Эсир юн пани – çынна пулăшни

Категория: Общество Опубликовано: 24.04.2026, 09:39 Просмотров: 199

Пурнăçра кулленех кама та пулин юн кирлĕ пулма пултарать. Çакăн пек вăхăтра донор юнĕсĕр аварине лекнĕ, ача çуратакан хĕрарăм е юн чирĕллĕ ача пурнăçĕ умне пысăк хăрушлăх тухса тăрать. Кунашкал вăхăтра шăпах донор юнĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Ахальлĕн куç умĕнчех тепĕр çыннăн пурнăçĕ пысăк хăрушлăха кĕрсе ÿкет, вилĕмпе пурнăç хушшинче тăрать. Çакнашкал вăхăтра шăпах хăйсен ирĕкĕпе юн паракансем инкеке лекнисемшĕн çăлăнăç алли пулса тăраççĕ тесе палăр­тас килет.

Донор юнĕ кĕске вăхăтра пĕр е темиçе çыннăн пурнăçне çăлса хăварма май паракан биологи материалĕ пулса тăрать. Юнăн пĕр партине тĕрлĕ компонент çине пайлама пулать: эритроцитсем, плазма, тромбоцитсем. Вĕсенчен кашни тĕрлĕ лару-тăрура çăлăнăç кÿме пултарать. Эритроцитсем çын юн нумай çухатсан пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ, плазма – сурансемпе инфекци вăхăтĕнче, тромбоцитсем – онкологи чухне е йывăр операцисем хыççăн. Çапла вара пĕр çын юн пани виçĕ çынна пулăшма пултарать.

Çакна та манмалли çук, çын юнне урăх нимĕнпе те улăштараймăн. Хальхи вăхăтри искусствăлла аналогсем те çын юнĕн пĕтĕм функцийĕсене пурнăçлаймаççĕ. Çапла вара биотехнологири ÿсĕмсене пăхмасăрах донор юнĕн медицинăри пĕлтерĕшĕ пысăк. Донор ĕçĕнчен тăтăш пăрăнманни обществăлла яваплăхăн культурине ÿстерет. Çынсем хăйсем юн пани ыттисен пурнăçне çăлса хăварма пулăшнине курсан вĕсен малашлăхри яваплăхĕ ÿсет.

Нумайăшĕ юн пама тăрсан хăйсен сывлăхĕ хавшасси пирки хăрать. Тĕрĕссипе ку пачах та хăрамалла мар процедура шутланать. Юн параканпа малтан тĕплĕ медицина тĕрĕслевĕ ирттереççĕ. Юн илесси вара вăтамран 10 – 15 минут йышăнать. Кун хыççăн организм темиçе кун хушшинче хăйĕн унчченхи шайне ларать.

Çамрăк та вăйлă çынсем кăна донор пулайраççĕ тени тĕрĕс мар пĕтĕмлетÿ. Кулленхи практикăра сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак мар 18 – 60 çулсенчи çынсем ыттисене пулăшма юн парайраççĕ. Камсен юн пама юраманнине Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлав министерствин 2020 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчи приказĕпе çирĕплетнĕ.

Юн пани – çын ыттисен инкекне ăнланни, вĕсене пулăшма хатĕр пулни. Çакăн пек ĕç те йывăрлăха лекнĕ çыннăн пурнăçне çăлса хăварма пултарни малашлăхпа пурăнма пулăшать.

Елена ЕГОРОВА, «Республикăри медицина профилактикипе сывату физкультурин тата спорт медицинин центрĕ» бюджет учрежденийĕн врач-методисчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6