Финанс ĕçченĕсем те хăйсен тÿпине хывнă

Категория: Общество Опубликовано: 29.04.2026, 08:45 Просмотров: 388

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 81 çул çитет. Уяв умĕн Çĕнтерĕве туптанă ентешсен сăнарĕсем куç умне тухаççĕ. Пирĕн вĕсене ялан асра тытмалла.

Вăрçă пуçлансан нумай çын фронта тухса кайнă. Çĕр ĕçченĕсем, рабочисем, учительсем, тухтăрсем... Çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн финанс ĕçченĕсем те алла хĕçпăшал тытнă. Сĕтел çинче – Сĕнтĕр ĕçтăвкомĕн финанс пайĕн приказсен кĕнекисем тата ĕç укçи тÿленин ведомоçĕсем. Сарăхнă хутсем тăрăх çавна пĕлме пулать: вăрçă пуçланас умĕн финанс пайĕнче штатпа килĕшÿллĕн 40 çын ĕçленĕ, вĕсенчен пурте – арçынсем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ентешсем фронта каяс тĕллевпе пĕрин хыççăн тепри ĕçрен тухса кайнă. 1941 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче кăна, приказсен кенекине пăхсан, финанс пайĕн 18 ĕçченĕ Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Финанс пайĕнче йыш чакнă пулин те, вăрçă вăхăчĕ тата çирĕпрех тухса тăракан ĕçсене туллин пурнăçлама хистенĕ: хушма тупăш тупас, халăха займсем çырăнтарас, фронта пулăшас, çав вăхăтрах социаллă объектсене те тытса тăрас енĕпе юлнă финансистсем тимленĕ. Çак çăмăл мар тапхăрта финанс пайне ĕçлеме хĕрарăмсемпе хĕрсене явăçтарма тытăннă, эвакуаципе пирĕн тăрăха куçса килнисене ĕçе илнĕ. Документсем тăрăх пăхсан, вĕсен йышĕнче Мускав, Ленинград хулисенчен килнисем те пулнă. Сăмахран, Келлер Л.Ф., Грибова З., Петельникова А.Г., Шидловская А.Ф. Вăл вăхăтри приказсене пăхсан, вĕсем «унччен пурăннă çĕре куçса кайнă пирки» текен сăлтавпа 1944-1945 çулсенче ĕçрен тухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче районти финанс пайĕн çичĕ ертÿçи улшăннă, сăлтавĕ пĕрре – пурте вĕсем пĕрин хыççăн тепри фронта тухса кайнă. Приказсен кĕнекисенче вĕсен хушамачĕсем сыхланса юлнă: Смирнов М.Г., Коротков Г.С., Смирнов И.А., Патеев И.Е., Гаврилов П.Г., Чумаков П.Ф., Гаврилов С. П. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсем хушшинче вăрçă хыççăн ятарлă пĕлÿ илсе кайран финанс органĕсенче вăй хунисем те чылай. Вĕсен шутĕнче – П.Я. Яковлев, Актай ялĕнче 1915 çулта çуралнă. Петр Яковлевич 1941 çулхи июньте Тăван çĕршыва хутĕлеме тухса кайнă, 1945 çулта июльте çеç киле таврăннă. Вăрçă хыççăн вăл район хаçатĕнче, унтан колхозра партком секретарĕнче вăй хунă. Петр Яковлевич 1965 çултан пуçласа 1976 çулта тивĕçлĕ канăва тухиччен районти финанс пайĕнче тупăш пуçтарас енĕпе ĕçлекен инспекторта тăрăшнă, ĕçне кура ĕçтешĕсем хушшинче хисеплĕ специалист пулнă. В.И. Григорьев Пиккикасси ялĕнче 1925 çулта çуралнă, çав ялтах çитĕннĕ. Василий Иванович 1943-1949 çулсенче Инçет Хĕвелтухăç фронтĕнче службăра тăнă, демобилизациленнĕ хыççăн ятарлă пĕлÿ илнĕ, чылай çул сельпо системинче ĕçленĕ. 1973- 1987 çулсенче вара, тивĕçлĕ канăва тухиччен, Муркаш районĕнчи финанс органĕсенче контролер-ревизорта тимленĕ. Н.В. Васильев 1923 çулта çуралнă, 1942- 1943 çулсенче вăрçă хирĕнче çĕршыва хÿтĕленĕ, йывăр аманнă, çур çул ытла госпитальте сипленнĕ хыççăн 1943 çулхи октябрьте киле тавраннă. Николай Васильевич колхоз бригадирĕнче, Йÿçкасси ял Совет секретарĕнче, завхозра ĕçленĕ, 1966-1974 çулсенче Муркаш ĕçтăвкомĕн финанс пайĕнче бюджет инспекторĕнче вăй хунă. А.П. Павлов 1924 çулта Элĕк районĕнчи Шапкин ялĕнче çуралнă, 1943 çултанпа вăрçă хирĕнче артиллеристра службăра тăнă, 1947 çулта демобилизациленнĕ. Андрей Павлович улшăнусем хыççăн йĕркеленнĕ Муркаш районĕн пĕрремĕш прокурорĕ пулса 1964-1972 çулсенче ĕçленĕ. Унтан, 1972-1978 çулсенче, Муркаш ĕçтăвкомĕн финанс пай пуçлăхĕн çумĕ – патшалăх тупăш инспекцийĕн ертÿçинче тăрăшнă. Вăрçăран таврăнсан финанс пайĕн ĕçченĕсем çĕршыв экономикине аталантарассишĕн вăй хунă. Вăрçăра та, мирлĕ пурнăçра та финансистсем халăхпа пĕрле пулнă.

Рената АНАНЬЕВА, Муркаш округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – финанс пайĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6