Вăрман каснă, фронта пулăшнă

Категория: Общество Опубликовано: 08.05.2026, 13:42 Просмотров: 611

Оринин территори пайĕнчи Александра Игнатьева нумаях пулмасть сумлă 98 çул тултарчĕ. Ăна ун чухлĕ çул параймăн, ăспа-тăнпа калаçать вăл, вăрçă çулĕсене тата хыççăнхи вăхăтсене астăвать. Çуралнă кунĕ ячĕпе тыл ĕçченне, салтак мăшăрне – Александра Гавриловнăна – территори пайĕн пуçлăхĕ Валентина Пушкова саламларĕ.

Иртнĕ кунсем, вăрçă нушисем, паллах, çав çулсенчи кашни çыннăн чун-чĕринче сипленейми тарăн йĕр хăварнă. Вăхăт та сиплеймест çав сурана. Чунтанах хурланать ветеран синкерлĕ çулсенче хуçăлса ĕçленисене аса илсе. Эпир, çамрăксем, историе пĕлме тата Аслă Çĕнтерĕве çывхартма тÿпе хывнă çынсене асра тытма, пире мирлĕ пурнăç панишĕн вĕсене тав тума тивĕç.

– Вăрçă вăхăтĕнче Çĕмĕрлере вăрман ĕçлесе пурăнтăм. Çие хума йĕркеллĕ тумтир пулман. Сиввине те, выççине те пăхман ун чухне, ĕçлемелле пулнă. Пĕчĕк çăкăр чĕлли параççĕ те тепĕр чухне, вăл шăнспăрланса ларать. Ун пеккине те сахал мар çисе, тарласа ĕçленĕ хыççăн та. Çавсем йăлтах пирĕн ăш-чике ларса пынă ĕнтĕ. Йывăççине ÿкерме пĕлместпĕр, касмалли йывăççисем пысăк. Вĕсенчен материал тунă, вутă валли хатĕрлеттернĕ пире. Тĕрĕс касманран йывăççи тепĕр йывăç çумне кайса тăрăнать, уншăн та сахал мар макăрса. Пăчки мăкалса ларать, касмасть. Пилĕк таран юр ăшшĕн ашаттăмăр. План параççĕ, ăна пурнăçламаллах. Каснă вутта чукун çул хĕррине купаласа хатĕрлемеллеччĕ, пуйăс килсен хăвăрт тиесе ямаллаччĕ. Пуйăс вăхăтран ытла чарăнса пире кĕтсе тăмасть, – çапла аса илчĕ Александра Игнатьева.

Унăн мăшăрĕ Александр та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăл 1944 çул пуçламăшĕнче фронта тухса кайнă. Унта радистсен курсĕнче вĕреннĕ. Лапкас каччи çĕнтерÿ пулнине пĕлнĕ, анчах та вăл киле часах таврăнайман, яппун самурайĕсемпе çапăçăва кĕнĕ. Çар çулĕ салтакăн вăрăм пулнă, çар ĕçне Сахалинта тăснă вăл. Кăкăр тулли медаль çакнă салтак тăван киле вăрçă пĕтнĕ хыççăн тепĕр сакăр çултан кăна таврăннă. Унăн шăллĕ Алексей та вăрçăра пулнă. Капитана вăрçă çулĕ Венгрие илсе çитернĕ. 1944 çулта октябрĕн 27-мĕшĕнче вăл, питĕ шел, танкра çунса кайнă. 1957 çулта Лапкас ялĕнчи хĕрпе каччă – Александрăпа Александр – пĕр çемье çавăрнă. Çапла тума каччăн ашшĕ хăй пурăннă вăхăтра хушса хăварнă. Маларах хĕр хăйĕн пулас мăшăрĕн ашшĕпе пĕрле ĕçленĕ. Хĕр ача правурлăхĕпе тирпейлĕхне аслă çулхи çын тÿрех асăрханă, хăйĕн ывăлĕ валли лайăх мăшăр пуласса ĕмĕтленнĕ. Çамрăксен çапла çемье чăмăртаннă. Мăшăр пурнăç çулĕпе 50 çул ытла пĕрле утнă. Каччăн çемйи пысăк пулнă – пилĕк ывăл та виçĕ хĕр. Мăшăра хăйне ята пÿрт лартса тухма йышлă çемьере йывăр килнĕ. Александр Афанасьевичпа Александра Гавриловна (архиври сăн ÿкерчĕкре) çемйинче тăватă ача ÿснĕ. Асли Вячеслав Александрович 1958 çулта çуралнă. Халĕ вăл Минск хулинче пурăнать, отставкăри полковник. Тепĕр икĕ çултан çемьере Ольга çуралнă. Вăл республикăри куç больницинче чирлисен сывлăхĕшĕн тăрăшнă, унта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Халĕ Шупашкар хулинче пурăнать. Тата тепĕр икĕ çултан Владислав çут тĕнчене килнĕ. Вăл халĕ васкавлă пулăшу машинипе ĕçлет. Кĕçĕнни – Михаил, предприниматель. Ветерана кĕçĕн ывăлĕ Михаил Александровичпа унăн мăшăрĕ Татьяна Михайловна пăхса пурăнаççĕ. Тыл ĕçченне, салтак мăшăрне Александра Гавриловнăна иртсе кайнă черетлĕ çуралнă кунпа тата Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе ăшшăн саламлатпăр. Сывлăхĕ ан хавшатăр, çывăх çынсен юратăвĕ ан чактăр, пурăнма хавхалантартăр.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6