Иртнĕ çулталăк вĕçĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе Муркаш округĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева пулнăччĕ. Ун чухне депутат Çатракасси шкулне çитсе курчĕ, унти лару-тăрупа паллашрĕ, вĕренÿ пÿлĕмĕсенче, залсенче пулчĕ, коллективпа калаçрĕ. Шкул директорĕ Виталий Прокопьев шкулта тахçанах юсав ĕçĕсем пулманнине пĕлтерчĕ. «Пирĕн шкул та юсав ирттермелли шкулсен йышне кĕрсен тем пекех лайăх пулнă пулĕччĕ. Проектпа смета документацийĕсем хатĕр ĕнтĕ», – терĕ вăл депутата.
Депутатшăн – халăх ыйтăвĕ тĕпре. Алла Салаева ырă хыпар пĕлтерчĕ. «2026 çулта сирĕн шкулта капиталлă юсав пулать. Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тата пахалăхлă пĕлÿ пама пур условие те туса парăпăр. Юсав пахалăхлă тата вăхăтра пулĕ», – терĕ вăл вĕренекенсемпе вĕрентекенсене. Ырă хыпар ырă ĕçе куçрĕ, шантарнă сăмах ахаль пулмарĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Çĕнĕ шкул» регион проекчĕпе халĕ Çатракасси шкулĕнче капиталлă юсав ĕçĕн хĕрÿ тапхăрĕ пырать. Палăртса хăвармалла, Чăваш Республикинче кăçал кăна 38 шкулта капиталлă юсав пырать, вăл шутра 36-ĕн алăкĕ кĕркуннене уçăлмалла. Ĕçсем ку енĕпе республикăра калăпăшлă пыраççĕ. Ĕç пурнăçлаканĕ – «Ситистрой» чикĕллĕ яваплăхлă общество. Контракт тăрăх юсав ĕçĕсем октябрь уйăхĕн пĕрремĕш çурринче вĕçленмелле. Кунти ĕç мĕнле пынине çитсе куртăм эпĕ. Пăхма питех те кăмăллă, ĕçлекен çын нумай, техника унталла-кунталла васкать, материал кÿрсе килеççĕ. Çатракасси шкул директорĕ Виталий Прокопьев кунти лару-тăрупа кăмăллă, объектри ĕçсене контрольте тытать вăл. Классенче пулса куртăмăр – питĕ хăтлă. Сцена залĕнче юсавччен пулса курнăччĕ эпĕ. Халĕ унта питĕ илемлĕ, малтанхипе танлаштарсан, çĕрпе пĕлĕт тейĕн. Ĕçсемпе «Ситистрой» чикĕллĕ яваплхлă обществăн тĕп инженерĕ Сергей Симаков паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, çак организаци ытти çулхипе шутласан пирĕн округра вуннăмĕш объектра юсав ирттерет. Апла пулсан вăл шанчăклă подрядчик. Кăçал кăна округри икĕ шкулта – Çатракассинче тата Йÿçкассинче – юсав ĕçĕсем пыраççĕ, виççĕмĕш объект – Шупашкар округĕнче. Кашни объектра ĕç кал-кал пырать. «Объектра мĕнле ĕçсем пынине кура 25-рен пуçласа 40 çын таран ĕçлет. Демонтаж тата электромонтаж, штукатурка ĕçĕсене вĕçленĕ. Ĕçлемелли техника-оборудовани çителĕклĕ. Канализацие йĕркелесе çитернĕ. Стенасене шал енчен те, тул енчене те хулăмлатса çапнă. Светильниксемпе радиаторсене вырнаçтаратпăр, ытти ĕçсем те пыраççĕ. Урай сарса пĕтерни те, пĕтермелли те пур. Ĕçсем çапла лайăх пырсан çĕнĕ вĕренÿ çулне вĕçлеме май пур. Стена тĕсĕсене çутă тума тăрăшрăмăр, – терĕ строитель. Ĕç хăвăрт пынипе ачасемпе учительсем кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. Самантпа усă курса мана Альбина Павловăпа калаçма тÿр килчĕ. Унăн çак шкулта вĕренекен ача пур, иккĕшĕ вĕренсе тухнă тата вăл хăй кунта кĕçĕн класс ачисене вĕрентет. «Ку шкула часах манăн мăнуксем те вĕренме килмелле. Вĕсем килнĕ çĕре шкул çĕнелет. Шкул питĕ илемлĕ вырăнта ларать, вĕр çĕнĕпе танах пулса пырать. Ĕçлес килет, вĕренес килет. Пире, ашшĕ-амăшĕсене, учительсене те паллах, килĕшет кунта ĕç кал-кал пыни. Эпĕ çак шкулта вĕренекен пур ачан ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Раççей Патшалăх Думин депутатне Алла Салаевăна пысăк тав сăмахĕ калатăп. Виталий Прокопьев шкул директорĕ хытах тăрăшрĕ. Çавăн пекех вĕренÿ пайĕн ертÿçине Зоя Дипломатовăна, округ ертÿлĕхне тав тăватпăр. Акă кĕске хушăра кивĕ çуртран илемлĕ çурт çĕкленсе ларчĕ. Ĕç кун пек хăвăрт пуласса шутламанччĕ те эпир. Çĕнĕ вĕренÿ çулне çĕнелнĕ шкулта пуçлас шанăç та пур пирĕн халĕ. Ĕçĕсем малашне те çапла ăнса пыччăр кăна», –терĕАльбина Витальевна ĕ cпе кăмăллă пулнине палăртса. Ялта шкул пулсан, ача-пăча сасси чакмасан, ĕçлекенсем çитсен ялăн малашлăхĕ пур-ха. Ун пек ялсене патшалăх шайĕнче те тимлĕх уйăраççĕ. Сăмах Çатракасси шкулĕ пиркиех пырать. Маларахри çулсенче шкул территорине хăтлăх кĕртрĕç, стадиона çĕнетрĕç. Малашлăх тата ĕç кăтартăвĕ пуррине кура патшалăх пысăк укçа хыврĕ çак объекта. Акă халĕ шкулăн икĕ хутлă çурчĕ капмарланса пырать. Мĕн кирлĕ тата пире, ял çыннисене? Паллах, çак ĕçсем ачасене татах та лайăхрах вĕренме, учительсене вара ытларах тăрăшма хавхалантарĕç. «Кунта ĕçлекенсен вăтам ÿсĕмĕ 54 çулпа танлашать. Эпĕ коллектива ватă теместĕп, пирĕн патра пысăк опыт пухса çитернĕ ÿсĕмри тăрăшуллă та пултаруллă учительсем ĕçлеççĕ. Алла Салаева пирĕн шкула килсен ăна кадр лару-тăрăвне те ăнлантарса патăм эпĕ, çамрăк вĕрентекенсем кирлине пĕлтертĕм. Физика учителĕ тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленнĕрен, ăна улăштаракан кирлĕччĕ пирĕн шкулта. Вăхăт нумай та иртмерĕ, Алла Леонидовна ыйтнипе «Земство учителĕ» программăпа пирĕн пата физика учителĕ ĕçлеме килме квотăна кĕртнĕ. Çак ĕçсем депутат халăх ыйтăвне татса пама тăрăшни мар-и-ха? Эпĕ шкул директорĕ пулнă май, пирĕн ял çине те тимлĕх уйăрнăшăн хамăр тăрăхри пур çын ячĕпе Алла Салаевăна пысăк тав сăмахĕ калатăп», – терĕ Виталий Прокопьев. Мĕнех çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнелнĕ çуртра тĕл пулмалли кăна юлать пирĕн.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
