Çĕр çине вăл çынна ырă тума килнĕ

Категория: Общество Опубликовано: 24.04.2026, 09:46 Просмотров: 343

Венера Акимова тесен куç умне çĕр çине çынна ырă тума килнĕ хĕрарăм сăнарĕ тухать. Вăл – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тух­тăрĕ, «Доктор с Вами» медицина центрĕн ертÿçи, медицина ăслăлăхĕн кандидачĕ, Чăваш Патшалăх университечĕн медицина факультечĕн доценчĕ, хастар пуçаруçă, ырă кăмăллă хĕрарăм.

– Венера Петровна, сирĕн ĕç кунĕ Шу­пашкар хулинче иртет, пурăнма вара ял пурнăçне суйласа илнĕ эсир.

– Çапла, эпĕ чăн-чăн ял çынни, кунта çу­ралса ÿснĕ, кунтах пурăнатăп. Хулапа тан­лаштарсан, ял манăнне кăна мар, мăшăрăн чунне те çывăхарах. 1989 çулта медицина факультетĕнчен педиатр ĕçне алла илсен направленипе Турайри участок больницинче ĕçлеме пуçларăм. Ун хыççăн – Шупашкар ху­линче ача-пăча поликлиникинче. Халĕ хамăн клиникăра ĕçлетĕп.

Çав çулхинех Анатолий Валентиновичпа çемье çавăртăмăр. Манăн упăшка Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эйпиç ялĕнчен. Хулара ун чухне пурăнмалли вырăн пулманран атте-ан­не патне яла килтĕмĕр. Тата ĕç вырăнĕ те вăл вăхăтра кунта пулчĕ манăн.

Нумай та вăхăт иртмерĕ, ялсенче «çĕр реформи» пуçланчĕ, çынсене çĕрсем уйăрса пама пуçларĕç. Пирĕн ял пуçĕнче, уйра, çурт-йĕр лартма çĕр валеçрĕç, эпир те хамăра ята çавăнта 40 соттăй çĕр илсе юлтăмăр.

1994 çулта декабрь уйăхĕнче иккĕмĕш ачана çуратрăм эпĕ, çĕнĕ çула кĕрсен вара январĕн 7-мĕшĕнче хамăра ята лартнă çĕнĕ пÿрте пурăнма куçрăмăр. Ун хыççăн пирĕн ачасем татах çуралчĕç. Майĕпен ытти çурт-йĕре çавăртăмăр. Ун чухне çул çинче машина сайра-хутра кăна çÿренĕ вĕт, машина иртсе кайнă чухне çул çинелле пăхаттăмăр. Халĕ вара вĕсем çителĕклех чупаççĕ, темех мар, хăнăхрăмăр.

Атте Петр Пирусов ял Советне ертсе пынă. Тавах Турра, анне сывах, нумаях пулмасть 90 çул тултарчĕ, çивĕч-ха вăл. Тепĕр чухне эпĕ вăл е ку ĕçе тума манманнине те ыйтать. Кун-çулĕ татах вăрăм пултăр унăн.

– «Пирĕн Венера Петровна – ял чĕри» тесе каланине Рыккакассинче пурăнакан­сенчен пĕрре мар илтнĕ эпĕ. Эсир пуçар­нипе сирĕн ялти пысăк объект – культура вучахĕ – чĕрĕлчĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?

– Тен «ял чĕри» тенине кăшт ÿстерсерех те каланă пулĕ. Çыннисем хăйсем маттур, вĕсе­не йĕркелемелле кăна. Хамăр ял пурнăçĕшĕн май пур таран тăрăшатăп. Пирĕн ял çыннисем туслă. Юлашки çулсенче эпир ял çыннисемпе пĕрле нумай ĕç турăмăр. Чи пысăк объект – ял клубĕ. Пирĕн вăл тахçанхи ĕмĕт пулнă, ку ыйтăва нумай хускатнă.

Пуçарулăх бюджечĕн программине хут­шăнма шухăшларăмăр. Укçине пухрăмăр. Ял клубне йĕркеллех тăвас килчĕ, укçи сахал мар кирлĕ пулчĕ, «Бездна» чикĕллĕ яваплăхлă об­щество та пулăшрĕ.

