Çапла каласа ăшшăн кĕтсе илчĕç ăна ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем.
Нумаях пулмасть Çатракасси территори пайĕн пуçлăхĕ Надежда Никитина ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăна çитсе килчĕ. Ку уншăн черетлĕ çиччĕмĕш вăрăм çул пулчĕ. Командировка яланхи пекех – салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ илсе çитересси. Инçет тăрăха Виталий Егоровпа кайса килчĕ вăл.
Малтанах Надежда Геннадьевна Севастопольти салтаксемпе тĕл пулчĕ. Шăпах та вĕсем пирĕн округри салтаксем çапăçакан вырăна çул кăтартса ячĕç.
Çак çул çÿревре кăмăллă самантсем пулчĕç. Запорожьери çул-йĕре вăл питех те лайăх пĕлет, хăнăхса çитнĕ вĕсене, ĕмĕрĕпех çакăнта пурăннă тейĕн. Надежда Геннадьевна салтаксем патне тăван тăрăхран тăван кил ăшшине илсе çитерчĕ. Адреслă пулăшу шутĕнче – Çатракассипе Кашмаш тата Вăрманкассинчи волонтерсем пухнă апат-çимĕç продукчĕсем, куллен кирлĕ хатĕрсем. Килте пĕçернĕ кукăль, консервланă çимĕç, çĕр улми тата тĕрлĕ япала хамăрăн ентешсем валли кăна мар, ытти салтак валли те пулчĕ.
Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен чун-чĕрине амăш ăшши ăшăтрĕ, вĕсенче тăван кил вучахĕ чĕрĕлчĕ. «Пирĕн Надежда каллех пирĕн патра!» – хаваслăн кĕтсе илчĕç ăна салтаксем. Хастар хĕрарăм вĕсене тăван килпе çыхăнтараканĕ пулса тăчĕ. Уйрăмах 20 хÿтлĕх сеткине илсе пынăшăн питĕ савăнчĕç салтаксем. Надежда Геннадьевна çак сеткăсене «пурнăç çулĕ» тет. «Пĕр сетка пĕр салтак пурнăçне çăлса хăварма пултарни те питĕ лайăх. Отпускниксенчен тепĕр 50 сетка парса яратпăр. Пурне тиесе килме май çук», – терĕ вăл.
Пур ĕçре те мĕнле ĕлкĕрме пулать-ха? Надежда Никитина вырăнти влаçа килнĕренпе территоринчи пурнăç ырă еннелле палăрмаллах улшăнчĕ. 2020 – 2025 çулсенче ку тăрăхра 8 километра яхăн çул юсанă, 1,6 километр çĕнĕ çул хывнă, ача-пăча тата спорт площадкисене 6 тунă, клуб хута янă, 6 пĕвене тасатса йĕркене кĕртнĕ, шыв башнисене юсанă. Вăл пуçарнипе тата йĕркеленипе тунă пысăк ĕç ку кăна та мар.
Надежда Геннадьевна яланах халăхпа пĕрле. Алла хут купăс тытать те вырăнти культура мероприятийĕсене хутшăнать, «Ăраскал» ансамбльте юрлать, вырăнти халăх театрĕнче вылять, халăхпа пĕрле территоринчи хăтлăх ĕçĕсене хутшăнать.
Вăл строительство инструменчĕсемпе ĕçлеме те ăста. «Пур ĕçре те ăста» теççĕ ун пеккисем пирки. Арçын е хĕрарăм ĕçĕ тесе уйăрса тăрасси çук унра, кирек епле ĕçе те кирлĕ пек тума пултарать вăл.
Август 2026 |
