Ку тĕрĕслĕхе пурте пĕлетпĕр, анчах темшĕн-çке нумай чухне ăна шута хумастпăр. Сывлăх хавшасан çеç ăна ума кăларатпăр.
Маларах калани паян пирĕн умра тăрать. Шартлама сивĕ хĕл хыççăн хĕвелĕн малтанхи ăшшипех нумайăшĕ урама çĕлĕксĕр тухать, теприсем çÿхе тумтир çине куçаççĕ. Кайран... Ахальтен каламан ĕнтĕ ваттисем çак вăхăт пирки «ултавлă ăшă» тесе. Тата «ку ăшăран» уйрăмах ватти-вĕттине питĕ сыхланма сĕннĕ.
Çурхи хĕвеллĕ те ăшă кунсенче çанталăк малтанах чăнах та ăшă туйăнать. Çак вăхăтра тимлĕх çухатсан чирлесе ÿкме нумай та кирлĕ мар. Çурхи ултавлă çанталăкра шăнса пăсăлма часах пулать. Ку вăл грипп чирне çул памалли чи лайăх мел шутланать. Мĕнле хÿтĕлемелле-ха харпăр хăйне çак ултавлă вăхăтра?
Пĕрремĕшĕ. Çурхи хĕвел ăшшипе киленсе пурин те шăнса пăсăласран асăрханмалла.
Иккĕмĕшĕ. Халăх нумай пухăннă çĕре хутшăнма тăрăшмалла мар. Обществăлла транспортра та асăрхануллă пулмалла. Киле таврăнсан е ĕçре те тăтăшах алă çумалла.
Виççĕмĕшĕ. Чирлĕ çынсемпе сахалрах хутшăнмалла. Урайсене çуса, пÿлĕмсене уçăлтарсах тăмалла.
Тăваттăмĕшĕ. Тĕрĕс апатланма тăрăшмалла. Чир вăйсăр иммунитетлă çынсене хăвăртрах тапăнать. Апатланура чĕрĕ пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах пулмалла. Пирĕн климат тăрăхĕ валли С витаминпа пуян çак пахча çимĕç вырăнлăрах шутланать: шиповник, хĕрлĕ пăрăç, хура хурлăхан, сырлан, панулми.
Маларах каланисĕр пуçне çынна яланах тулли ыйхă кирлĕ. Талăкра 8 сехетрен кая мар çывăрмалла. Эрех ĕçессине тата пирус туртассине май пур таран чакармалла. Кашни çыннăн спортпа туслашмалла та ирсерен 20 минут зарядка тумалла. Нумай ĕçлетĕр пулсан çителĕклĕ канма та вăхăт тупмалла.
Чирленĕ вăхăтра ытларах морс, компот, сок ĕçме тăрăшмалла.
Галина ЯРУКОВА, Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн врача пулăшаканĕ.
Август 2026 |
