Çулсем иртнĕ май улмуççисем те ватăлаççĕ, вăйсăрланаççĕ. Пан улми тухăçĕ чакать, вĕсем вĕтелеççĕ. Çавăнпа та улмуççисене «çамрăклатассипе» те çуркунне ĕçлемелле. Ку тĕлĕшпе тĕп туратсене çуррине майлă касса илмелле. Каснă вырăна сад маçĕпе сĕрмелле. Çапла туни улмуççие нимĕн чухлĕ те сиен кÿмест. Çак çулах ун çинче çамрăк туратсем вăй илсе ÿсме пуçлаççĕ.
Туратсене каснă чух асăрханулăх малти вырăнта пулмалла. Хăшĕсем çак ĕçе пурнăçланă чух йывăç вуллине ытлашши касса сиенлеççĕ е тĕмеске хăвараççĕ. Çакăн пек вырăнсенче çулсем иртнĕ май хăвăл пулса юлать. Кун пек хăвăлсем паянхи улмуççи çинчех пур-тăк хăвăла çĕрĕкрен тата тĕрлĕ çÿп-çапран тасатмалла та çав вырăна 1-3 процентлă ешĕл сенкер (медный купорос) шыв растворĕпе (10 литр шыв пуçне 100-300 грамм) дезинфекцилемелле. Хăвăл пысăк пулсан ăна вак чул тултарса хăйăрлă цемент растворĕпе хытарса лартмалла. Сăнанă тăрăх ытларах чухне çамрăк улмуççисен вуллисене хĕл каçа шăшисем кăшласа сиенлеççĕ. Çакна асăрхарăр пулсан кăшт кăна сиенленнĕ вырăнсене сад маçĕпе сĕрмелле. Енчен те сăтăрçăсем вулă таврах кăшласа çаврăннă пулсан улмуççие «кĕпер» меслетпе сыпса çăлса хăварма май пур. Çакна валли пĕр çулхи, сывă та тĕрĕс-тĕкел хĕл каçнă, сивве чăтăмлă улмуççи çинчен илнĕ сапанпа усă курмалла. Ку меслетпе сыпса хăварас ĕçе сиенленнĕ улмуççи папак çурсанах пурнăçламалла. Сыпма хатĕрленĕ сапанăн сиенленнĕ вырăн тăршшĕнчен вăрăмрах пулмалла. Сапан улмуççи хуппипе тачă пĕрлештĕр тесен унăн вĕçĕсене вулă еннелле чалăш туса кĕскен касмалла. Вулă çинче шăши кăшласа сиен тунă вырăнтан çÿлте те, аял енче те «Т» сас палли евĕр касса сапан лартма вырăн хатĕрлемелле. Сапан вĕçĕсене унта асăрханса вырнаçтармалла. Вĕçĕсене вулă çумне 2-2,5 мм тăршшĕ пăтасемпе çапса лартмалла. Çиелтен полиэтиленпа чĕркемелле, суранлă вырăнсене сад маçĕпе тĕплĕн сĕрмелле. «Кĕпер» меслетпе сыпнă сапанăн улмуççи вулли çумĕнче пĕкĕ пек пулмалла. Çак меслетпе сыпнă сапансен шучĕ улмуççи миçе çулта пулнинчен те, сиенленнĕ лаптăксенчен те килет. Çамрăк улмуççи вулли çинче вĕсем иккĕрен кая мар пулмалла. «Кĕпер» меслетпе сыпнă сапансем çинче вăхăт иртсен çулçăсемпе туратсем ÿссе тухаççĕ. Вĕсем сапансене вулăпа сыпăнма чăрмав пулаççĕ. Çавăнпа та вăл туратсемпе çулçăсене тăтăшах иртме манмалла мар. Хĕвеллĕ çанталăкра улмуççие шăварассине тата сыпнă вырăнсене хĕвел пайăркисенчен картлассине йĕркелемелле. Садри çурхи тепĕр ĕç вăл – улма-çырла йывăççисен вуллисене шуратасси. Ватă улмуççисемпе вĕсен тĕп турачĕсене известь шывĕпе шуратма сĕнетĕп. Ăна хатĕрлеме 10 литр шыв çине 2 кг известь тата 400 грамм ешĕл сенкер кирлĕ. Çамрăк улмуççисене шуратма вара пурă шывĕпе те усă курма юрать. Юр ирĕлнĕ май улмуççисем çывăхĕнчеь шыв кÿлленчĕкĕсем пулма пултараççĕ. Сăртлă вырăнта вĕсем кунти тăпрана юхтарса каясран асăрханмалла. Юр ирĕлсе пĕтнĕ самант – вăрман улмуççийĕпе груша сыпмалли чи лайăх вăхăт. Кăна валли пĕр çулхи ÿсĕмри сапанпа усă курмалла. Сапан çинче 4 папкаран кая мар пулмалла. Улмуççи кĕр çитсен пан улмипе савăнтартăр тесен ăна çуркунне минераллă тата органикăллă удобренисемпе апатлантарасси пирки те манмалла мар. Тăпра типнĕ май ăна улмуççисем тавра кĕреçепе пусса кăпкалатмалла. Сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа тата чир-чĕрпе кĕрешме те малтан специалистсемпе калаçса пăхни ытлашши пулмĕ. Улма-çырла сачĕ тухăçпа савăнтарасси эпир çуркунне епле вăй хунинчен пуçланать. Çавăнпа та çурхи ĕçе ырана хăварас марччĕ.
Александр ШАРИКОВ пахчаçă.
Тереç ялĕ
Август 2026 |
