Сăн ÿкерчĕкре куракан Ирина Миронова Шетмĕпуç тăрăхĕнчи Карманкасси ялĕнче пурăнать.
Ачалăхĕ унăн Красноармейски районĕнчи Çеçмер ялĕнче иртнĕ. «Пирĕн пек ачалăха никам та ан куртăрччĕ. Нушалантăмăр, пурăнтăмăр, ăçта кăна ĕçлемен пулĕ. Тăраниччен çимен, ăшă çи-пуç тăхăнайман. Районта ун чухне пĕр сложный молотилка пулнă. Авăн çапма хăш колхоз чĕннĕ, çавăнта илсе кайнă ăна. Çав молотилка пирĕн колхозра ĕçленине, лаша туртса ĕçлеттерекен молотилка пулнине астăватăп. Вăрçă тухнă тени паянхи пекех куç умĕнче. Манăн аслă пичи ял Совечĕн секретарĕнче ĕçлетчĕ. Ирхине эпир килте вырăн çинчен çывăрса тăма ĕлкĕреймен-ха. Пирĕн пата ял Советĕнче дежурствăра ларакан çын чупса килчĕ. Пичипе темскер калаçрĕç вĕсем, вăрçă пуçланнине пĕлтерме килнĕ пулнă вăл. Ăна ун пирки телефонпа шăнкăравласа пĕлтернĕ. Кантăкран курса юлтăм, вĕсем пĕрле ял Советне васкаса чупса кайрĕç. Тепĕр сакăр кунтан пирĕн пичи вăрçа тухса кайрĕ. Ун чухне ялтан никам та вăрçа тухса кайманччĕ. Пичи вăрçа кайиччен пĕр çул Красноармейски районĕнче ачасене çар ĕçĕ енĕпе вĕрентрĕ, тепĕр çул – Çĕрпÿ районĕнче. Шăллăм Етĕрнере агронома вĕреннĕ, вăл та вăрçа хутшăннă», – тет Ирина Ивановна. Ял-йыш фронта пулăшса тăнă. Кун каçа çынсем колхозра ĕçленĕ, çурхи-кĕрхи вăхăтра вара вăхăчĕ те уй-хирте е йĕтем çинче иртнĕ, уйăх çутипе тырă вырнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче фронт валли ал ĕçĕ тунă, салтаксем валли посылкăсем хатĕрленĕ. Кинемей каланă тăрăх, вăл кукашшĕпе пĕрле фронт валли çĕр улми типĕтнĕ. «Атти ансăр хăмасенчен решетке туса панăччĕ те ун çинче типĕтеттĕмĕр, çĕр улмине колхоз паратчĕ. Апи салтаксем валли виçĕ пÿрнеллĕ перчетке, çăм нуски нумай çыхатчĕ», – аса илчĕ вăл. Хĕр ача шкулта сакăр класс вĕреннĕ.
«Пирĕн пахчара юман ÿсетчĕ. Унăн çăпанне пуçтараттăмччĕ те сĕткенне пăчăртаса кăлараттăмччĕ, çавăнта тутăхнă пăта яраттăмччĕ. Вара çырмалли хура чернила пулатчĕ», – тет кинемей. Паллах, çĕнтерĕве кашни çын чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Çĕнтерÿ кунне тыл ĕçченĕ паянхи пекех астăвать. Ун чухне вăл шкула кайнă. Вĕсене хирĕç маларах килнĕ ачасем чупса тухнă, пирĕннисем нимĕçсене çĕнтернĕ, паян вĕренмелле мар тенĕ.
«Савăнакан та пур, макăракан та пур, камăн ашшĕ çук, камăн – пиччĕшĕ. Директор ачасене пухса калаçрĕ, савăнăçлă линейка турĕ», – савăннипе халĕ те куççульне пытармарĕ кинемей. Амăшĕ вăрçă чарăннине пĕлнĕ, çав çулхи август уйăхĕнче пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕпе Ирина килте иккĕшех тăрса юлнă. Вăрçă чарăнсан Иринăна Иваново облаçне торф кăларнă çĕре янă. Çирĕм çула çитсен вăл вăрçăран таврăннă салтакпа мăшăрланнă. Ирина Миронова чылай çул колхозра кладовщикра тăрăшса ĕçленĕ, ырă ят, тав сăмахĕ сахал мар илтнĕ. 98 çулхи тирпейлĕ те ăшă кăмăллă кинемей халĕ те тĕрлĕ наградăна тирпейлĕн упрать. Вăл мана кашнине алла тытса кăтартрĕ. Çав наградăсенче унăн ĕç çулĕсем, вăрçă ахрăмĕ çырăннă, вĕсем хушшинче амăш медалĕ те пур. Унра пурнăç хавхаланăвĕ пĕтмен-ха, ăс-тăн енĕпе çивĕч, шÿтлеме те пĕлет. Тыл ĕçченĕ – ялти хисеплĕ çын. «Юр кайса пĕтрĕ, пахчара йăрансемпе ĕçлемелле пулать-ха. Хама май кăштăртатса çÿретĕп», – терĕ вăл. Ирина Ивановнăн – пысăк тата туслă çемье. Вăл ултă ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă, шел, пурнăçран уйрăлнисем те пур. Халĕ унăн вун пилĕк мăнук, çичĕ кĕçĕн мăнук. Вĕсем асламăшĕ патне килсен унăн наградисене час-часах тытса пăхнине калать кинемей. Пурнăç халĕ те лăпкă мар. «Пирĕн ялтан СВОна хутшăнакан нумай. Хамăр ял çыннисем питĕ туслăн пурăнатпăр та унта кайнă салтаксем хамăр тăвансем пекех вĕсем. Кÿршĕ ялсемпе те килĕштеретпĕр, унтан та вăрçа кайнисем пур. Шетмĕпуçĕнче салтаксем валли сетка çыхатпăр, эпĕ те унта çÿретĕп, юлашки вăхăтра час-часах çитеймерĕм. Пулăшу тата сетка валли укçа пуçтарнă çĕре пирĕн çемье те хутшăнать, анне те пачĕ», – терĕ Ирина Ивановнăн хĕрĕ Альбина.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