Клуба çак хĕллеччен çутăпа хутсă ăшăт­са тăнă. Кăçал хĕлле клуба газпа ăшăтма тытăнтăмăр. Халĕ унта пĕрле пухăнма татах та лайăхрах. Юрă-ташă ăстисене «Рикка» художество пултарулăх ушкăнĕ пĕрлештерет. Пирĕн клубри ĕçсем активлă пыраççĕ.

Ялта ачасене выляса савăнма спорт лаптăкĕ кирлĕччĕ, ялта Асăну хăми те пулмал­лах, вĕсене те пĕрле тума пултартăмăр. Пирĕн халĕ такăр çул та, шыв башни те пур. Суббот­никсем те ирттеретпĕр. Çавăн пек чухне ял пурнăçне хуларипе танлаштарайăн-и вара?

– Эсир – ял хĕрарăмĕ, ку енĕпе те сахал мар ĕçлесе пыратăр.

– Мана хĕрарăмсен округри канашĕн йышне кĕртрĕç. Ку, паллах, кăмăллă. Пирĕн, аслисен, паянхи çамрăксемшĕн тĕслĕхре пулмалла. Чăваш Енти Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн «Объединяя усилия: местное самоуправ­ление и успешные женщины» проекта хут­шăнатăп. Çавна май Калайкасси шкулĕнчи ачасемпе тĕл пулса «Манăн ялти карьера» темăпа калаçу ирттертĕм. Хĕрарăмсен кана­шĕн ытти мероприятине те хутшăнатăп.

– Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир СВОна та пулăшса тăратăр.

– Пирĕн факультетри пĕр преподаватель йĕркеленипе виçĕ çул каялла салтаксем вал­ли сетка çыхма пуçларĕç, пулăшасси çавăн­тан пуçланчĕ. Каярах мана «Моргаущцы – ZA Победу» волонтер ушкăнне кĕртрĕç, май пур таран пулăшса тăратăп.

Эпир, тухтăрсем, офицерсем шутланатпăр, саппасри лейтенант. Çар операцийĕ пуçлан­сан манăн та СВОна каяс шухăш çуралчĕ, çар билетне хампа пĕрле сумкăна чиксе çÿрерĕм. Çапах та хăюлăх темелле-и е паттăрлăх çи­теймерĕ, СВОна тухса каяймарăм. Ку шухăш халĕ те пуçран тухмасть.

Отпуска килнĕ салтаксем манăн клиникăра тÿлевсĕр медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма, консультаци илме пултараççĕ.

– Эсир хăвăрăн ăнăçлăха мĕнре куратăр, медицина ĕçĕнче те пысăк ят-сумлă?

– Ăнăçлăхăн тĕп вăрттăнлăхĕ ĕçе юратнин­че, çынна хисепленинче тесе шухăшлатăп эпĕ.

Врач профессийĕ – манăн юратнă ĕç, ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшатăп. Эпĕ – до­цент, 35 ăслăлăх ĕçĕ çырса кăлартăм, çав шутра – 8 вĕренÿ кĕнекипе пособи. Ăслăлăх журналĕсенче 46 статья пичетленчĕ. Коро­навирус чирĕ пуçлансан çак темăпа тепĕр ĕç пичетленчĕ. Ăслăлăх ĕçĕсем студентсемшĕн паха вĕренÿ пособийĕ пулса тăраççĕ. Сту­дентсене 15 çул вĕрентетĕп.

Ун хыççăн вара хамăн клиникăра ачасене йышăнатăп, теорипе практика шайлашуллăн пулса пырать, çакă вĕренекенсемшĕн питĕ лайăх. Йышăнура мĕнле чирсем пулни пирки тепĕр кунхине студентсене каласа паратăп, çакăн пирки пĕрле сÿтсе яватпăр. Унсăрăн кĕнеке тăрăх, хальхи вăхăтра интернетпа усă курса вĕренмелле пулĕччĕ. Тухтăрăн чире уй­ăрма, тĕрĕс диагноз лартма пĕлмелле, куçпа пăхнипе те ăнланма хăнăхмалла.

– Сирĕн çемье спортпа туслă. Улми йы­вăççинчен аякка ÿкмест тенĕ пек, ачасем ку енĕпе ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илнĕ.

– Çапла, спорт, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси вăл – пирĕн çемьери çирĕп йăла. Мăшăр Анатолий Валентинович – биатлон енĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тре­нерĕ, физкультурăпа спорт ĕçĕн отличникĕ. Унăн вĕренекенĕсем – биатлонпа пысăк ÿсĕм­сем тунă спортсменсем.

