Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Григорий Петрович Уфарин капитан Мăн Токшик ялĕнчен. Вăл вăтам хресчен çемйинче 1921 çулта ноябрĕн 30-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ – Петр Мартынов, 1886 çулта çуралнă. Амăшĕ – Евдокия Прокопьевна, мăшăрĕнчен пилĕк çул аслăрах.
Григорий 1938 çулта Токшик шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш педрабфакра пĕлÿ илнĕ. Колхозник пулнă каччă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çулхине истори учителĕ пулса тăнă. Анчах та учитель профессийĕпе ĕçлеме май килмен ăна, вăрçă пуçланнă. Çар службине вăл малтанхи хут 1941 çулта август уйăхĕнче Чирчик хулинче тăнă. Вăхăт нумай та иртмен, ăна пĕтĕмĕшле пĕлÿ парас уйрăма ертсе пыма шаннă. Каярах пулеметчик алла пăшал тытса тĕрлĕ çапăçăва хутшăннă, артиллеристсен васкавлă курсĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн офицера взвод командирĕ пулма шаннă, Коломенскри вĕренÿ лагерĕнче ĕçленĕ. Чăваш офицерĕ 1 Украина фронтĕнче тăнă. Вăрçă çулĕсенче Львов хули, Висла, Одер, Шпрея юхан шывĕсем çывăхĕнчи, Бреслу, Прага хулисене илнĕ çапăçусене хутшăннă. Чикĕ леш енче Польшăра, Германире, Австрипе Чехословакире пулнă. Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн чăваш офицерне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе чысланă. Григорий Петрович çар ĕçĕнче 4 çул та 1 уйăх та 19 кун пулнă, вăл шутра 3 çул та 29 кун – офицер должноçĕнче. 1946 çулта фронтовик мирлĕ пурнăçа таврăннă, Йÿçкасси шкулĕнче военрукра ĕçленĕ. Ун хыççăн ачасене Тойкилтĕ, Чуманкасси шкулĕсенче истори предметне вĕрентнĕ. Çав çулсенче вăл Чăваш патшалăх учительсен институтĕнче истори уйрăмĕнче куçăмсăр мелпе вĕренсе тухнă. 1947 çулта ноябрĕн 26-мĕшĕнче Токшик ялĕнче 1921 çулта декабрĕн 21-мĕшĕнче çуралнă Татьяна Семеновна Кулагинăпа мăшăрланнă. Документра çырнă тăрăх, мăшăрăн 1954 çулта мартăн 19-мĕшĕнче Валентина ятлă хĕр çут тĕнчене килнĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
