Ял хуçалăх ĕçĕпе ытларах чухне ялта пурăнакан çынна çыхăнтаратпăр. Юлашки вăхăтра ял пурнăçне хулара ÿссе çитĕннĕ çамрăксем те явăçни, паллах, питĕ кăмăллă. Апла пулсан – ял пурăнать, ял хуçалăх ĕçĕ аталанать. Çакăн пек лару-тăру уйрăмах хула çывăхĕнчи ялсенче палăрать.
Хамăн сăмахсене эпĕ икĕ тĕслĕхпе кăна çирĕплететĕп, тĕрĕссипе вара пирĕн хушăра ун пекки ытларах та. Пĕри – Итакачкассинчи Валерий Егоров фермер. Вăл Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви йĕркеленĕ масштаблă проектăн – «МедиаПоле» наци премийĕн – Мускаври финалне хутшăнчĕ. Çак конкурса ял хуçалăх отраслĕпе çыхăннă блогерсем, режиссерсем, журналистсем валли йĕркеленĕ. Сăмах май, халĕ агроблогер хăйĕн чатĕнче çĕр çырли лартса ÿстерессипе пире кирлĕ сĕнÿсем тăтăшах парать, çавăн пекех ял пурнăçĕпе, ял хуçалăхĕпе çыхăннă кĕске видеосемпе паллаштарать. Тĕслĕхрен, маншăн çакă питĕ кăсăклă.
Тепĕр çамрăк арçын та ял ĕçĕнче малашлăх курать. «Яланах фермер ĕçне пуçлас килетчĕ, ачаран никĕсленнĕ фермер пулас шухăш пуçран каймарĕ. 2022 çулта фермер шкулĕнче вĕрентĕм. 2023 çулта вара çĕр çырли ÿстерме «Перспектива» гранта тивĕçрĕм», – терĕ Дмитрий Краснов предприниматель. Çырла лартса ÿстерессипе ашшĕ-амăшĕ ĕçленине вăл ачаранах курнă, хăй те ĕçленĕ. Фермер ĕçне пуçăнма вара ăна социаллă сетьри видео хавхалантарнă тата пулăшнă, теплицăра лартса ÿстернинчен пуçланă. Тепĕр çулхине Чурикассинче çĕр арендăна илнĕ. Грантовик шайĕнче икĕ çул ĕçленĕ, унччен Шупашкар тăрăхĕнче хăй тĕллĕн ÿстернĕ. Халĕ предприниматель арендăри икĕ гектар çинче çĕр çырли туса илет, виçĕ гектар çинче калча лартса хăварнă. Грант условийĕпе килĕшÿллĕн фермерăн пĕр çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелле, ăна вăл официаллă пурнăçланă. Тĕрĕссипе вара хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче ытларах çынна явăçтараççĕ. Вăл ремонтатлă сорт ÿстерет. Фермер «Муркаш çырли» кооператив тытăмĕнче ĕçлет. Кооперативри çырла продукцийĕ Х5 компанин «Пятерочка», «Перекресток», «Чижик» тата ытти суту-илÿ сечĕсенче сутăнма тытăнчĕ. Ку, паллах, питех те пысăк çитĕнÿ. Кооператив иртнĕ çулла çырла продукцийĕпе компанин Атăл çи тата Тĕп федераци округĕсенчи центрĕсене тивĕçтерсе тăчĕ. Халĕ муркашсем çырла ÿстерессинче пултаруллине пур çĕрте те пĕлеççĕ. Кооперативăн малашлăхĕ пысăк, продукци лайăх сутăннине кура производство лаптăкне ÿстерме палăртнă, çавăн пекех продукцие тирпейлесе, сивĕтсе сутлăха кăларассипе те тĕллевсем пысăк. Продукци сентре çине сутлăха ятарлă цех витĕр тухать. Дмитрий Краснов çырлана çавăн пекех тĕрлĕ хулара хăй тĕллĕн те сутать. Грант укçипе фермер çырла калчи, тумламăн шăвармалли система туяннă. Пысăк тухăç илес пулсан, паллах, анасене кантармалла, пусă çаврăнăшне улăштармалла. Ку енĕпе тумалли ĕçсене те плана кĕртсе хăварнă вăл. Фермер финансист специальноçне алла илнĕ. Ял хуçалăхне вăл банк секторĕнчен килнĕ. Çĕр çинче ĕçлеме вара ĕçчен пулни кăна кирлĕ мар, уйрăмах хальхи вăхăтра. Харпăр хăйĕн ĕçне социаллă сетьсенче те кăтартма пĕлмелле. Аса илтеретĕп, аграри отраслĕнчи ертÿçĕсен Раççей шайĕнчи «Лидеры АПК» конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче Дмитрий Краснов финалистсен йышне кĕчĕ. Унта лекессишĕн 7,5 пин ытла çын тăрăшнă. Финала 245 çын тухнă.
– Ку конкурса эпĕ пĕрремĕш çул мар хутшăнатăп, çак енĕпе опыт пур манăн. Унта пулса курни пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Маларах «Лидеры России» конкурса хутшăннăччĕ. Ун чухне çурма финала çитнĕччĕ, пире Чул хулара пухрĕç. Çавăнпа та хальхи суйлав маншăн çĕнĕлĕх пулмарĕ. Çак конкурса хутшăнма Чăваш Ентен мана кăна суйласа илнĕ, – терĕ вăл. Конкурса хутшăнакансем – АПК сферинчи пысăк предприятисен сотрудникĕсем, ведомство ертÿçисем. Тĕслĕхрен, Муркаш фермерне Пермь тăрăхĕнчи ял хуçалăх министрĕпе, Ульяновскри мороженăй фабрикин ертÿçипе, «Русагро» пысăк предприяти сотрудникĕпе пĕр сĕтел хушшинче ларма тивнĕ. Тупăшакансен тĕрĕслевĕ çирĕп пулнă, паллах, чи малтан ăс-тăн çивĕчлĕхĕ, васкавлăн анализ тума пĕлни кирлĕ. Çак ĕç «Россия – страна возможностей» Президент платформин «Сенеж» мастерскойĕнче иртнĕ. Финала тухнă Дмитрий Красновăн халĕ çÿллĕ шайри пĕр-пĕр пысăк ертÿçĕн вĕренекенĕ пулма ирĕк пур. Наставник ăна бизнесра вĕрентсе, пулăшса пырать.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