Вăл хăйĕн ĕмĕтне хăйĕн ачисем çинче те пурнăçа кĕртрĕ. Аслă ывăл Вячеслав – биат­лон енĕпе спорт мастерĕ тата тĕнче класлă спорт мастерĕ. Кĕçĕн ывăл Даниил – биатлон енĕпе спорт мастерĕ. Халĕ биатлон енĕпе Раççей чемпионатĕнче Тюменьте ăсталăх кăтартать. Вăталăххи – хĕр ача, Екатерина Питерта спорт енĕпе вĕренет, кăçал магистра­тура пĕтермелле. Асаттепе асаннене мăнук­сем те савăнтараççĕ.

Эпĕ хам та шкултанах спортпа туслă. Вла­димир Люцев училищĕрен вĕренсе тухсан шкула ĕçлеме килчĕ те уйрăмах çăмăл атлети­ка енĕпе вăйлă ĕçлерĕ пирĕнпе. 7-мĕш класс хыççăн Ильинкăна сбора илсе кайрĕ пире. Ун чухне Атăл сарăлман, ГЭС тунă хыççăн шыв сарăлса кайрĕ. Атăл урлă ишсе те каçаттăмăр, çумра вара кимĕ пыратчĕ, эпĕ те ишнĕ.

Спорт вăл çынна питĕ кирлĕ. Эпĕ, çак çула çитнĕ пулин те, медицина факультечĕн стади­онĕнче эрнере икĕ хутчен волейболла выля­ма вăхăт тупатăп, эрнере виçĕ хут спортзала çÿретĕп.

– Çемьепе пĕрле час-часах пухăнатăр-и, пĕрле ăçта тухса çÿретĕр?

– Ачасем ÿссен пĕрле час-часах пухăнма йывăртарах, кашнин хăйĕн пурнăçĕ. Ачасем пĕчĕк чухне таçта та курма-канма çитнĕ, Хура тинĕс хĕрринче темиçе хут та пулнă.

Ял çынни çуллахи вăхăта пахчара ирт­терет. Пирĕн пахча питĕ хитре, унта 180 тĕм роза ÿсет. Паллах, унсăр пуçне – пахча çимĕç, йывăç-тĕм. Пурин валли те вăхăт кирлĕ. Роза­рине мăшăр пăхса тăрать, эпĕ ăна пулăшатăп.

Пушă вăхăт пачах та çук, эрнере икĕ хутчен клуба юрлама тухатпăр. Икĕ çул хушшинче Валерий Петрович пире пысăк шая кăларчĕ, кăçал округ шайĕнче эпир пĕрремĕш вырăна тухрăмăр. Тĕрĕс юрлама вĕренес тесе музы­ка училищине Галина Пуклакова педагог пат­не эрнере икĕ хутчен вокала çÿретĕп. Çапла йĕркепе пырать манăн пурнăç.

Муркаш муниципалитет округ админи­страцийĕн культура, архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Любовь Рыжкова:

Венера Петровна активлă тата ăнăçлă хĕрарăм. Вăл пуçарнипе Рыккакассинче 2023 çулта модульлĕ клуб туса лартрĕç, ку округра çак программăпа тунă пĕрремĕш клуб. Çак ĕçе вăл, тĕрĕсрех каласан, вĕсен çемйи, пĕр миллион тенкĕ ытла хыврĕ.

Кĕске хушăра клубра «Рикка» художество пултарулăх коллективне йĕркелерĕç. Ан­самбль муниципалитет тата республика шайĕсенчи мероприятисемпе фестивальсе­не хутшăнать. Халăх пултарулăхĕн «Чече­клен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль-кон­курсĕнче вĕсем кăçал ансамбльсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕç.

Венера Акимова обществăлла ĕçре те хастар. Вăл Чăваш Енти Хĕрарăмсен пĕр­лĕхĕн «Объединяя усилия: местное самоу­правление и успешные женщины» проекта хутшăнать.

Иртнĕ çул вăл муниципалитет округĕн­чи «Супербабушка» конкурс номинацийĕн çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Пирĕн хушăра çавăн пек пултаруллă, тăрăшуллă çынсем пуррипе хăпартланатпăр эпир.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6