хăй ĕçне лайăх пĕлекен кадастр инженерне тупасси.

– Çурт-йĕре харпăрлăха çирĕплетме çĕр участокне виçтерни кирлĕ-и?

– Питĕ тĕрĕс ыйту. Пурăнмалли çурт-йĕре харпăрлăха çирĕплетнĕ чух ку ыйту тĕп вырăнта тăрать. Енчен те çĕр участокĕн чиккисене палăртман пулсан, пÿрте кĕске вăхăтра харпăрлăха куçарасси пулмасть. Кунашкал ыйтусемпе паян практикăра нумаййăн тĕл пулаççĕ. Вĕсем çĕр участокĕн чиккисене палăртмасăр пÿрт-çурт харпăрлăхĕн ыйтăвĕсене туллин татса параймаççĕ. Çавăнпа та пурăнмалли пÿрт-çурт илме тăрсан малтанах çĕр чиккисене виçтернине пăхăр.

– Эсир çурт-йĕр тума пуçлани тата ĕçсене вĕçлени çинчен пĕлтерни тата «дача амнистийĕ» пирки асăнтăр. Вĕсен уйрăмлăхĕ мĕнре тата хăçан хăш варианчĕпе усă курма вырăнлăрах?

– Питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйту хускатрăр. Кун- та чăнах та час-часах çухалса кайма пулать. Ансаттăн илсе пăхар-ха. Çурт-йĕр тума пуçлани тата ĕçсене вĕçлени пирки пĕлтерес йĕрке çĕнĕ çурт валли стандартлă процедура. Енчен те эсир çурт тума пуçлатăр çеç е строительство ĕçĕсене 2018 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕ хыççăн пуçланă пулсан, сирĕн кун пирки пĕлтернине вырăнти администрацине çитермелле. «Эпĕçакăн пек параметрсемпе пурăнмалли çурт лартма шутлатăп» тени çĕнĕ стройка ĕçĕсем валли ирĕк ыйтни мар. Администраци эсир проект нормисене пăхăннине тĕрĕслет. Строительство ĕçĕсем вĕçленсен кун пирки каллех техника планĕпе паллаштарса администрацине пĕлтеретĕр. Техплана кадастр инженерĕ хатĕрлет. Документсене Росреестра администраци хăй ярса парать. Ăнланмалла вĕт? Çурт-йĕре нимĕнле ирĕк илмесĕр вуншар çул каялла ансат йĕркепе тунисемшĕн ăна йĕркене кĕртмелли чи ансат мел – дача амнистийĕ. Юлашки вăхăтри ырă хыпар: дача амнистине 2031 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăснă. Çак вăхăтра кадастр инженерне кадастр планне хатĕрлеме ыйтмалла та ăна заявленипе пĕрле Росреестра çитермелле. Вырăнти администрацирен кунта нимĕнле пĕлтерÿ-килĕшÿ те кирлĕ мар. Дача амнистийĕ индивидуаллă çурт-йĕр строительстви валли ялсенче уйăрнă çĕр участокĕсенче килти хушма хуçалăха тытса пыма тунă çурт-йĕр тата сад участокĕсем çине сарăлать. Практикăри пример. Галина Петровна хăйĕн сад участокĕнче 1998 çултах çурт туса лартнă. Вăл вăхăтра хĕрарăм нимĕнле ирĕк те илмен – вăл кирлĕ те пулман. Халĕ Галина Петровна çав участока хăйĕн харпăрлăхне кĕртесшĕн. Дача амнистийĕпе усă курса вăл техника планне хатĕрлеме пуçланă, МФЦ урлă документсем тăратнă та виçĕ ĕç кунĕ хушшинче ЕГРНран çырса панă выпискăна илнĕ. Халĕ вăл хăйĕн даччин тулли праваллă хуçи шутланать.

– Документсене вăхăтра ăçта çитермелле тата регистраци мĕн вăхăт йышăнать?

– Кунти пĕтĕм ĕçе паян дача хуçисем майлă йĕркеленĕ. Документсене тĕрлĕ майпа пама пулать. Чи ансатти – МФЦ урлă. Пĕтĕм документсемпе унта пыратăр та вырăнти специалист вĕсене сире расписка парса йышăнса юлать. Урăх ниçта та каймалла мар. Регистраци тапхăрĕ – виçĕ ĕç кунĕ. Иккĕмĕш мел – Госуслуги портал урлă электрон мелпе. Документсене электрон мелпе панă чухне регистраци вăхăчĕ пĕр куна çити чакать. Регистраци тунă хыççăн эсир ЕГРНран çырса панине илетĕр те харпăрлăх хуçи пулса тăратăр.

– Хамăр калаçăва вĕçленĕ май тепĕр ыйту хускататăп. Хăйсен çурчĕсене паянчченех саккунпа килĕшÿллĕн йĕркене кĕртменнисене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

– Пурăнмалли çуртсене саккунпа килĕшÿллĕн йĕркене кĕртесси халĕ çеç пуçланнă ĕç мар. Ăна маларах вăхăтра туса ирттернисем ăнланаççĕ ĕнтĕ: пуçламăшĕ çеç кăткăссăн туйăнать. Пĕрремĕш утăм тусан ĕçĕн йĕрки хăй ума тухса пырать. Ĕçе вĕçлесен кунта нимĕн йывăрри те çуккине ăнланса илетĕн. Ялти пурăнмалли çурта саккунпа килĕшÿллĕн йĕркене кĕртни çынсене хăйсен ĕçне, ăна валли тунă тăкаксене, çемье тупăшне упрама май туса парать. Нумайăшĕ паян эпир çÿлерех асăннă ĕçсене «каярах юлса пурнă cлăпăр, паян вăхăт çук, йывăр, хаклă» тесе иккĕмĕш вырăна хăварса пыраççĕ. Вăхăт иртсен вĕсем хăйсен çуртне сутайманнипе, несĕлĕсене парса хăварайманнипе тĕл пулаççĕ. Тепĕр чухне пĕр ăру çеç мар ÿснĕ çуртсене никамран ирĕк илмесĕр хăй тĕллĕн тунă çуртсем тесе йышăну кăларни те пур пирĕн практикăра. Паян çĕршыв пурăнмалли çурт-йĕре харпăрлăха куçарма ансат майсем туса пачĕ. Дача амнистине тăсрĕç, кашни муниципалитет округĕнчех МФЦсем ĕçлеççĕ, вырăнсенче кадастр инженерĕсем çителĕклĕ. Çине тăрса ĕçлесен МФЦна кайса пурăнмалли çурт-йĕре харпăрлăха регистрацилеме шутлă кунсем çеç кирлĕ. Маларах каланине пĕтĕмлетсе хаçат вулаканĕсене çакăн пек сĕнÿ паратăп: хăвăрăн пурăнмалли çурта саккунпа килĕшÿллĕн йĕркене кĕртессине кая ан хăварăр. Сирĕн çурт-йĕр саккунлă хÿтлĕх кĕтет. Ку вăл сирĕн тата ачăрсен канлĕхпе те çыхăннă.

Анатолий ПЕТРОВ калаçнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6