Эпĕ район хаçачĕ урлă хăй вăхăтĕнче тăрăшуллă ĕçпе сумлă ята тивĕçнĕ, çамрăксемшĕн тĕслĕхри, ялта хисеплĕ, килте тирпейлĕ те ырă кăмăллă хĕрарăм çинчен çырса пĕлтересшĕн.
Римма Михайловна Петрова 1931 çулта майăн 5-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă. Римма çулталăк çурăра чухне çемье пуçĕ чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă. Çемьери 5 ача çурма тăлăха тăрса юлнă. Йывăрлăхсене çĕнтерсе, тискер вăрçă çулĕсенче халăхпа пĕрле пулса, ĕçе хăнăхтарса, çав хушăрах шкулта вĕрентсе çитĕнтернĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕсене амăшĕ. Римма шкулта çичĕ çул вĕреннĕ хыççăн Вăрнарти зооветтехникума вĕренме çул тытнă. 1948 çулта ветеринар специальноçне алла илнĕ хыççăн шăпа ăна пирĕн тăрăха, Муркаш районĕнчи Шетмĕпуç ветеринари участокне, илсе çитернĕ. Çапла пуçланнă вăл пирĕн территоринче тĕпленсе пурăнасси. Ветучасток ертÿçи пулса 42 çул, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, тÿрĕ чунпа тăрăшрĕ вăл. Римма Петрова çамрăк специалистсене ĕçе вĕрентсе пычĕ. Вĕсем сахал мар тав турĕç хăйĕн наставникне. Малтанхи вăхăтра, специалистсем çитменнипе, унăн участокне 20 яхăн ял территорийĕ кĕнĕ. Çак ялсенче вырнаçнă ферма кĕтĕвĕсене те вăлах пăхса тăнă. Ветеринар хăйне шанса панă территорире туберкулез, бруцеллез, кукша тата ытти выльăх-чĕрлĕх чирне тĕппипе пĕтерес тесе чылай вăй хучĕ. Ялсене çитмелли транспорт вара унăн лаша пулчĕ. Римма Михайловна нумай чухне чĕннĕ çĕре лашапа утланса çула тухса каятчĕ. 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышĕ пысăкланса пынă май, Шетмĕпуç участокĕ 8 ялти тата колхозри 1500 пуç ĕне выльăха, 3000 яхăн пуç сыснана чир-чĕртен асăрхаса тăнă. Римма Михайловна выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе тăтăшах канашласа мĕн те пулин çĕннине алла илме тăрăшнă. Сăмахран, сумалли ĕнесене хĕллехи вăхăтра 1,5 – 2 км уттарса уçăлтарнине, çу вăхăтĕнче ферма ĕçченĕсемпе пĕрле тĕрлĕрен сиплĕ курăк пуçтарса типĕтсе хатĕрлессине вăлах пуçару тунă. Хуçалăх территорийĕнче район тулашĕнчи канашлусем те иртнĕ. Унта вăл тĕрлĕ çĕнĕлĕхпе паллаштарнă, тĕслĕхрен, выльăх валли хатĕрленĕ гербарипе. Кун пек нумай тĕслĕх асра. «Çуралакан пăрусем сывă пулсан кăна малашлăхра ĕнесенчен сĕт нумай суса илме пулать», – çапла вĕрентсе каланă вăл.
Мичурин ячĕпе хисепленекен хуçалăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, унран продукци илессипе районта малтисен йышĕнче пулчĕ. Нумай çул хушши куçса çÿрекен ялава укçа хавхалантарăвĕпе пĕрле алăран вĕçертмен хуçалăх. Кунта вара Римма Михайловнăн та тÿпи пысăк. Çак кунсенче Римма Михайловна 95 çулхи сумлă юбилейне паллă тăвать. Ĕçне кура – хисепĕ, теççĕ халăхра. Çак хисепе чăннипех те тивĕçлĕ вăл. Вĕсем мăшăрĕпе Алексей Петровичпа Лариса хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсен 2 мăнук, 5 кĕçĕн мăнук. Алексей Петровичпа Римма Михайловна – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем. Хĕрĕ
– Лариса – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ. Мăнукĕ – Алексей – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ. Пĕр сăмахпа каласан – пĕр çемьере тăватă тава тивĕçлĕ ĕçчен. Кун пекки тем тесен те час-часах тĕл пулмасть. Кунсăр пуçне Римма тата Алексей Петровсем «Юратупа шанчăклăх» медале тивĕçнĕ. Çавăн пек пултаруллă çынсем пурăнаççĕ пирĕн хушăра. Мухтанатпăр, хăпартланатпăр вĕсемпе. Шел пулин те, Алексей Петрович пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Унăн çутă сăнарĕпе ырă ĕçĕсем пирĕн чĕрере ĕмĕрлĕхе пулĕç.
Архиври сăн ÿкерчĕкре: Римма Михайловна.
Луиза АЛЕКСАНДРОВА.
Август 2026 |
