Çуркунне – çут çанталăк чĕрĕлнĕ вăхăт. Кĕçех шыв-шур типĕ те ял çыннин çуллахи хĕрÿ тапхăр пуçланĕ. Çак вăхăтпа усă курса çынсем сад-пахчара ĕçленипе танах çĕнĕ çурт-йĕр çĕклессипе, капиталлă юсав тăвассипе тимлеме тытăнĕç, хуçалăхсем производствăра кирлĕ сооруженисем тăвассипе тăрăшĕç.
Муркашра вырнаçнă çурт-йĕр проектне тăвассипе ĕçлекен «Инттехс» проект пĕрлешĕвĕн алăкĕсем юлашки вăхăтра час-часах уçăлса хупăнма пуçларĕç. Хальхи вăхăтра ку уйрăм çынсемпе организацисемшĕн, учрежденисемшĕн питех те кирлĕ организаци – çурт-йĕре тĕпрен тата реконструкцилессине проектсăр тăваймăн. Унсăр пуçне килти хушма хуçалăхри пурăнмалли çурт-йĕрсĕр пуçне ытти çурт-йĕре тăвассипе ирĕк илме те проект кирлех.
Асăннă организацие Альберт Иванов ертсе пырать. Вăл каланă тăрăх, çакăнта çирĕм çул патне ĕçленĕ вăхăтра республикăри тата ун тулашĕнчи чылай предприятипе организаци, уйрăм çынсем валли çĕршер проект ытла тунă. Вĕсемпе усă курса выльăх-чĕрлĕх усрамалли комплекссемпе фермăсем, производство цехĕсем, административлă çуртсем тунă, уйрăм çынсем валли çурт-йĕр çавăрнă.
– Паллах, пире эпир хатĕрленĕ проектсем пурнăçа кĕни питĕ савăнтарать, малалла аталанма тата лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать. Май пур таран эпир çамрăк предпринимательсене, харпăр хăй ĕçне пуçаракансене пулăшма тăрăшатпăр. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин «Агроинноваци» учрежденипе питĕ тачă çыхăнса ĕçлетпĕр.
Районта та чылай ĕç туса ирттертĕмĕр – уйрăм çынсем валли çурт-йĕр проекчĕсем вуншар анчах та мар, çĕр урлă та тахçанах иртнĕ. Ярославка, Тренккă, Матьăк, Сыпай, Ятман ялĕсенчи Культура çурчĕсемпе клубсене юсаса çĕнетес ĕçсене те проектпа смета документацине эпирех хатĕрлесе патăмăр. Мăн Сĕнтĕр, Йÿçкасси, Очăкасси чиркĕвĕсене тăвас, çĕнетес, юсас ĕçсенче те проектсене май пур таран турăмăр.
Хальхи вăхăтра пирĕн проектсемпе усă курса Рыккакасси ялĕ çумĕнче хăмла çитĕнтерсе ăна тирпейлес ĕçсем тума пăхнă тепĕр комплекс çĕкленет, – терĕ Альберт Николаевич.
Çÿлерех асăннă ĕçсем проект тума саккас паракансем «Инттехс» проект пĕрлешĕвне шаннине çирĕплетет. Организаци коллективĕ пысăк мар. Кунта ĕçлекенсем – ятарлă пĕлÿ илнĕ специалистсем. Çак организацире ĕçленĕ вăхăтра чылай специалист пысăк ăсталăх пухнă. Вĕсем халĕ Мускаври, Санкт-Петербургри, Шупашкарти пысăк проект организацийĕсенче ĕçлеççĕ.
– Нумаях пулмасть пирĕн патра Карина Павлова (сăн ÿкерчĕкре) ĕçлеме пуçларĕ. Вăл – «хĕрлĕ» дипломлă тăрăшуллă специалист, ĕçе питĕ хăвăрт хăнăхрĕ. Халĕ хăйĕн пĕлĕвне, кунта ĕçленипе пĕрлех, малалла ÿстерет. Çакăн пек самантсем пире ĕçре малашне те ăнăçлă аталанма май парасса шанатпăр, – терĕ ертÿçĕ.
Пурнăç уттипе тан пыракан, клиентсен шанăçне тÿрре кăларакан коллектив малашне те ÿсĕмлĕ ĕçлессе шанатпăр. «Эпир клиентсемшĕн ĕçлетпĕр. Пахалăхлă проект тутарас текенсене хамăр патра кĕтетпĕр», – теççĕ вĕсем.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
