Сăн ÿкерчĕкре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăр фронтовика – Михаил Васильевич Троицкий аслă лейтенанта – куратăр.
1943 çулта 63-мĕш армин командованийĕ ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Çакна 1943 çулти октябрĕн 8-мĕшĕнчи 801456 номерлĕ орден кĕнеки çирĕплетет. Тепĕр икĕ çултан унăн ячĕпе Верховнăй Совет Президиум указĕпе черетлĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ килсе çитнĕ. Çавăн пекех фронтовика «Германие çĕнтернĕшĕн» тата «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи тăрăшулăхшăн» медальсемпе чысланă. Михаил Троицкий 1903 çулта ноябрĕн 3-мĕшĕнче Шурча ял Советне кĕрекен Шуркасси ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Михаил 1920 – 1925 çулсенче çĕр ĕçĕпе хăй тĕллĕн ĕçленĕ. Ун хыççăн Хĕрлĕ Чутайĕнче ВКП(б) райкомĕн пропагандистĕнче тăрăшнă. Хастарлăхне кура ăна тепĕр çулхине çак ĕçре пысăкрах должноç панă. 1930 – 1933 çулта Чул хулара коммунистсен университетĕнче вĕреннĕ. Тăван чăваш чĕлхипе калаçнисĕр пуçне, вырăс чĕлхине аван пĕлнĕ, нимĕçле те ăнкарнă. Университетран вĕренсе тухсан ăна каллех пысăк должноçсем шаннă, Канашра иккĕмĕш пусăмри совет парти шкулĕнче вĕрентнĕ, Вăрмар МТСĕн политпайĕн хаçачĕн редакторĕ пулнă. 1937 – 1940 çулсенче Кăпасри çичĕ çул вĕренмелли шкула ертсе пынă, хыççăн тепĕр икĕ çул Оринин шкулĕн директорĕ пулнă. 1935 çулта учитель Октябрь районĕнчи Токай ялĕнчи 1910 çулта çуралнă Перасковья Ивановна Ивановăпа мăшăрланнă. Вăл та Оринин шкулĕнче учительте ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Михаил Троицкий мобилизаци йĕркипе Сĕнтĕр çар комиссариачĕ урлă 1942 çулта ноябрĕн 10-мĕшĕнче тухса кайнă. Вăрçăна мĕн çĕнтерÿ пуличченех хутшăннă. Вăл Брянск фронтĕнче çапăçнă. 1943 çулта Иваново хулинче ултă уйăхлăх курсра çарпа политика училищинче вĕреннĕ. Июлĕн 21-мĕшĕнче Брянск фрончĕ йышĕнче Орел хули çывăхĕнчи пĕр çапăçура ăна уйрăм çивĕчлĕх кăтартма тивнĕ, анчах та тăшман пульли ăна ураран ÿкернĕ, кăкăр шăммин сылтăм енне йывăр амантнă. Юрать-ха чĕрĕ юлнă. Фронтовик июлĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа декабрь уйăхĕччен Киров облаçĕнчи Киров хулинчи 4017 номерлĕ эвакогоспитальте сипленнĕ. Сывалса тухсан ăна командовани Свердловск хулине офицерсен полкне вĕренме янă. Унта чăваш офицерĕ пултаруллисен йышĕнче пулнă. Хыççăн вăл Полеск облаçĕнчи Петриково çар комиссариачĕн иккĕмĕш уйрăмне ертсе пынă. Вăл вăхăтра пĕр документ çине çапла çырни пур. «Ĕ cе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Маларах МВУ органĕнче ĕçлемен пулин те, ĕçе лайăх пĕлет, тăрăшать. Политика енĕпе анлă тавракурăмлă, дисциплинăллă. Патшалăх вăрттăнлăхне упрама пĕлет. Ĕçчен, авторитетлă». Ăна пысăкрах должноç сĕннĕ документ та пур. Вăрçăран таврăнсан Михаил Троицкий Оринин шкулĕнче директорта малалла ĕçленĕ. «Михаил Троицкий –районти чи лайăх шкул ертÿçисенчен пĕри. РОНО хушнă ĕçсене вăхăтра тата тирпейлĕ туса пырать. Шкулта юсав ĕçĕсем лайăх иртрĕç. 1946 – 1947 çĕнĕ вĕренÿ çулне шкула вăхăтра хатĕрлесе çитерчĕ. Истори учителĕ пулнă май, унăн ку енĕпе ăсталăхĕ пысăк, ачасене вĕрентесси çÿллĕ шайра. Районти шкул директорĕсемпе учительсем умĕнче вăл тăтăшах доклад тăвать. Хăйне аталантарас тесе питĕ нумай тăрăшать. Обществăлла ĕçе юратса пурнăçлать. Шкулта кăна мар, аслă çулхи çынсемпе те, колхозниксемпе те ĕçлет, калаçусем ирттерет, тĕл пулусем йĕркелет». Çакăн пек хаклав тунă ун пирки РОНО хăй вăхăтĕнче.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
