«Эпĕ халĕ 93 çулта. Ахаль лармастăп, акă манăн велотренажер пур, унпа кунне 15 минут хушши ал-урана çемçететĕп. 15 минут 2 километр çурă утни-чупнипе танлашать. Пахчана тухса çÿретĕп, хĕлле пулсан урамра хапха умĕнче, картишĕнче юр хыратăп, çуркунне шыв уçса яратăп. Пĕр кунхине кăна пахчара икĕ сехет ĕçлерĕм, утса çÿрерĕм, шыв канавĕ уçса ятăм. Хама валли яланах мĕнле те пулин ĕç тупатăп. Унсăрăн ал-ура хытса ларать. Тĕрлĕ курăк-чечекрен сипленмелли шĕвексем хатĕрлетĕп. Тăтăшах хамах пысăк кукăль пĕçеретĕп, пĕчĕккисене те тăватăп. Ачасем мана лайăх пăхаççĕ», – терĕ тыл ĕçченĕ Александр Кожевников (сăн ÿкерчĕкре). Унра пурнăç хавалĕ пĕтмен-ха, кăмăл-туйăмĕ те пусăрăнчăк мар унăн. Ăшă сăн-питлĕ асаттерен вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре пулнине пĕлес килчĕ манăн. «Эрех ĕçсе пурăнман, ĕмĕрĕпех ĕçлесе. Ачасене те ĕçе вĕрентсе. Хамăрăн сывлăхшăн хамăрăн тăрăшма пĕлмелле», – çапла пулчĕ унăн хуравĕ. Мана Александр Федотович хăйĕн йывăр ачалăхĕ тата вăрçă нуши пирки, хыççăнхи çулсем çинчен каласа кăтартрĕ. Тăватă класс та вĕренсе пĕтерме май килмен ăна, тÿлеме укçи çук, тăхăнмалли те, çимелли те пулман. Çакăн пек нуша кашни кил алăкне шакканă. «Атти-апи вăрçă пуçланнине каларĕç. Малтанах эпир, ачасем, хăрама та пĕлмен, мĕн пуласса ăнлансах та кайман. Ялти арçынсем фронта кайма пуçларĕç. Манăн атте те вăрçа тухса кайрĕ, Федот ятлăччĕ вăл. Анне – Мария. Вăл килте тăватă ачапа тăрса юлчĕ. Ялта ватă-вĕтĕ, хĕрарăмсемпе сусăр çынсем анчах. Вăйпиттисем веçех фронта тухса кайрĕç. Колхозра ĕçлекен çук. Пирĕн анне çирĕп хĕрарăмччĕ. Уйăрса панă ана çинче вăл пĕр хулăллă арçынпа тырă акатчĕ. Мана вĕсем хыççăн сÿрелеме лаша кÿлсе пачĕç. Лашапа ĕçлеме хăнăхрăм та питĕ çÿрес килетчĕ лашапа», –калаç .вне тăсрĕ ветеран. Бригадир хăш ĕçе хушнă, ачасем çавăнта кайнă, лашапа хире тислĕк кăларнă, утă-улăм турттарнă. Аслисем ачасене мухтани вара татах та ытларах ĕçлеме хавхалантарнă вĕсене. Александрăн амăшĕ Мария та лашапа таçта та ĕçленĕ. Вăл тепĕр хĕрарăмпа пĕрле колхозра ĕçлекенсем валли тырă вырнă вăхăтра пысăк хуранпа апат пĕçернĕ. Халĕ уйра мĕн чухлĕ тырă пучаххи выртса юлать, вырнă хыççăнхи калча та акнă пек сип-симĕс ешерсе ларать. Александр Федотович çакăншăн питĕ пăшăрханать. Вăрçă вăхăтĕнче, кайран та тырăна çĕр ĕçченĕ хаклама пĕлнĕ, тырă пучаххисене уйра пуçтарса çÿренĕ вĕсем ача чухне. Каçсерен вĕсем патне ал ĕçĕ тума лармана пухăнни, фронт валли посылка хатĕрлени, çурхи шывпа хĕрарăмсем пир шуратни, çуркунне колхоз уйĕнче çĕрĕк çĕр улми пуçтарни те асрах. Çапах та совет халăхĕ кар тăнипе тăшмана çапса аркатнă. Тинех тахçантанпа кĕтнĕ çĕнтерÿ çитнĕ. Кĕлеткерен пĕчĕкрех пулнă Александр çар ретне часах тăрайман, апла пулин те каччă çак тивĕçе пурнăçланă. Çартан таврăнсан вăл Мари Республикине ĕçлеме кайнă. Çав вăхăтра унăн пулас мăшăрĕ Акулина кÿршĕ республикăра ĕçлесе пурăннă. Александр çамрăклах никам çине те мар, хăйĕн вăйĕ çине шанма вĕреннĕ. Пăсăрман ялĕнче хăйне ята çĕнĕ пÿрт лартас тесе унта вăрман ĕçлесе пÿртлĕх йывăç хатĕрленĕ. Йывăçне Атăл шывĕ тăрăх юхтарса килнĕ. Ку мĕнлерех йывăр ĕç пулни каламасăрах паллă. 1957 çулта Акулинăпа Александр мăшăрланнă. Кожевниковсем çĕнĕ пÿрт лартнă, тепĕр çулхине вĕсен аслă хĕр ача çут тĕнчене килнĕ. Майĕпен вĕсем вăйлă хуçалăх çавăрса лартнă, çемьери йыш та хушăннă. Александр Кожевников каярах çул-йĕр хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Аслă специалист çула хĕллехи-çуллахи вăхăтра пăхса тăрассине йĕркелесе тăнă. Ун хыççăн вăл Муркашри кирпĕч заводĕнче чылай çул тăрăшнă. Никĕс хывнинчен пуçласа строительство ĕçĕсем вăл хутшăннипе пулса пынă. Пултарулăхĕпе тăрăшулăхĕ пысăк пулнине кура ăна йĕркелÿ ĕçĕсене шаннă. Ĕçлекенсене тупасси, ĕçе илесси ун çинче пулнă. Ĕç ведомоçне çырассине те вăлах йĕркелесе пынă. Ĕç кунĕ хыççăн та вăл объекта хураллама, тĕрĕслеме кайса çÿренĕ, вневедомственнăй хуралта ĕçленĕ. Унăн ывăлĕ Николай каланă тăрăх, ăна та ашшĕ объекта каçсерен хăйĕнпе пĕрле илсе кайнă. Районти «Муркашри сĕт-çу завочĕ», «Сельхозтехника», «Типографи» предприятисен хуралне йĕркелеме те ăна шаннă. «Тепĕр чухне мотоцикл çине пĕрле ларса тухса каяттăмăрччĕ объектсене тĕрĕслеме. Каярах хурал службин кантурне Етĕрнене куçарчĕç. Пенси çине те вăл çав ĕçрен тухрĕ. Аттен ĕç стажĕ 12 çултанах пырать. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех ĕçлерĕ. Халĕ те аптрамасть атте, сывлăхĕ çирĕп пултăрччĕ унăн. Тăтăшах мĕн те пулин тума хистет мана, хăй те ахаль лармасть, пулăшать. Эп çурт-йĕр тăватăп, значит эп пурăнатăп, тетчĕ яланах», – çапла калать Николай Александрович хăйĕн ашшĕ пирки. Александр Кожевников яланах йĕркене пăхăнакан, тĕрĕслĕхшĕн тăрăшакан çын пулнă. Çавăнпа та ăна таврари ялсенчи çынсем хисепленĕ, халĕ те хисепре вăл. Çынсем ăна саккун Саньки тенипе пĕлнĕ, уншăн вăл пачах та çилленмен. Вăл тĕрĕслĕхшĕн çуннăран çапла каланă. Вырăнти колхоза Валерий Вязов ертсе пынă вăхăтра Александр Кожевникова Пăсăрман ялĕн старости пулма шаннă. Вăл ялăн пĕрремĕш старости пулнă, чылай çул çак ĕçе тытса пынă. Ялта мĕнле ĕç йĕркелемелле, çынсем унран канаш-пулăшу ыйтнă. Александрпа Акулина Кожевниковсем икĕ ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă: Люба хĕр тата Коля ывăл. Шел, ветеранăн мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Халĕ асаттене 4 мăнук, 10 кĕçĕн мăнук савăнтарать. Ветерана ывăлĕпе хĕрĕн çемйисем юратса пăхаççĕ, кĕçĕннисем вара асаттене юрă-сăвăпа та савăнтараççĕ. Тепĕр чухне вара ветеран хăй те маххă памасть, çамрăк чухнехине аса илсе алла балалайка тытса кĕвĕ çемми кăларать. Манман-ха вăл хĕлĕхсене тĕрĕс туртма. Уйрăмах кил-йыш пĕрле пухăнсан вăл инструментпа каланине итлеме кăмăллать. Çавăн пек хастар çынсем пур пирĕн хушăра.
Роза МАКАРОВА.
Август 2026 |
